Мокроусов Борис Андреевич
Борис Андреевич Мокроусов (27.2.1909, Канавино, Чулхула кĕперни (халĕ Чулхулана кĕрет), Раççей империйĕ — 27.3.1968, Мускав, СССР) — совет композиторĕ.
Иккĕмĕш степеньлĕ Сталин парнин (1948) лауреачĕ ятне «Заветный камень», «Одинокая гармонь», «Песня о родной земле» тата «Хороши весной в саду цветочки» юрăсене кĕвĕленĕшĕн тивĕçнĕ. Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1962).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1909 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Канавино хулинче (халĕ Чулхулана кĕрет), Раççей империйĕ çуралнă.
Б. А. Мокроусов — «Чапаев» опера тата паллă «Роза ветров» оперетта (1947) авторĕ, «Свадьба с приданым» фильмĕпе спектаклĕ валли мусăк хайланă, çаплах çак фильмсене кĕвĕпе илемлетнĕ:
- «Весна на Заречной улице»
- «Где эта улица, где этот дом?»
- «Неуловимые мстители»
Çакăнсăр пуçне вăл çак паллă юрăсене кĕвĕленĕ:
- «Вологда»
- «Вьётся вдаль тропа лесная»
- «Когда поёт далёкий друг» (Ив Монтан çинчен)
- «Костры горят далекие»
- «Милый мой живет в Казани»
- «Море шумит»
- «На крылечке твоём» («Свадьба с приданым»)
- «Песенка фронтовых шоферов»
- «Песня защитников Москвы»
- «Сормовская лирическая»
- «Осенние листья»
Инструментлă мусăкра Мокроусов тромбонпа оркестр валли концерт, "Антифашистсен симфонине", фортепиано валли пьесăсем çырнă.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2005 çулхи акан 25-мĕшĕнче ПТКЗ «Раççей» патĕнчи çăлтăрсен лапамĕнче Борис Мокроусов çăлтăрне хунă [1].