Контент патне куҫ

Пенза облаçĕнчи чăваш ялĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Раççей Банкĕ кăларнă 10 тенкĕ номиналлă асăну укçи (2014). Реверс

Пенза облаçĕнчи чăваш ялĕсем — Раççей Федерацийĕнчи хальхи Пенза облаçĕн территорийĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсем.

Хальхи Пенза облаçĕн территорийĕнче пĕр теçетке чăваш ялĕ пур темелле. Вĕсем Илем шывĕн тăрăхĕнче вырнаçса лараççĕ. Çăрттанлă районĕнче. Ытти районсенче те тахçан чăвашсем никĕслесе пĕр вăхăт чăвашсемех пурăннă ялсем тупăнма пултараççĕ.

Çăрттанлă районĕнчи чăваш ялĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район центрĕ хăй те, Çăрттанлă, историлле чăваш ялĕ шутланать. Анчах та унта XIX ĕмĕртех вырăссем те пурăннă. Ун пекки тата тепре те пур — Энтрел

Ытти ялсем: Илюххаль, Итĕм-Кура, Куккăр, Çĕн Çăрттанлă, Çĕньял, Пикмăрсаль, Чĕрчул, Элешкел.

Унчченхи тăрăмсем пире Юхма Мишши хăйĕн статйинче ("Вуламалли" пая пăхăр) çапла çырать:

Илем шывĕ Катаче юхса кĕнĕ вырăнта та ĕлĕк Аслă Усияль текен пысăк чăваш ялĕ пулнă. Чăрчăм та ĕлĕк чăваш ялĕ пулнă. ... Халĕ Чăрчăмра пĕр чăваш та çук. Хальхи Могилки тата Белые Озёрки ялĕсенче те ĕлĕк чăвашсем пурăннă теççĕ.

Çăрттанлă районĕнчи çухалнă чăваш ялĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

БеднякЭнтрел çывăхĕнче 1920-мĕш çулсенче никĕсленĕ ял. Те чăвашсем, те вырăссем, те пурте пĕрле — çакă та, тĕрĕссипе паллах мар. 1939-мĕш çулччен çухалнă[1].

Юхма Мишши каланине илсе кăтартрăмăр ĕнтĕ, Илем шывĕ Кадада шывне юхса кĕнĕ тĕлте Аслă Услиял текен чăваш ялĕ пулнă имĕш. Вăлах ку тăрăхри чылай тутар ялĕнче малтан чăвашсем е чăвашсем те пурăнни пирки те калать. Çакна вăл вырăнти таврапĕлÿçĕ (Ф.Салихов) çырни çине таянса та çирĕплетет. Ку чăнах та çапла пулни ытти çăлкуçсенчен те паллă. Хăшпĕр тутар ялĕсенче (Исеккел т.ыт.те) паянхи кун та чăвашсем пурăнкан пайсем пуррине систерекен хыпарсем пур. Анчах та çакна шанчăклă çăлкуçсемпе çирĕплетес пулать.

Хăшпĕр ялсем ытти ялсемпе пĕрлешсе кайнине пула çухалнă.

  • Илюххаль Çăрттанлă шутне кĕнĕ (17.9.1975).
  • Çĕнĕ Энтрел (выр. Новая Андреевка) 1859-мĕш çул хыççăн Чĕрчул шутне кĕнĕ.
  • Тукай (выр. Степановка) 1877 тата 1911 çулсен хушшинче Çĕньял шутне кĕнĕ.
  • Адельшино (чăвашла ят пуррипе çукки паллă мар) Çĕньял шутне кĕнĕ ( 17.9.1975 ). Хăшпĕр хыпарсем тăрăх, ку Адельшино нимле чăваш ялĕ те мар, чăннипе Çĕньял çумне "çыпăçтарса хунă" пысăках мар тутар ялĕ.

Ытти районсенчи чăвашсемпе çыхăннă ялсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Городище районĕнчи Шнаево пирки акă мĕн каланă[2][3].

<Кĕскен куçарса ăнлантарни: Пĕрисен шучĕпе яла çав ятлă юханшыв ятне кура панă. Теприсем яла 1725-мĕш çулччен чăвашсем никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Ĕшне Уйĕ тенинчен пулса кайнă. Ку вăл вăрмантан тасатса тунă уй-хире пĕлтернĕ.>

Кун пек чăвашсемпе çыхăннă ялсем татах та пур: Чибирлей (Кузнецк районĕ)[4], Мичкас (Никольски районĕ)[5], Мачкасы (Шемышей районĕ)[6].

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ягафова Е.А., Матвеев Г.Б. Чуваши Пензенские. — Электронла чăваш энциклопедири статья.
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Юхма Мишши. Илем шывĕ хĕрринче. //Юхма Мишши. Çилçунат. Шупашкар, 1976. — С.104-124. (Журналти вариант — Тăван Атăлта, 1973, 6№, С.62-67)
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. / Монографическое исследование / Под общей редакцией проф. М.Г.Кондратьева. — Чебоксары: Чу­вашский государственный институт гуманитарных наук, 2004. — 274 с., илл. — (Чуваши в современном мире. История и культура).
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
  • Краткая чувашская региональная энциклопедия: Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. В 2 т. Т. 1. Ульяновск, 2009.
  • Народный костюм пензенских чувашей // Народный костюм Пензенской губернии. Пенза, 2005.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Çăрттанлă районĕ. 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ ШНАЕВО Городищенского района Пензенской области. 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Полубояров М.С. - Авторский портал 2022 ҫулхи Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.. — 2007
  4. ^ ЧИБИРЛЕЙ (Никольское) Кузнецкого района Пензенской области. 2017 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ МИЧКАС (Мичкасс, Рогули) Никольского района Пензенской области. 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ МАЧКАСЫ (Рождественское) Шемышейского района Пензенской области. 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Бойко, И. И. Данилов Александр Максимович / И. И. Бойко // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 480.
  8. ^ Данилов Александр Максимович // Краткая чувашская региональная энциклопедия. – Ульяновск, 2009. – Т. I : А-Л : Пензенская, Саратовская, Ульяновская обл. – С. 121.
  9. ^ Алексеев В.Н. Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  10. ^ Почетные граждане России. 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Храмов, Валерий. А теперь его проекты покорили и Москву… Источник: http://rt-online.ru/p-rubr-nau-31960/ © Газета Республика Татарстан 2020 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. — Республика Татарстан (газета). Дата:02.02.2006 Выпуск: № 19-20 (25615)
  12. ^ Пенза облаçĕн мĕнпур хыпарĕсем пĕр порталра.
  13. ^ "Всечувашский Акатуй на Байкале", 04.06.17г, Татьяна Штурмина.
  14. ^ Архипкин Николай Александрович — Электронлă чăваш энциклопедийĕ.
  15. ^ «Живет такой человек»: заслуженный гармонист России Николай Архипкин


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.