Урукова Ольга Васильевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ольга Урукова
Урукова Ольга Васильевна
Çуралнă вăхăт: 1893, çĕртме, 27
Çуралнă вырăн Палтиел ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1936, раштав, 19
Вилнĕ вырăн: Çĕмĕрле хули

Урукова Ольга Васильевна (çуралнă чухнехи хушамат Васильева[1], пĕрремĕш упăшкин хушамачĕпе Вериалова, 1893-1936) — патшалăх ĕçлевçи, коммунистсен партийĕн функционерĕ, пĕрлĕхлĕх хастарĕ, активисчĕ. Хĕрарăмсен юхăмĕн пайташĕ. Чăваш.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

О.В.Урукова, Палтиелĕнче ÿссе çитĕннĕскер, Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ. 1914-1923-мĕш çулсенче тĕрлĕ çĕрте вĕрентевçĕ пулса ĕçленĕ. Чăн малтанах хальхи Комсомольски районне кĕрекен Хирти Явăшра[2]. Хăйĕн автобиографийĕнче çапла çырнă[2]:

<Куçару: 1918-мĕш çултан пуçласа, пурлăх тĕлĕшĕнчи йывăр малсăлтавсене тата ачасем пуррине пăхмасăр, алла усса лармасăр, çак вырăнсенче ĕçлерĕм: вулăсри çутĕçпе куьтура пуçлăхĕ, вулăс ячейкин бюровĕн пайташĕ, пурлăх тăпăлтарăвĕ енĕпе полномочилли, ака кампанийĕ енĕпе полномочилли, ача çурчĕн пуçлăхĕ, çуттатуртаслăх ĕслевçи, хĕрарăмсен хушшинче ĕçлессипе явапли, ача çуртĕнче ертÿçĕ, выçлăх хыççăнхи ĕçсем тĕлĕшпе яваплă секретарь, уесри хĕрарăмсен пайĕн инструкторĕ, ... Вулăсри партире тăманнисен, партирисен съесчĕсене, уесри партирисен тата Советсен съесчĕсене яланах хутшăннă, çавăн пекех облаçри Советсен съесдĕнче тата Пĕтĕм Раççейри чăваш коммунистсен икĕ съестĕнче делегат пулнă.>

Автобиграфире пĕтĕмпех тата тĕплĕн каласа тухайман. Хушма тивет. 1923-1925-мĕш çулсенче Патăрьел уес ВКП(б) комитечĕн хĕрарăмсен пайĕн, 1925-1927-мĕш çулсенче Чăваш обкомĕн хăрарăмсен пайĕн пуçлăхĕ, 1927-1931-мĕш çулсенче Шăмăршă райкомĕн хĕрарăмсен пайĕн йĕркелÿçи, Шăмăршă райисполкомĕн пуçлăхĕн çумĕ, çав районтах çĕрĕç пайĕн пуçлăхĕ, 1931-мĕш е 1932-мĕш çулта Шупашкарти промкасса пуçлăхĕ, 1932-1936-мĕш çулсенче Çĕмĕрлери савутăн профсоюз пуçлăхĕ, Çĕмĕрле районĕн ĕçтăвкомĕн сывлăха сыхлас пай ертÿçи;1923-1933-мĕш çулсенче Чăваш АССР ЦИК пайташĕ, парти Чăваш обкомĕн пайташĕ[3].

1927-мĕш çултанпа О.В.Урукова нумай чирлеме пуçлать, çав чирех ăна 1936-мĕш çулта вилĕм патне илсе çитерет. Мĕнле чир пулни паллă мар.

Выçлăх вăхăтĕнче Çĕпĕре кайни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1921-мĕш çулта Атăлçире выçлăх пуçлансан, О.В.Урукова (ун чухне Вериалова пулнă-ха) Патăрьел уесĕнчи аптракан çамрăк ачасене пуçтарса Çĕпĕре тухса кайнă. 1923-мĕш çул тĕлне вĕсене килĕсене каялла илсе килнĕ. Урăх ним те туман пулсан та, пĕр çакăншăн çеç вăл палăка тивĕç.

Килйыш пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1915-1920-мĕш çулсенче Иван Осипович Вераловпа, хăйсен ялĕнчи чăвашпа, гражданла мăшăрланура[2] тăнă. Вĕсенчен çуралнă Уруков Виталий Иванович (1919-1943) Аслă Атилĕх вăрçинче Совет Союзĕн Паттăрĕ пулса тăнă. Чи аслă ывăлĕ — Валериан Иванович Уруков (хăçан çурални паллă мар)[2]. 1923-мĕш çулта иккĕмĕш хут качча тухнă, Александр Васильевич Уруковпа пĕрлешĕ. Ун чухне Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртрен тухнă çак чăваш Шăмăршăри вăрман хуçалăхне ертсе пынă. Иккĕмĕш хут качча тухсан О.В.Урукова тата виçĕ ача çуратнă[2]. Вĕсем çаксем:

  • Искра Александровна Урукова.
  • Аннета Александровна Урукова.
  • Георгий Александрович Уруков.

А.Д.Игнатьев (техника ăславĕсен докторĕ, Мускав) аса илнĕ тăрăх[4], Çĕмĕрлене куçсан Уруковсен килйышĕ "чукун çул леш енче" пурăннă.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Лукиянова, З. Палтиел хӗрӗ [Текст] : [20-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчи ҫӗршывӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ Ольга Васильевна Урукова (Вериалова) ҫинчен] / З.Лукиянова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. - 2003. - 22-28 чӳк (№ 47). - С. 4
  • Харитонова В.Г.Чăваш энциклопедийĕнчи статья.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Александров, Геннадий. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919). — "Хыпар" хаçат, 1996, çурла, 3.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Урукова (Вериалова) Ольга Васильевна.
  3. ^ Çакăнта каласа тухнисенчен чылайăш пирки Чăваш электронлă энциклопедийĕнче те пĕлтернĕ, анчах унта ытти çăлкуçсенче каланисене хирĕçлекен самантсем те пур.
  4. ^ 20041124 Рожденный стать Героем.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]