Контент патне куҫ

Макаров Виктор Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Макаров Виктор Ильич
Çуралнă вăхăт 1910 -мĕш çул
Çуралнă вырăн Раççей империйĕ Чĕмпĕр кĕперни Пăва уесĕ, Элшел [1]
Вилнĕ вăхăт 24 раштав 1944
Вилнĕ вырăн Ленкимай, Литва ССР, СССР
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1942—1944
Хисеп
Касăри
Касăри
Чаç 4-мĕш Украина фрончĕн 346-мĕш перевçĕсен дивизин 1166-меш перевçĕсен полкĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Хĕрлĕ Ялав орденĕ 3 степеньлĕ Мухтав орденĕ 3 степеньлĕ Мухтав орденĕ «Хăюлăх» медалĕ

Макаров Виктор Ильич (1910-), 4-мĕш Украина фрончĕн 346-мĕш перевçĕсен дивизин 1166-мĕш перевçĕсен полкĕн çуран разведка взвочĕн перевçи, Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илме тăратнă, анчах Хĕрлĕ Ялав орденне çеç панă[2]. Вăл Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесĕнчи Элшел ялĕнче çуралнă[3] . Чăваш.

Хусан хулинчи Ленин военкомачĕ урлă 1942-мĕш çулта Хĕрле Çара илнĕ[4].

1943-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Крым çурутравĕн çурçер çыранне тĕпчеме приказ илнĕ хыççăн разведка ушкăнĕпе пĕрле Сиваш урлă каçса Биют-Кият пурăнан выранта тӳрех çапăçăва кĕрет. Ку çапăсура Макаров автоматран 15 тăшмана пĕтерсе ушкăнпа пĕрле 19 гитлеровца тыткăна илет[5].1943-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Асикадан тата Монастырка пурăнан вырантсемшĕн çапăçусенче пĕрремĕш атакана çĕкленсе 25 гитлеровец таран пĕтерет.

1944-мĕш çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче 437-мĕш уйрăм медсанбатра çапăçури сурансенчен вилет. Литван Клайпеда уесĕн Скоудас районĕн Лянкимай хулинчи 1941-1945 çулсенчи вăрçăра вилнĕ совет салтакĕсен масарĕнче пытарнă.


Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Халăх астăвăм сайчĕ
  2. ^ Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  3. ^ Светлана Брайловская «Российская газета» продолжает искать родственников бойцов, посмертно представленных к высоким наградам. — № 6640.
  4. ^ Книга Героев: Герои Советского Союза Т. 2.
  5. ^ Михаил Черепанов. Пряжка защитника Севастополя. — № 147.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.