Муханов Вячеслав Фёдорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Муханов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Муханов Вячеслав Фёдорович
Муханов Вячеслав Фёдорович
Çуралнă вăхăт: 1956 çулхи юпан 2-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Канаш, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Патшалăх:

ССРП РФ

Ăслăх сфери: теориллĕ физика, космологи
Альма-матер: МФТИ
Ăслăх ертӳçи: Леонид Моисеевич Озерной, Виталий Лазаревич Гинзбург.

Муханов Вячеслав Фёдорович (2.10.1956-мĕш çулта Канашра çуралнă) — теориçĕ-физик, космолог, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1989), Мюнхен университечĕн (Германи) профессорĕ, 1997-мĕш çултанпа унти физика факультетĕнче астропĕрчĕсен физикипе космологи кафедрине ертсе пырать. Нумай-нумай чыславсене тивĕçнĕ çын.

Тĕпрен илсен, космологири инфляци теорине, ыттисемпе пĕрле, никĕслесе малалла аталантарнипе паллă.

Кунçул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Муханов Вячеслав Фёдорович 1956-мĕш çулхи октбрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енри Канаш хулинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Фёдор Муханов Тăвай районĕнчи Мучар вырăс ялĕнчен[1]. Вăл Канашри вакунсем юсакан савутра смена пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, 2010-мĕш çул тĕлнелле вилнĕ. Амăшĕ — Алевтина Алексеевна Муханова (качча кайичченхи хушамачĕ Саландаева) 1932-мĕш çулта Чăваш республликинчи Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ[1], анчах та пĕчĕкренпех, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, Канашра пурăннă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех кондитер хапрăкĕнче тĕрмешнĕ. Халĕ пенсире. Ăславçăн кукамăшне, çичĕ ача амăшне, хут пĕлменскере, Анна Ивановна тесе чĕннĕ. Кукашшĕ — Алексей Алексеевич (е, ытти хыпарсем тăрăх, Николаевич), ăна ВОВ умĕн репрессиленĕ пулнă, 1957-мĕш çулта реабилитациленĕ. Куккăшĕсем (амăшĕпе пĕртăваннисем) — Константин тата Сергей, вăрçăра (ВОВ) пуç хунă.

Малтан килйыш Канашри Шмидт урамĕнче, кайран Шохвĕр урамĕнче. Хальхи вăхатра ăславçăн амăшĕ шăпах çавăнта.

Ăçта вĕренни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăçта ĕçлени[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • ФИАН (Лебедев ячĕллĕ Физика институчĕ)
  • Нуклонсар тĕпчевĕсен институчĕ (1989-1992)
  • Цюрихри аслă техника шкулĕн доценчĕ (1992-1997)
  • Мюнхен университечĕ (1997, 1998 — паянхи кунчченех)

Кун çути курнă ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Mukhanov, V. F., and G. V. Chibisov. "JETP Lett. 33 532 Hawking SW, 1982."Phys. Lett. B 115 (1981): 295.
  • Mukhanov, Viatcheslav F. Physical foundations of cosmology. Cambridge University Press, 2005
  • Mukhanov, Viatcheslav and Winizki, Sergei,"Introduction to Quantum Effects in Gravity", Cambridge University Press, 2007

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 Батькова Мария, Дмитриев Александр, ученики МБОУ «СОШ №6» г. Канаш. Руководитель: Николаева Г.В., учитель МБОУ «СОШ №6» г. Канаш. ВЯЧЕСЛАВ МУХАНОВ: НАУКА – ВЕЩЬ ИНТЕРНАЦИОНАЛЬНАЯ. 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. — Сайт Благотворительного фонда «Дети отчизны — достойная смена», автономной некоммерческой организации. — С.51-56. // Великие сыны России. Чувашский край, 1551-2016 гг. : к 465-летию добровольного вхождения Чувашского края в состав Российского государства : открытый республиканский конкурс-фестиваль научно-исследовательских работ, 24 апреля 2016 г., Чебоксары / Чуваш. гос. ун-т им. И. Н. Ульянова [и др. ; редкол.: О. Н. Широков (гл. ред.) и др.]. - Чебоксары : [Изд-во Чуваш. ун-та], 2017. - 431 с. : ил., портр. ; 20 см. - Текст рус., чуваш. - 500 экз. - ISBN 978-5-7677-2479-6 (в пер.).

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]