Петров Константин Павлович
Константи́н Па́влович Петро́в (çурла, 23-1945 çул, Ногинск, Мускав облаçĕ — утă, 21-2009 ç, Мускав) — совет тата раççей çар ĕçченĕ, раççей этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ. Техника ăслăхĕсен кандидачĕ. Тĕнчери информатизаци академийĕн пайташĕ (академикĕ).[1] Генерал-майор. Вăхăтсăрах РФ Хĕçпăшаллă Вăйĕсенчен 1995 çулхи чӳк уйăхĕнче хăтарнă. Пĕтĕм Раççейри «Чăнлăх тата Пĕрлĕленӳ курсĕпе» политика партийĕн Тĕп Канашĕн Президиумĕн председателĕ.
Удмурт патшалăх университетĕнче кафедра ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ĕçтĕшсен çемьинче çуралса ӳснĕ: ашшĕ — Петров Павел Павлович, хурçă шăратакан; амăшĕ — Петрова (Волкова) Олимпиада Афиногеновна, пир-авăр ĕçтĕшĕ[1].
1967 çулта Серпуховри ракета çарĕсен командир-инженерсен аслă училищинче офицер профессине алла илнĕ. 1976 çулта Ф. Э. Дзержинский ячĕллĕ ракета сарĕсен академин командир факультетĕнче вĕренсе тухнă.
СССР тата РФ вăрçă-космос вăйĕсенче хĕсметре тăнă. «Байконур», космодромĕн 4-мĕш центрĕн штаб пуçлăхĕ, 4-мĕш центрĕн пуçлăх çумĕ, Вĕçевсен ертӳ центрĕн пуçлăхĕн çумĕ, Ф. Можайский ячĕллĕ вăрçă-космос академин пуçлăхĕн çумĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. «Энергия—Буран» космос системине тунă тата тĕрĕсленĕ ĕçсене хутшăннă.
1991 çултанпа хастаррăн политика ĕç-пуçĕпе ской деятельностью и распространением своих взглядов на Концепцию общественной безопасности (КОБ). 1995 çулхи чӳк уйăхĕнче Раççей президенчĕн Б.Н. Ельцинăн хутайĕпе тата хӳтĕлев министрĕн П.С. Грачёвăн тапăчĕпе вăхăтсăрах Хĕçпăшаллă Вăйсенчен Раççее тата унăн çарне арканассине хирĕçле тăнăшăн хăтарнă; тапăчăн пĕр сăлатавне çапла асăннă: «ăслăлăх ĕç--хĕлĕшĕн».
Патриот шухăш-ĕмĕчĕпе пурăннă, Раççейре патриотсен юхăмне аталантарассишĕн тăрăшнă.
Çĕнĕ тĕн шухăшĕсене тытса пурăннă. 2005 çулта Христос тĕнĕнчен тухнă та урăх ята (Мерагор Волхв) йышăннă[2].
Арăмĕ — Петрова (Чибисова) Анна Павловна. Виççĕ ача (ывăл тата иккĕ йĕкĕреш-хĕр)[1].
Тĕлĕнтермĕшле пулса иртнĕ ĕç-пуç хыççăн 2009 çулхи утăн 21-мĕшĕнче вилсе кайнă[3].
Политика тата пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1994 çултанпа «Вилĕ Шыв» Этем пĕрлĕхĕн хăрушсăрлăх концепцине (КОБ) пропагандăланă. 1995 çулхи чӳк уйăхĕнче РФ Патшалăх думин калаçăвĕсенче докладсем вуланă.
1997 çулта ОХК майлисен съездĕнче, Пĕтĕм Раççейри «Халăхăн Турă Патшалăхĕшĕн Юхăмне» (ХТПЮ) йĕркеленĕ, Юхăмăн Тĕп Канашĕн председателĕ пулма Константин Петрова суйланă.
2000 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа «Пĕрленӳ» концепци партийĕн Тĕп Канашĕн председателĕ.
2002 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех ПКП ТК председателĕ пулма суйлаççĕ.
Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççей тава тивĕçлĕ çыхăнавçи[4].
- Байконур космодромĕн тава тивĕçлĕ тĕпчевçи.
- Раççей Федерацин Паттăрĕ ятне тивĕçтересси[5].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 Объективная газета. Ушел из жизни председатель партии «КПЕ» Генерал К. П. Петров 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ YouTube - Последнее обращение К.Петрова
- ^ Страница памяти Петрова К. П. на сайте КПЕ
- ^ Указ Президента РФ от 22 января 1993 г. N 116 «О присвоении почётного звания „Заслуженный связист Российской Федерации“»
- ^ 16.01.2012 Обращение пользователя № 5672-1 в организацию: «Геральдический Совет при Президенте Российской Федерации». 2011 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.