Контент патне куҫ

Лыхны

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Лыхны (груз. ლიხნი) — Абхазири сала, Абхази кун-çулĕн тĕп вырăнĕ. Гудаута хулинчен 4 çухрăмра ларать.

Çурçĕрте Лыхны çĕрĕсем Дурипш ялĕпе, тухăçраКуланырхуа ялĕпе, кăнтăртаГудаута хулипе, анăçра Хыпста юханшывпра Звандрипш тата Хыпста ялĕсемпе чикĕ тытать.

Халăх йышĕ, ял тăрăхĕн тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çырав çулĕ Пурăнакан йышĕ Этнос йышĕпе
1886 3.493 абхазсем 98,6%
1926 3.059 абхазсем 95,3%; вырăссем 3,2%; грузинсем 0,8%
1959 5.379 абхазсем, грузинсем — Аджимчигра пос., вырăссем — Бамбора пос. (тĕрĕс хыпар çук)
1989 8.948 абхазсем, грузинсем — Аджимчигра пос 25%, вырăссем — Бомбора пос. 46%

XX ĕмĕрте Лыхны тӳремĕнче абхазсем пĕрле пухăнса нумай хут хăйсен патшалăхĕн ирĕклĕхĕ çинчен калаçнă, халăха хăпартнă. Уйрăмах 1931 тата 1989 çулсенче.

Ӗлĕкхи йăласене паян кун та упраса кашни çул юпа уйăхĕнче тыр-пул уявне ирттереççĕ, юланутпа çӳрессипе ăмăртаççĕ, юрă-ташăпа савăнаççĕ, ăстаçăсем хăйсем хатĕрленĕ япалисене кăтартаççĕ, апат-çимĕçсемпе апатлантараççĕ.

Историллĕ Лыхны 9 посёлокран (абх. аҳабла) тытăнса тăрать:

  • Аджимчигра
  • Адзлагара
  • Адзлагархук
  • Алгыт
  • Лыхны Агу (Лыхны хăй)
  • Бамбора
  • Мзахуа
  • Хяцкуара
  • Хапшира

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăк фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Грузин-абхаз вăрçин инкеке лекнисен астăвăм палăкĕ

Лыхны — Абхазири чи пысăк чиркӳ ялĕ.

  • Кварчия В. Е., Историческая и современная топонимия Абхазии (Историко-этимологическое исследование). — Сухум: Дом печати, 2006—328 с.
  • Хрушкова Л. Г. Лыхны. Средневековый дворцовый комплекс в Абхазии. — М.: 1998.
  • Кәарҷиа В.Е. Аҧсны атопонимика. - Аҟәа: 2002. - 686 д. (абх.)


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице