П. эрч. VI ĕмĕр
П. эрч. VI ĕмĕр — п. эрч. 600 çултанпа п. эрч. 501 çула çити пынă.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Панини (Инди) санскрит грамматикине (тен, çак ĕмĕрте мар, каярах)[1], пирĕн куна çитнĕ чи ватă грамматикăсенчен пĕррине.
Çывăх Тухăçра çак ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче Халдей е Çĕнĕ Вавилон патшалăхĕ хуçаланнă, унченхи ĕмĕрĕн вĕçĕнче Ассирие хирĕçле пăлхава ăнăçлă çĕкленĕ. П. эрч. 586 çулта Иудей патшалăхĕ пăчланать: II Навуходоносор ертсе пынă вавилон çарĕ Иерусалима ярса илнĕ, кунта пурăнан халăха вара вăйпах урăх çĕршывсене куçарнă. Пирĕн эрăччен 540-мĕш çулсенче вавилонсен Çывăх Тухăçри мăнаçлăхне Аслă Кир II, Перс империне йĕркелекенĕ, пĕтерет. Сарăлса пынă май, унăн тытăмланăвĕ çав эпохăри чи пысăк патшалăх пулса тăрать.
Европăра тимĕр ĕмĕрĕнче кельтсен экспансийĕ пынă.
Китайра — Çуркуннесемпе Кĕркуннесен тапхăрĕ.
- Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашĕ: авалхи грек философийĕ çуралать, мăнаçлăха п. эрч. V ĕмĕрте çитет.
- Кайранхи Гальштат культури Тухăç тата Вăта Европăра, кайранхи бронза ĕмĕрĕ Çурçĕр Европăра.
- Тухăç Ази: Чуньцю тапхăрĕ. Китай философийĕ ортодокси таран çитет. Конфуцилĕх, легизм тата моизм. Лао-цзы даосизм йăлине никĕслет.
- Çывăх Тухăç: Еврейсен Вавилон тыткăнĕн тапхăрĕ. Перс империне никĕсленĕ. Саратуштра сартăша — философири дуализм юхăмĕн майĕпе — никĕсленĕ.
- Авалхи Инди: Будда Шакьямуни тата Махавира буддизм тата джайнизм йăлисене никĕсленĕ.
- Америкăра ольмексен цивилизацийĕ пĕтнĕ.
Патшасем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Рим: Луций Тарквиний Приск, Сервий Туллий, Луций Тарквиний Гордый.
- Спарта: (Агидсен ăрăвĕнчен) Лев, Анаксандрид II, Клеомен I (520—491); (Эврипонтидсен ăрăвенчен) Агасикл, Аристон, Демарат (515 тĕлн. — 491).
- Македони: Аероп I, Алкет, Аминта I.
- Карфаген: Малх, Маго I.
- Кирена: Аркесилай I, Батт II, Аркесилай II, Леарх, Батт III, Аркесилай III, Батт IV.
- Гела: Клеандр (505—498).
- Египет: Нехо II, Псамметих II, Априй, Амасис II, Псамметих III. 525 çул — Икĕпата перссем çенсе илнĕ.
- Иудея: Иоаким, Иехония, Седекия.
- Тир: Итобаал III, Баал II, Йакнибаал, Хельбес, Аббар, Маттан III, Гер-Аштари, Балеазар III, Махар-баал, Хирам III.
- Урарту: Руса III, Руса IV.
- Лидия: Алиатт, Крёз.
- Вавилон: Навуходоносор II, Амал-Мардук, Нергал-шарр-уцур, Лабаши-Мардук, Набонид, Бел-шарр-уцур, Навуходоносор III, Навуходоносор IV.
- Мидия: Увахшатра (625—585), Иштувегу (585—550).
- Персия: Кир I, Камбиз II, Перси патшисем Кир II (559—530), Камбиз II (530—522), Дарий I (522—486).
- Эрмени: Ерванд I Сакавакяц (570-560), Тигран I Ервандид (560-535), Ваагн Ервандид (530-515), Гидарн I (п. эрч. VI ĕмĕр)
- Саба: Самхуалайа Зарих, Карибиил Ватар II, Илшараб I, Йадаил Баййин II, Йакрумбалик Ватар, Йасамар Баййин II (525 тĕлн. — 495).
- Магадха: Кшатрауджас, Бимбисара (544—491).
- Китай:
- Чжоу: Дин-ван (606—586), Цзянь-ван (585—572), Лин-ван (571—545), Цзин-ван (544—521), Дао-ван (520), Цзин-ван (519—476).
- Чу: Гун-ван (590—560), Кан-ван (559—545), Цзя Ао (544—541), Лин-ван (540—528), Пин-ван (527—516), Чжао-ван (515—489).
- У: Цюй-ци, Шоу-мэн (585—561), Чжу-фань (560—548), Юй-цзи (547—531), Юй-мэн (530—527), Ляо-ван (526—515), Хэ-лу (514—496).
- Япони:
- I век (традиционно 581—549 годы до н. э.) — 2-й император Японии Суйдзэй.
- I век (традиционно 549—511 годы до н. э.) — 3-й император Японии Аннэй.
- I век (традиционно 510—477 годы до н. э.) — 4-й император Японии Итоку.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Халапри авалхи грек юптаруçи Эзоп;
- Аслă Кир;
- Милет Фалесĕ;
- Пифагор, авалхи грексен философĕ, математикĕ;
- Иеремия пӳлĕхçĕ
- Иезекииль пӳлĕхçĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Ritual and mantras: rules without meaning Google Books