Новиков Александр Васильевич (мусăкçă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Александр Новиков
Патшалăх СССР,
Раççей
Профессисем вырăс юрăçĕ, сăвăçĕ, композиторĕ
Инструментсем гитара
Жанрсем вырăс шансонĕ, рок мусăкĕ
Ушкăнсем Рок-полигон, Хипиш, Внуки Энгельса
Парнесем

«Овация» премин
лауреачĕ (1995)
Премия Есенин премин
лауреачĕ (2005)

Шаблон:Ырă кăмăллă таса Танил мускав кнеçĕн III степеньлĕ орденĕ
«Çулталăк шансонĕ» преми
www.a-novikov.ru

Алекса́ндр Васи́льевич Но́виков (юпа, 31, 1953 çул, Итуруп, Курил районĕ, Сахалин облаçĕ, СССР) — хăйĕн юррисене шансон жанрĕнче шăрантаракан совет тата раççей юрăçĕ, Екатеринбургри эстрада театрĕн пултарулăх ертӳçи.

Пултарулăх ĕç-пуçĕнче Александр Новиков виççĕртен ытла юрă, вĕсен хушшинче çакăн пеккисене: «Помнишь, девочка?..», «Извозчик», «Шансоньетка», «Уличная красотка», «Город древний» тата ур. хайланă.

Унăн дискографине халĕ 20 номерлĕ альбом, концертра çырнă 10 альбом, 8 видеодиск кĕрет. 2002 çулта «Колокольня» (юрă-сăвă пухăмĕ) кĕнеке пичетленсе тухнă.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1953 çулхи юпан 31-мĕшĕнче Итуруп утравĕ Курил архипелагĕнчи Буревестник паççулкинче çуралнă. Ашшĕ — вăрçă вĕçевçи, амăшĕ килте ĕçленĕ. 1969 çулта Новиков Свердловск хулине (халĕ Екатеринбург) пурăнма куçать, унтах çак таранах ĕçлесе пурăнать.

1980 çулта «Рок-полигон» мусăк ушкăнне пуçтарать, унта вăл солист, гитарист пулса хăйĕн юррисене шăрантарать. Юрăсене рок-н-ролл, реггей, панк-рок тата çĕнĕ хум стилĕпе хайланă. Тепĕр çултан Новиков ушкăнпа пĕрле пĕр ятлă альбом çырса кăларать.

1981 çулта сасă çыракан «Новик рекордз» студине йĕркелет, кунта свердловск мусăканчĕсем — «Чайф», «Агата Кристи» тата урăххисем хăйсен дискĕсене çыраççĕ.

1984 çулта Новиков сасăртăк рок-мусăкран уйрăлса кайса «Рок-полигон» мусăкçĕсемпе пĕрле (Алексей Хоменко тата Владимир Елизаров) «Вези меня, извозчик» альбом çырать.

1984 çулхи юпан 5-мĕшĕнче ăна ареслеççĕ те 1985 çулта Свердловск сучĕн айăплавĕпе Новикова «электромусăк аппаратурине туса сутнăшăн» 10 çуллăха тĕрмене хупаççĕ.

1990 çулта РСФСР Аслă Канашĕн Хутайĕпе Новикова ирĕке кăлараççĕ, каярахпа Раççей Федерацин Аслă Сучĕ ирсĕр ĕç туман тесе айăплава пăрахăçлать.

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Номерлĕ альбомсем

  1. 1981 — Рок-полигон (Александр Новиков и группа «Рок-полигон») (ранее официально не издавался, в 2008 году вошёл в сборник «Александр Новиков. MP3-серия»)
  2. 1984Вези меня, извозчик (магнитоальбом, 18 юрă)
  3. 1990 — Я в Екатеринбурге (Александр Новиков тата «Внуки Энгельса» ушкăн) (магнитоальбом)
  4. 1991 — Вези меня, извозчик (Александр Новиков «Хипиш» ушкăн) (винил, 9 юрă)
  5. 1993 — Ожерелье Магадана
  6. 1995 — Шансоньетка
  7. 1995 — Городской роман
  8. 1996 — С красавицей в обнимку
  9. 1996 — В захолустном ресторане
  10. 1997 — Сергей Есенин (Сергей Есенинăн сăввисемпе хайланă пĕрремĕш альбом)
  11. 1997 — Записки уголовного барда
  12. 1999 — Бурлак
  13. 2000 — Стенка
  14. 2000 — Красивоглазая
  15. 2002 — Журавли над лагерем
  16. 2003 — Настоящий
  17. 2005 — Понты Амура
  18. 2007 — Луали
  19. 2008 — Я помню, любимая… ((Сергей Есенинăн сăввисемпе хайланă иккĕмĕш альбом)
  20. 2010 — Ананасы в шампанском (альбом из песен на стихи поэтов Серебряного века)
  21. 2012 — Расстанься с ней

Концерт альбомĕсем

  1. 1990 — Второй концерт после освобождения (магнитоальбом) (официаллă кăларман)
  2. 1995 — Через 10 лет
  3. 1998 — Концерт в театре Эстрады
  4. 1998 — Акустический концерт в Екатеринбургской Филармонии
  5. 1999 — «Извозчику» — 15 лет
  6. 2004 — Юбилейный (Концерт в ГЦКЗ «РОССИЯ» юпа, 30 2003 ç., 2CD)
  7. 2005 — Вези меня, извозчик. 20 лет (Концерт в ГЦКЗ «РОССИЯ» юпа, 31 2004 ç., 2CD)
  8. 2006 — Сергей Есенин — 110 лет
  9. 2007 — Улица Любви
  10. 2008 — Я не бывал в Монако (Концертная запись в Государственном Кремлёвском дворце)
  11. 2011 — Екатеринблюз (Концерт в Московском Международном Доме Музыки)

Пухăмсем

  1. 1996 — Помнишь, девочка?..
  2. 1996 — Золотая коллекция
  3. 2001 — Золотая коллекция-2
  4. 2008 — «Александр Новиков. MP3-серия» (MP3 формат çине çырнă мĕнпур пухăмĕ, 5 диск çинче)

Кăсăк фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Тухăç урамĕнче» юррине («Хула романĕ», альбом, 1995) А. Новиков 1984 çулта, карцерта пĕччен 30 талăк ларнă чухне хайланă.[1]
  • Екатеринбург хулинче А. Новиков Тухăç урамĕнче, 62-мĕш №-лĕ çуртри хваттерте пурăннă.
  • Хăйĕн чи паха юрри тесе А. Новиков «Помнишь, девочка?..» юрăна шутлать.[1]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 Интервью А. Новикова на портале Екатеринбург Он-Лайн

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Тĕнчери Сергей Есенин ячĕллĕ литература премийĕ