Радиоактивлă каяш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Радиоактивлă каяшсем ҫинчен куҫарнӑ)
АПШ-ри ядерлă каяш масарĕсем

Радиоактивлă каяшсем (РАК) — ядерлă энергетикăн радиоактивлă хими элеменчĕсемлĕ ĕç юлашки-тĕлешкисем, каяшĕсем. Вĕсене малалла ĕçе яма май çук. Часах вĕсем ядерлă ĕç пулăмĕсен каяшĕсем пулаççĕ. РАК чылайăш пайĕсем «сахалактивлă каяшсем» шутланаççĕ, вĕсен радиоактивлăхĕ пĕчĕк. Çак каяшсен шутне, сăмахран, усă курнă ятарлă ĕç тумтирĕ, кăштах лапăртаннăскер, кĕрет, çав хăрушăллă радиоактивлă тасамарлăхсем çын тирĕн вĕтĕ шăтăкĕсем витĕр, сывлăшпа сывламалли çулсем тăрăх, шывпа е апат-çимĕçпе пĕрле çын ăшчикне кĕреççĕ.

Каяшсем ăçтан тухаççĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

ÇРÇ (çанталăкри радиаци çăлкуçĕсем)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çут çанталăкра хăш веçествăсен çанталăкри радиоактивлăхĕ пур, вĕсене çанталăкри радиаци çăлкуçĕсем (ÇРÇ) теççĕ. Çак каяшсен чылайăшĕ — уран е торий арканнă хыççăн пулакан веçествăсем, вĕсенчен альфа-частицăсем тухса саралаççĕ.

Кăмрăк (уголь)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăмрăкра радионуклидсен шучĕ нумай мар, вĕсен шутĕнче çак уран е торий пеккисем, вĕсен кăмрăк ăшĕнчи шучĕ Çĕр хупли (кора земная?) ăшĕнчи вăтам шутĕнчен сахалтарах. Вĕсен тачăлăхĕ кĕл тусанĕнче пысăк, мĕншĕн тесен вĕсем вутра çунмаççĕ. Çавах та кĕлĕн радиоактивлăхĕ питĕ пĕчĕк, вăл хура тăмлă сланецăн радиоактивлăхĕпе тан пулать, фосфатлă породăсенчен пĕчĕкрех, çапах та унăн хăрушăллăхĕ пур: кĕл тусанĕн пайĕсем атмосферăра юлаççĕ, çапла çын ӳпкине сывлăшпа пĕрле кĕме пултараççĕ.

Нефтьпе газ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нефтьпе газ промыçлă ĕçĕсенчи каяшĕсенче часах радийпе унăн аркану юлашкисем пулаççĕ. Нефть уçлам шăтăкĕсенчи сульфатлă тĕпĕсем радийпе пуян; шыв, нефть тата газ уçлам шăтăкĕсенче часах радонлă пулаççĕ. Радон арканнă хыççăн пăрăхсем çумне хытса радиоизотопсем юлаççĕ. Нефть завочĕсенче пропана уйăракан ĕç вырăнĕ радиоактивлăх енчен чи тасамарри шутланать, мĕншĕн тесен радонпа пропан пĕр танлă температурăра вĕреме кĕреççĕ.

Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсене тачăлатни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсене тачăлатни чух пулнă каяшсем çанталăкри радиоактивлăхлă пулаççĕ.

Медицинăри ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Медицинăра усă курмалли изотопсем (çаврака хытаркăчсенче çурма аркану тапхăрне кăтартнă):

Промыçлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Промыçлă РАК-сенче альфа-, бета-, нейтрон- е гамма-лучсен çăлкуçĕсем пулаççĕ. Гамма-кăлараканнисемпе радиографире усă кураççĕ; нейтронлă çăлкуçсемпе тĕрлĕ çĕртре, — теслĕхрен, нефть уçлам шăтăкĕсене радиометрипе тĕпченĕ чух усă кураççĕ.

Классификаци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сахалактивлă ÇРÇ каяшĕсене кăларса илни

Сахалактивлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăтамактивлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çӳллĕактивлă ÇРÇ каяшĕсене пуйăспа куçарни, Аслă Британи

Çӳллĕактивлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Трансуранлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]