Контент патне куҫ

Итĕм-Кура

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Итĕм-Кура
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕПенза облаçĕ
Муниципаллă районÇăрттанлă
Ял тăрăхĕИтĕм-Кура
Координатсем52°47′35″ с. ш. 46°56′11″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлануурамсем
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Этнохоронимитĕмкурасем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 84164
Почтă индексĕ442494
Автомобиль кочĕ58
ОКАТО кочĕ56 249 811 000
Итĕм-Кура (Раççей)
Точка
Итĕм-Кура (Пенза облаçĕ)
Точка

Итĕм-Кура (выр. Илим-Гора), — Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районне кĕрекен чăваш ялĕ.

Халăх йышĕ [1], ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
17471762192619391959197919891996
270 яхăн 363 1205 967 936 813 698 670 яхăн

Ял Илем шывĕ хĕрринче ларать. Çăрттанлăран 12 км хĕвелтухăçра вырнаçнă.

Ку таврана чăвашсем XVII ĕмĕр вĕçнелле куçса килсе ларнă. Пенза облаçĕнчи паллă краевед-тĕпчевçĕ В. Бердников хăйĕн «История наших сел» историлле очеркинче Итĕм-Кура пирки «Основание его относится к 70-80 годам XVII века» тесе çырать. 1718 çулта документсенче Чĕмпĕр кĕпернинчен килнĕ 7 кил пулнине палăртнă. 1917 çулхи революциччен çак ял Сарăту кĕпернине кĕнĕ. Халăх йышĕ:1926 çулта – 1205, 1959 – 936, 1979 – 813, 1989 – 698, 1996 – 670 çын.

  • Юхма Мишши. Илем шывĕ хĕрринче. //Юхма Мишши. Çилçунат. Шупашкар, 1976. — С.104-124.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Данилов Александр Максимович (1938 çур.) — математик, техника ăславĕсен докторĕ (1998), профессор (1990)[2] [3].
  • Байдюшев Михаил Михайлович (Пайтÿш Мишши), — таврапĕлÿçĕ, ялти шкулта истори вĕрентнĕ.
  • Галахов Михаил Сергеевич (1954 çур.) — 2003-мĕш çултанпа Пенза облаçĕн ветеринари хĕсмечĕн пуçлăхĕ.
  • Башкирова Нина Евгеньевна (1952 çур.) — вырăнти "Асамат" пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи.
  • Штурмина Татьяна Юрьевна (2000 çур.) — Пензăри медицина колледжĕн вĕренекенĕ, XVIII "Кĕмĕл сасă" конкурсăн тата Иркутскри "Акатуй-2017" ĕçтăвăм хутшăнавçи; Итĕм-Кура ялĕнчен тухнăскер[4][5].
  • Штурмин Николай Константинович (6.9.1959—23.6.1982) — лейтенант, парашют-десант взвочĕн командирĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ; Афганистанра вилнĕ[6].

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Весь пензенский край 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. Бойко, И. И. Данилов Александр Максимович / И. И. Бойко // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 480.
  3. Данилов Александр Максимович // Краткая чувашская региональная энциклопедия. – Ульяновск, 2009. – Т. I : А-Л : Пензенская, Саратовская, Ульяновская обл. – С. 121.
  4. Пенза облаçĕн мĕнпур хыпарĕсем пĕр порталра. 2024 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. "Всечувашский Акатуй на Байкале", 04.06.17г, Татьяна Штурмина.
  6. эти данные были взяты из Всесоюзной книги памяти