Прачак
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Прачак (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Прачак — топографи ӳкерĕвĕсене, тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсене тунă, электрокуçару йĕрне, пăрăх çиппине тата ыт. хунă чухне вăрманта йывăç каснă хĕсĕк ярăм. Çаплах, тӳрем çĕрте, прачак вăрмана хуçалăх виçиллĕ тăваткалсене пайлать. Прачак анлăшĕ 2—6 метр, çул прачакĕсем 10 метăра тата ытла та çитеççĕ. Вăрмана вут-кăвартан хӳтĕлекен прачака татах анлăрах, 40 метăр çити, касаççĕ.