Аслут Александр Николаевич
Александр Аслут | |
Çуралнă чухнехи ят: | Николаев Александр Николаевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1930, раштав, 22 |
Çуралнă вырăн: | Ешкилт ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 2014, нарăс, 20 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен, РФ |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэзи, проза, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: | ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1995) |
Аслут Александр Николаевич (1930, раштав, 22, Ешкилт ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР — 2014, нарăс, 20, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш сăвăçи, прозăçи, публицисчĕ, куçаруçи.
РФ ÇП пайташĕ (1995), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1930 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче Чăваш АССР шутĕнчи Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă.
Чурачăкри вăтам шкулта тата ССКП Тĕп комитечĕ çумĕнчи Партин аслă шкулĕнче вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. ССКП Чурачăк райкомĕн инструкторĕ вырăнĕнче, «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçат редакцинче, Чăваш АССР Телекуравпае радио комитетĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.
Малтанхи сăввисем район хаçатĕнче тата «Ялав» журналта кун çути курнă. Вăл нумай повеçсемпе калавсен, очерксен авторĕ. Вырăс çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Чăваш Енĕн паллă çыннисем çинчен публицистика статьиисене çырнă.
«Халăхсен туслăхĕ» орденпа (1988) тата медальсемпе наградăланă.
2014 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Сывлăшри кĕпер» (1960)(ĕçлемен каçă);
- «Туссемпе калаçни» (1970)(ĕçлемен каçă);
- «Кашнин хăйĕн ĕмĕрĕ» (2004);
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Халăхсен туслăхĕ орден.
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Абрамов, А. Чăваш литератури: ӳкерчĕксем / А. Абрамов ; сăн ӳкерчĕксем авторăн тата Аслут, архивĕнчен // Çамрăксен хаçачĕ. – 2007. – 12 юпа (№ 41). – С. 10.
- Александр Николаевич Николаев-Аслут, : [некролог] // Хыпар. – 2014. – 22 нарс. – С. 14 : фот.
- [Александр Аслут] // Ялав. – 2004. – № 2. – С. 15.
- Николаев, И. Эп вăй илеп çуралнă вырăнтан / И. Николаев // Канаш (Канаш р-н). – 2009. – 1 ака. – С. 4. : фот.
- Антонова, З. С. Аслут (Николаев) Александр Николаевич / З. С. Антонова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 146.
- Афанасьев, П. Аслут (Николаев) Александр Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 38.
- Ялгир, П. Аслут (Николаев) Александр Николаевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 15.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çулталăк кĕнеки 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Культурное наследие Чувашии
- Литературная карта Чувашии(ĕçлемен каçă)
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Канаш районĕнче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Халăхсен туслăхĕ орденĕн кавалерĕсем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш Енре çуралнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- ССРП çыравçисем
- ССРП сăвăçисем
- 1930 çулта çуралнисем
- Раштавăн 22-мĕшĕнче çуралнисем
- 2014 çулта вилнисем
- Нарăсăн 20-мĕшĕнче вилнисем