Никитин Ефим Никитич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ефим Никитин
Çуралнă чухнехи ят: Никитин Ефим Никитич
Çуралнă вăхăт: 1912, пуш, 22
Çуралнă вырăн: Арапуç, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни
Вилнĕ вăхăт: 2000, юпа, 26
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: драматург
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1953) Чăваш АССР халăх артисчĕ (1968) РСФСР халăх артисчĕ (1975)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Никитин пăхăр.

Никитин Ефим Никитич (22.3.1912, Арапуç ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни — 26.10.2000, Шупашкар, Чăваш республики) — чăваш драматургĕ, актёрĕ.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1953), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1968), РСФСР халăх артисчĕ (1975). 1972 çулта унăн ятне Чăваш Енĕн Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине çырса кĕртнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1912 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче çуралнă. Шупашкарти музыкăпа театр техникумĕнче вĕреннĕ. Каярахпа Çамрăксен театрĕнче вылянă, Иккĕмĕш колхозĕн чăваш театрне ертсе пынă. 1943 çултанпа вăхăта сиктермесĕр Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче вылянă.

Ефим Никитич Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăван çĕршывăн 2-мĕш степеньлĕ орденĕпе, ăна медальсемпе чысланă.

2000 çулхи юпа уйахĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сцена çинче унăн «Сарпике», «Кукша Иван», «Вăрланă хĕр», «Майлаштарчĕç» пьесисене лартнă.

«Кукша Иван» — унăн пĕрремĕш нумай пайлă пьеса. Ăна 1940 çулта «Сунтал» журналта пичетленĕ.

Çавăн пекех вăл «Хуняма» пьесăн авторĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]