Погильдяков Вениамин Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Вениамин Погильдяков
Вениамин Погильдяков.jpg
Писателĕн сăн ӳкерчĕкĕ
Çуралнă вăхăт: 16.09.1926 çулхи авăнăн 16-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Çтюххаль, Куйбышев облаçĕ
Вилнĕ вăхăт: 2001 çулхи авăнăн 7-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, кинодраматург
Жанр: проза
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Вениамин Васильевич Погильдяков — чăваш çыравçи тата кинодраматургĕ. 1926 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Çтюххаль ялĕнче çуралнă. 2001 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче вилнĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В. Погильдяков хресчен çемйинче çуралнă. Пăхăрăсланри вĕрентекенсен институтĕнче, Пĕтĕм Союзри патшалăх кинематографи институтĕнче вĕреннĕ[1][2].

Ăренпурти «Комсомольское племя», Куйбышеври «Волжский комсомолец» тата Шупашкарти «Молодой коммунист» редакцийĕсенче ĕçленĕ. Чăваш телекурав студийĕн çамрăк кăларăмĕсен редакторĕ пулнă.

Хăйĕн пĕрремĕш калава «Бугурусланская правда» хаçатра пичетленĕ.

СССР кинематографисчĕсен[3] тата çыравçисен[4] пĕрлешĕвĕсен пайташĕ пулнă.

Кил-йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Арăмĕ — Погильдякова (Башарова) Венера Ибрагимовна.
  • Хĕрĕ — Погильдякова Изида Вениаминовна (1961 ç. çуралнă).
  • Ывăлĕ — Погильдяков Артём Вениаминович (1964 ç. çуралнă)[1].

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Проза[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вениамин Погильдяковăн пĕтĕмпе аллă ытла кĕнеке, статья тата очерк пичетленсе тухнă[4]:

  • «Курай» (1980, повеçе темиçе чĕлхе куçарнă);
  • «Тамăк»;
  • «Вторая жизнь» (1953);
  • «Живыми в землю не ложатся» (1968);
  • «Экзамен» (1970);
  • «Войди в мой дом»;
  • «Прошу слова»;
  • «Тихо: идут экзамены» т. ыт. те.

Режиссёр ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «В краю ста тысяч песен» (1968);
  • «Шаги автономии» (1969);
  • «Знакомьтесь: Чебоксары»;
  • «Имени Максимова»;
  • «Обида»;
  • «Стальная вера»;
  • «Поющее сердце»;
  • «Хлеб в дорогу»;
  • «Чувашская легенда»;
  • «Чувашская рапсодия»;
  • «Чувашские узоры»;
  • «Юные моряки» т. ыт. те.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 Вениамин Погильдяковăн автобиографийĕ (выр.).
  2. ^ Çулталăк кĕнеки. Знаменательные и памятные даты Чувашии. 16 сентября (выр.).
  3. ^ Справочник Союза кинематографистов СССР 1981 года / сост. Г. Мирнова. — М.: БПСК, Московская типография № 6.
  4. ^ 1 тата 2 Арланова, Е. Писатель-киносценарист (к 80-летию со дня рождения В. В. Погильдякова). — 2006-09-14.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăвашла
Вырăсла

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]