Николаева Галина Григорьевна
Курӑнакан калӑплав
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Галина Николаева | |
Николаева Галина Григорьевна | |
Çуралнă вăхăт: | 1954, ака, 7 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Хĕрлĕ Октябрь ялĕ, Çĕмĕрле районĕ, Чăваш республики, СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | вĕрентевçĕ, комсомол тата партисен (КПСС, "Пĕрлĕхлĕ Раççей") функционерĕ, сенатор (15 кун хушши) |
Галина Григорьевна Николаева (çуралнă чухнехи хушамат Логинова, 7.04.1954, Чăваш республикинчи Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Октябрь ялĕ) — патшалăх ĕçлевçи, коммунистсен партийĕн тата ытти хăшпĕр партисен функционерĕ, пĕрлĕхлĕх хастарĕ, активисчĕ. 15 кун хушши Сенатор пулнă. Хĕрарăмсен юхăмĕн пайташĕ. Чăваш.
Пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1975-1976 çç. – Кабановăри 8 çул вĕренмелли шкул вĕрентевçи.
- 1976-1987 çç. – Çĕмĕрлери ВЛКСМ хула комитечĕн иккĕмĕш секретарĕ.
- 1979-1985 çç. – ВЛКСМ Чăваш обкомĕн секретарĕ.
- 1985–1998 çç. – Шупашкарта вĕрентÿ министрĕн çумĕ, вĕрентÿ министăрлăхĕн пай пуçлăхĕ.
- 1998–2000 çç. – Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн 2-мĕш уйрамĕн ертсе пыракан специалисчĕ.
- 2000–2001 çç. – Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин палăрăмĕн полномочилле çынни.
- 2001–2002 çç. – Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ.
- 2002–2006 çç. – "Единая Россия" партин Чăваш республикинчи уйрăмне ертсе пынă.
- 2006–2012 çç. – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ.
- 5,июль,2012 — 20,июль,2012 — Федераци Канашĕн депутачĕ (сенатор)
Килйыш пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Николаева Галина Григорьевна. — Электронла чăваш энциклопедири статья.
- Сенатор от Чувашии // Çĕмĕрлери "Вперед" хаçат. – 2012. – 13, июль. – С.3. (Хаçатăн чăвашла дубляжĕнче ку статья пуррипе çукки паллă мар).
- Захарова, Любовь. От учительницы до сенатора. — Çĕнĕ Шупашкарти "Грани" хаçатран. 13.12.2012 / Любовь Захарова / Встреча для вас, Собеседник / сенатор Галина Николаева
- Лукиянова, З. Палтиел хӗрӗ [Текст] : [20-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчи ҫӗршывӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ Ольга Васильевна Урукова (Вериалова) ҫинчен] / З.Лукиянова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. - 2003. - 22-28 чӳк (№ 47). - С. 4
- Харитонова В.Г.Чăваш энциклопедийĕнчи статья.