Энциклопеди
Энциклопеди (encyclopaedia (XVI ĕмĕртен мала мар) ав.гр. ἐγκύκλιος παιδεία — «тулли çаврăмлă вĕренӳ», κύκλος — çаврăм, παιδεία — вĕренӳ), сайрарах Циклопеди (çĕнĕлат. cyclopaedia ав.гр. κύκλιος παιδεία — «çаврăмлă вĕренӳ») — йĕркеленнĕ пĕрлĕхе (системăна) çитернĕ этемлехĕн пур ăслăлăхсен пысăк уйрăмĕсен (отраслĕсен) пĕлӳ тишкерĕвĕ, е йĕркесен (дисциплинăсен) çаврашки пĕрлехĕнчи пĕлӳсен хăй тĕллĕ уйрăм отраслĕ; çаплах тĕпчевсен е йĕркесен (ытларах сăмахсар евĕрлĕ) тĕпчев-хыпарлă вĕренӳ хатĕрĕ.[1]. Анлăрах ăнкаруллăхра — ăслăлăх пĕлӳсен пуххи тата тĕрлĕ темăсене чылай йышлă вулакансене япалан тĕрĕслĕхне уçса паракан ĕç хучĕсем.
Тĕрлĕ тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Энциклопедисене пур енлисем (универсаллисем) (тĕсл., «Мăн совет энциклопедийĕ», «Британника», «Википеди»), хуçалăхăн пысăк уйрăмлăхлисем (отрасĕллисем) («Математика энциклопедийĕ», «Кĕвĕ энциклопедийĕ»), регион, ыйтуллисем, пĕр çынлăхлисем уйăраççĕ. Энциклопеди сăмахсарĕсем тата ыйту-хыпарлăхсем (справочниксем) энциклопедисен урăхтĕслĕлĕхĕсем шутланаççĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш энциклопедисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Энциклопеди» терминĕ калаçăва XVIĕмĕрте тин кĕнĕ пулсан та энциклопедии ĕçĕсене авалах туса пынă. Терминологи сăмахсарĕсем Авалхи Икĕпатра Вăтам патшалăх (пирĕн эрăччен 2 пин çул) тапхăрĕнчех пулнă. Пĕлӳсен пухăнăвĕ Авалхи Китайра та (пирĕн эрăччен XII—X ĕмĕрсенче) пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче темиçе тĕрлĕ энциклопеди ĕçĕсем тĕвĕленсе кайнă: зерцалсем (лат. speculum), компендиумсем (compedium), суммăсем (summae), вĕсемпе университетăн «кĕçĕн» факультет студенчĕсем анлă пĕлӳллĕ вĕренӳре усă курнă. Çакна Винцента из Бове доминикан монахĕн (XII ĕмĕрĕн варри) хатĕрленĕ «Bibliotheсa Mundi» («Пĕтĕм тĕнче библиотеки») çирĕплетет, тепĕр сăмахпа «Аслă зерцало» (лат. Speculum majus) — 80 томлă, виçĕ пайлă. XIII ĕмĕрчен çакăн пек кăларăмсем латыньпе тухнă, майĕпен глоссарисем — сахал усă курмалли сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем— те çуралаççĕ. Энциклопеди культури Çĕнетӳ тапхăрĕнче, XIV—XVI ĕмĕрсенче, уйрăмах Иоганн Гутенберг пичетлеве шутласа кăларнине пула мăн хĕтĕртӳ илет. XVI—XVII ĕмĕрсенче «энциклопеди» (çаплах «циклопеди» те) термин та хальхи палăртăвĕн шайне куçать. XVIII ĕмĕрĕн чи калăплă «Пур ăслăлăхсемпе ӳнерлĕхсен мăн универсал лексиконĕ» («Grosses vollstandiges Universal-Lexikon aller Wissenschaften und Kunste», 1732—1754 çç., 68 томлă, 750 пи статья) энциклопедине Лейпцигра И. Г. Цедлер хатĕрленĕ. Каярах Францире сумлă «Энциклопеди, е ӳнерлĕхсен тата ăсталăхсен ăнлантаруллă сăмахсарĕ» («Encyclopédie ou dictionnaire raisonné des sciences, des arts et des métiers», 1751—1777 çç., 28 томлă) тухать, хатĕрлев ĕçĕнче Дени Дидро, паллă çутта кăларакан вăй ярать. Унăн сĕмĕпе чылай кăларăмсене ытти çĕршывсенче те хатĕрлеççĕ. Тĕсл., Эдинбургра акăлчан чĕлхипе 1768—1771 çç. «Британи энциклопедийĕн» нĕселĕ — «Ӳнерлĕхсен тата ăслăлăхсен сăмахсарĕ» тухать. XIX ĕмĕрте сумлă роль сыграли нимĕç кăларăмĕ — Ф. А. Брокгауз «Энциклопеди сăмахсарĕ», «Мейерĕн Мăн энциклопеди сăмахсарĕ» (1839—1852, 46 томлă, тĕпеĕртакран тата 6 хушни). Ӗмĕр вĕçнелле наци энциклопедийĕсем Италире, Австрире, Польшăра, Данире, Швецире, Португалире, Нидерландăра, Чехинче, Австралире тата АПШ-ра çутта тухаççĕ.
XX ĕмĕрте чи калăплă та ятлă-сумлă (авторитетлă) энциклопеди «Британи энциклопедийĕ» пулса тăрать. Ăна америка кăларавçисем тытса тăраççĕ. 1985 çулта 32 томлă 16-мĕш кăларăмĕ çутта тухрĕ. Яланхи йăлаллă энциклопедисемсĕр пуçне энциклопедии сăмахсарĕсем (шкул ачисен самахсарĕ) тухаççĕ. XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсенче мультимеди ăсталăхĕсем аталаннă май компакт-дисксем çинчи электронлă энциклопедисем усăва кĕреççĕ. Компьютер технологисем энциклопеди хыпарĕсем патне çывăх хăвăрт çул уçса параççĕ, статьясенче паха фотоӳкерчĕксем çеç мар, сасăллă тата куçăллă курăну (видео, анимации) фрагменчĕсене вырнаçтарма ансат çитет. —Америка корпорацийĕ Майкрософт 1993 çулта чи сумлă кăларăмне — «Encarta», 1994 çулта «Британникин» электронлă версине сутма пуçлать. Раççейре çакăн евĕр паллă проект 1996 «Кирилл тата Мефодин мăн энциклопедийĕ» (КММЭ) шутланать, ăна çулсерен çĕнетсе «Кирилл тата Мефодий» компани туянтарать. 2004 ç. варринче çавăн пек проекта «Кругосвет» пикенет (http://www.krugosvet.ru/ Тетелте]), анчах та калăпăшĕпе вăл начартарах. Пысăк энциклопеди кăларăмĕсенчен тепри — 2000 çулта уçнă Рубикон порталĕ «Рубрикон» 2006 ҫулхи Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ., унта 62 энциклопедипе сăмахсарсен тексчĕсемпе иллюстрацисене уçласа лартнă. Усă курма тӳлевлĕ.
Ирĕклĕ энциклопеди
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тетел-тăсталăхĕсем (Интернет-технологисем) аталаннă май Википеди — уникаллă энциклопеди çуралать. Викире усă куракан пур çын статьясене хыпарсем кĕртме, çĕнĕ статьясем уçма пултараççĕ. Халĕ Википеди (акăлчан версинче 2,15 млн яхăн статья раштав, 30 2007), вăл ытти паллă энциклопеди кăларăмĕсенчен пачах кая юлмасть.
Энциклопедисем Раççейре
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççей историнчи пĕрремĕш энциклопеди ĕçĕ новгород епископĕн Климентăн «Кормчей кĕнекинчи» «Словарь иноземных слов» шутланать. XVI вĕçĕнче — XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕн йĕрки, гуманитарлă тата çутçанталăкă тĕпчев ĕçĕсене ăнлантаракан азбуковниксем анлă сарăлнă. Чылай шут хыпар (справочниксем) тата сăмахсарсем XVIII ĕмĕрте пулнă, анчах XIX ĕмĕрĕн вĕçĕ тĕлне те Раççейре универсаллă энциклопеди тухман. Пĕрремĕш раççей энциклопедийĕ, çапла, Брокгаузпа Ефронӑн энциклопеди сăмахсарĕ, нимĕçрен килнĕ пулин те, ăна пичете хатĕрлеме ертсе пыракан раççей ăслăхçисем хутшăннă. 1890—1907 çç. 82 тĕп тата 4 хушма томĕсем тухнă. Тиражĕ, тĕрлĕ хыпарсемпе, 30 пинрен пуçласа 75 пине çити кĕнеке кăларнă. 1911 çулта «Брокгауз тата Ефрон» фирми К. К. Арсеньев редакцийĕпе «Çĕнĕ энциклопеди сăмахсарĕ» шутласа хунă, анчах та 1911 çулта 50 томĕсенчен 29 çеç çутта тухнă. Раççейри Революци çĕнтерсен 20-мĕш çулсенче отрăçлĕ энциклопедийĕсем пичетленнĕ: Хресчен ял-хуçалăх, Сутă-илӳ, Педагогика. Тĕп универсал энциклопедийĕ чылай тапхăра «Мăн совет энциклопедийĕ» (МСЭ) пулса тăрать. Ăна хатĕрлеме 1925 ç. Йышăннă, 1926—47 çулсенче 1-мĕш кăларăм («сталинăн», 66 томĕсем) çутта кураççĕ, 1949—58 çç. — 2-мĕш кăларăм (51 том) тата 1969 —78 — 3-мĕш кăларăм (30 том). 90-мĕш çулсем вĕçĕнче «Мăн раççей энциклопедийĕн» (МРЭ) пĕрремĕш кăларăмне пичетлеме хатĕрлеме шутланă. Пĕрремĕш томĕ («Раççей») 2004 çулта тухать. Унччен пĕр çул маларах «Çĕнĕ раççей энциклопедийĕ» (ÇРЭ) тухать, которую публикует издательство «Инфра-М» и «Энциклопедия». НРЭ — более компактный проект, предусматривает 12 томов (первый — также «Россия»). 2005 çулта иккĕмĕш МРЭ тата ÇРЭ томĕсем пичетленеççĕ. 2006 çулта «Терра» хатĕрленĕ 62-томлă пĕтĕмлĕ «Мăн энциклопеди» çутта тухать.
Пичетленĕ энциклопедисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççей, СССР
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Энциклопедический словарь. СПб.: Ф. А. Брокгауз, И. A. Ефрон, 1890—1907. 82 + 4 тт.
- на «Рубиконе» 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- 5000 статей 2005 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. (Эти статьи размещались на CD энциклопедии фирмы Autopan (Москва).)
- Большая энциклопедия: Словарь общедоступных сведений по всем отраслям знания. СПб.: Mейер, 1900—1909. 22 тт.
- Гранат: Энциклопедический словарь. 58 тт. 1910—1948.
- Большая советская энциклопедия (БСЭ). Москва.
- Святая Русь: Энциклопедический словарь русской цивилизации. сост. О. А. Платонов 2000 г. Твердый переплет, 1040 стр. ISBN 5-901364-01-5
- Техническая энциклопедия. 26 тт. 1927—1934
- Энциклопедический справочник «Машиностроение» М.: Машгиз, 1946—1951. 16 тт.
- Казахская советская энциклопедия. 12 тт. 1972—1978
- Детская энциклопедия
- Энциклопедия для детей
- Горная энциклопедия
Ют çĕршывсен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Брокгауз (Brockhaus}}). 1805—
- Бертельсманн (ним. Bertelsmann). 1835—
- Британи энциклопедийĕ. 1768—
- Startsjevski. 12 тт. 1847—55.
- Pluchard, Krajevski, Beresin, 15 томов, 1880—
- Garbel. 5th edition. 9 тт. 1901.
- Meyers Konversations-Lexikon 4.ed. 1885-1892 2006 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Вырăсла онлайн-энциклопедисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Универсаллисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Open Encyclopedia Project 2011 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Рубрикон 2006 ҫулхи Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Мăн совет энциклопедийĕ; Брокгаузпа Ефронăн Кĕçĕн энциклопеди сăмахсарĕ (Яндекс ресурсĕ)
- Яндекс Энциклопедийĕсем.
- Википĕлӳлĕхре
- Энциклопеди «Кругосвет» [2]
- MegaBook (km.ru)
- 15 универсаллă тата ятарлă энциклопедисем, on-line çинче
- Мăн Совет Энциклопедийĕ релевантăллă статьясемпе (strelna.ru) 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Мăн Совет Энциклопедийĕ
- Википĕлӳлĕх энциклопедийĕ
- Статьясен энциклопедийĕ, кирлĕлĕхĕпе кăтартни
Ача-пăчасен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шучĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 99 энциклопедисен шучĕсем
- DMOZ çинчи энциклопедисен шучĕсем 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
Ятарлисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Progopedia — программăлакан чĕлхесен ирования ирĕклĕ энциклопедийĕ 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Крым Энциклопедийĕ
- Уйрăм çынсем 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Punto — кивĕ сăмахсарсем 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Православи энциклопедийĕ-Летопись
- WeddingPedia 2017 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — уçăмлă туй энциклопедийĕ (вики меслечĕпе ĕçлет)
- Православи Энциклопедийĕ «Йывăç» (вики меслечĕпе ĕçлет).
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Википеди
- Open Encyclopedia Project
- Википĕлӳлĕх
- Крымопеди
- Техникă энциклопедийĕсем
- Философи энциклопедийĕсмпе сăмахсарсем
- Православи Энциклопедийĕ «Йывăç»
- Словник
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Константин Романович Симон. http://rus.1september.ru/2001/34/5_9.htm 2007 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. № 34/2001 еженедельника «Русский язык» издательского дома «Первое сентября».
- ^ Толковый словарь русского языка: 4 томлă. /Д. Н. Ушаков редакциленĕ.— Репринт кăларăмĕ: М., 1995