Контент патне куҫ

Оидиум

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Оидиум çапнă иçĕм çырлисем

Оидиум - (Oidium Tuckeri) - анлă сарăлнă кăмпа чирĕ. Иçĕмшĕн оидиум - хăрушă чир, унăн тĕп тăшманĕ шутланать.

1847 çулта акăлчан ботаникĕ Тукер Бордо тăрăхĕнчи иçĕм лаптăкĕсенче ку чире пĕрремĕш тĕпченĕ.

Чир аташни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Оидиум кăмпи ăшă çанталăкра, нӳрлĕ сывлăшлă çулла питĕ хăвăрт аталанать. Оидиум малтан çамрăк калчана çапать. Çулçăсемпе ешĕл иçĕм çырлисем çинче шурă "тумламсем" пулса каяççĕ. Кайран "тумламсем" сарăлаççĕ те сăрăхса каяççĕ. Аякран пăхсан, иçĕм çырлисем тусанпа сапнă пек курăнаççĕ. Кăмпа аташса сăрă-кăвак тĕслĕ сийпе çамрăк калчисене хуплать. Оидиум çапнă ӳсентăран вара малашне аталанаймасть: фотосинтез процессĕ чарăнать, иçĕм çырлисем пиçсе çитмесĕрех ӳкеççĕ.

Оидиума хирĕç çирĕп тăракан иçĕм сорчĕсем: Мускат, Мальвазия, Фоль бланш, Гамэ, Каберне совиньон, Сира, Пинă Нуар.