Пиняев Иван Данилович
Курӑнакан калӑплав
Иван Пиняев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Пиняев Иван Данилович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1923, авăн, 14 |
Çуралнă вырăн: | Напольнăй сали, Пăрачкав районĕ, Чăваш АО |
Вилнĕ вăхăт: | 1979, раштав, 18 |
Вилнĕ вырăн: | Саранск хули, Мордва Республики |
Гражданлăх: | СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç, тăлмач |
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс |
Чыславсем: | Мордва Республикин тава тивĕçлĕ çыравçи (1968), Мордва Комсомол премин лауреачĕ (1968). |
Пиняев Иван Данилович ( 1923, авăн, 14, Напольнăй сали, Пăрачкав районĕ, Чăваш АО — 1979, раштав, 18, Саранск хули, Мордва Республики) — ирçĕ сăвăçи, çыравçи, тăлмачĕ.
СССР ÇП пайташĕ (1951). Мордва Республикин тава тивĕçлĕ çыравçи (1968), Мордва Комсомолĕн премин лауреачĕ (1968).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1923 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи Напольнăй салинче çуралнă.
Чăваш педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. «Красная Чувашия» хаçат редакцийĕнче, Мордови Республикин ÇП яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.
1979 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Саранск хулинче вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурĕпе 20 кĕнеке çырса кăларнă. Шупашкарта «Родные просторы» (Тăван тавралăх) ятлă сăвăсен пуххине кăларнă.