Контент патне куҫ

Петров Константин Константинович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Константин Петров
Çуралнă вăхăт: 1924 çулхи акан 1-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Пимĕрçел ялĕ, Пăва районĕ Тутар АССР
Вилнĕ вăхăт: 2007 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи
Жанр: повеç, роман, калав
Петров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Петров Константин Константинович (1924 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ,Пимĕрçел ялĕ, Пăва районĕ Тутар АССР2007 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен}}) — чăваш çыравçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 1976 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994).[1]

1924 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Пимĕрçел ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти Чăваш педагогика училищинче, ССКП ТК çумĕнчи Партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ.

1942-1945 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă. Чылай вăхăт Хусанта чăвашла тухса тăнă «Хĕрлĕ Ялав» хаçат редакцинче ĕçленĕ. Çав хушăрах аслă пĕлӳ илнĕ. 1963-1990 çулсенче Хусанта тата Шупашкарта университетсенче журналистика ăсталăхĕсене вĕрентнĕ.

2007 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература ĕçĕсене вăрçăчченех тытăннă.

Кĕнекисем:

  • «Лина» (1959);
  • «Çĕкленӳ» (1961);
  • «Юратсан» (1969);
  • «Юратупа наркăмăш» (1972, 1984);
  • «Тайăр» (1976);
  • «Таэр» (вырăсла, 1986);
  • «Голубая звезда» (Сенкер çăлтăр, вырăсла, 1998);
  • «Пурнăçпа вилĕм»;
  • «Сенкер çăлтăр»;
  • Абрамова, А. Чăн–чăн геройпа унăн сăнарне тăваканĕ, Тăван Атăл. – 1997. – № 2. – С.64–68.
  • Айдаш, Ю. Редактор хушса калани, Тăван Атăл. – 2000. – № 4. – С. 46.
  • Алексеев, О. Ăна çамраксем юратса вулаççĕ, Çилçунат.– 1999. – № 3–4. – С. 38–39.
  • Григорьев, Н. Сăмах астисен йăхĕнчен, Сăмах вăйне туйса. – Шупашкар, 1992. – С. 90–113.
  • Григорьев, Н. Ăста прозаик, Ялав. – 1996. – № 6. – С. 115–122.
  • Григорьева, О. Манăн тете, Çилçунат. – 1999. – № 3–4. – С. 39.
  • Данилов, А. “Хыпар“ тĕпчевçи, Хыпар. – 1999. – 21 кaрлач.
  • Кaвак хуппи уcaлсан // Ялав. – 1997. – № 10. – С. 104–107.
  • Сементер, Ю. Поэтaмăр сăнарне тĕпчекен роман, Хыпар. – 2002. – 14 cу.
  • Сементер, Ю. Тивĕçлĕ хак, пысăк чыс, Ялав. – 1999. – № 5. – С. 71–72.
  • Чаржов, Г. Хайлавсенче пурнăç вĕресе тарать, Хыпар. – 1999. – 2 ака.
  • Васильев, В. Сеспель–поэт остается гением, а как человек – тайной, Совет. Чувашия.– 1999.– 30 сент.
  • Погильдяков, В. Взор к звездам, Совет. Чувашия. – 1999.– 16 сент.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]