Контент патне куҫ

Мăнкăмăллăх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
С. Соломко «Мăнкăмăллăх» ӳкерчĕкĕ.

Мăнкăмăллăх — виçесĕр мăнаçлăх, вĕçкĕнлĕх, эгоизм[1].

Христос тĕнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Православире мăнкăмăллăх çылăхлă саккăр хĕрӳлĕхĕнчен пĕрри шутланать[2][3].

И. Босхăн мăнкăмăллăха (лат. superbia) кăтартакан «Çиччĕ вилĕмлĕ çылăх» ĕçĕн фрагменчĕ.

Католици тĕнĕнче те мăнкăмăллăх çиччĕ вилĕмлĕ çылăх концепцине кĕрет.

Мăнкăмăллăха кĕнĕ çын Турă умĕнче хăйĕн пахалăхĕсемпе, хăйне вĕсене Хуçа панине манса кайсах мухтанать. Çакăн пек çын пурнăçри мĕнпур ăраскала хăйех, Турă пулăшмасăрах, Унăн ирĕкĕсĕрех, туянма пултарнине ĕненме тытăнать. Мăнкăмăллăха путнă этем килнĕ пуянлăхшăн (тĕслĕхрен куç курни, хăлха илтни, пурнăç, апат-çимĕç, çурт-йĕр, ача-пăча) Турра тав тумасть[2][3].

Исламра кибр (виçесĕр мăнаçлăх) пысăк çылăх тата урăх çылăхсене кăларакан сăлтав пулать[4]. Çакă ĕнтĕ Иблиса Аллах тунă Этеме пуç тайма паман, вăл вара этем йăхĕн тăшманĕ пулса тăнă.

« «Вара Турă каланă: „Эй Иблис, мĕн ĕнтĕ сана Эпĕ Хамăн алăсемпе тунине саламласран чарчĕ?“... Вал хуравланă: „Эпĕ унран лайăхрах: Эсĕ мана çулăмран турăн, ăна — тăмран“» (Коран(шухăшне куçарнă), сура Сад 38:75-76) »

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Гибрис — авалхи грексен мăнкăмăллăхĕ

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]