Радиоактивлă каяш
Радиоактивлă каяшсем (РАК) — ядерлă энергетикăн радиоактивлă хими элеменчĕсемлĕ ĕç юлашки-тĕлешкисем, каяшĕсем. Вĕсене малалла ĕçе яма май çук. Часах вĕсем ядерлă ĕç пулăмĕсен каяшĕсем пулаççĕ. РАК чылайăш пайĕсем «сахалактивлă каяшсем» шутланаççĕ, вĕсен радиоактивлăхĕ пĕчĕк. Çак каяшсен шутне, сăмахран, усă курнă ятарлă ĕç тумтирĕ, кăштах лапăртаннăскер, кĕрет, çав хăрушăллă радиоактивлă тасамарлăхсем çын тирĕн вĕтĕ шăтăкĕсем витĕр, сывлăшпа сывламалли çулсем тăрăх, шывпа е апат-çимĕçпе пĕрле çын ăшчикне кĕреççĕ.
Каяшсем ăçтан тухаççĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çут çанталăкра хăш веçествăсен çанталăкри радиоактивлăхĕ пур, вĕсене çанталăкри радиаци çăлкуçĕсем (ÇРÇ) теççĕ. Çак каяшсен чылайăшĕ — уран е торий арканнă хыççăн пулакан веçествăсем, вĕсенчен альфа-частицăсем тухса саралаççĕ.
Кăмрăк (уголь)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăмрăкра радионуклидсен шучĕ нумай мар, вĕсен шутĕнче çак уран е торий пеккисем, вĕсен кăмрăк ăшĕнчи шучĕ Çĕр хупли (кора земная?) ăшĕнчи вăтам шутĕнчен сахалтарах. Вĕсен тачăлăхĕ кĕл тусанĕнче пысăк, мĕншĕн тесен вĕсем вутра çунмаççĕ. Çавах та кĕлĕн радиоактивлăхĕ питĕ пĕчĕк, вăл хура тăмлă сланецăн радиоактивлăхĕпе тан пулать, фосфатлă породăсенчен пĕчĕкрех, çапах та унăн хăрушăллăхĕ пур: кĕл тусанĕн пайĕсем атмосферăра юлаççĕ, çапла çын ӳпкине сывлăшпа пĕрле кĕме пултараççĕ.
Нефтьпе газ промыçлă ĕçĕсенчи каяшĕсенче часах радийпе унăн аркану юлашкисем пулаççĕ. Нефть уçлам шăтăкĕсенчи сульфатлă тĕпĕсем радийпе пуян; шыв, нефть тата газ уçлам шăтăкĕсенче часах радонлă пулаççĕ. Радон арканнă хыççăн пăрăхсем çумне хытса радиоизотопсем юлаççĕ. Нефть завочĕсенче пропана уйăракан ĕç вырăнĕ радиоактивлăх енчен чи тасамарри шутланать, мĕншĕн тесен радонпа пропан пĕр танлă температурăра вĕреме кĕреççĕ.
Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсене тачăлатни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсене тачăлатни чух пулнă каяшсем çанталăкри радиоактивлăхлă пулаççĕ.
Медицинăри ÇРÇ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Медицинăра усă курмалли изотопсем (çаврака хытаркăчсенче çурма аркану тапхăрне кăтартнă):
- Иттрий (90Y), лимфăсене сиплеççĕ (2,7 кун)
- Йод (131I), щитовидлă железăна диагностикă ирттереççĕ, щитовидлă железă ракне сиплеççĕ (8 кун)
- Стронций (89Sr), шăмăсен рак амакне сиплеççĕ, венă ăшне инъекци йĕплеççĕ (52 кун)
- Иридий (192Ir), брахитерапи сиплев ĕçĕ тăваççĕ, (74 кун)
- Кобальт (60Co), брахитерапи сиплев ĕçĕ, тулти луч? терапийĕ (5,3 çул)
- Цезий (137Cs), брахитерапи сиплев ĕçĕ, тулти луч? терапийĕ (30 çул)
Промыçлă ÇРÇ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промыçлă РАК-сенче альфа-, бета-, нейтрон- е гамма-лучсен çăлкуçĕсем пулаççĕ. Гамма-кăлараканнисемпе радиографире усă кураççĕ; нейтронлă çăлкуçсемпе тĕрлĕ çĕртре, — теслĕхрен, нефть уçлам шăтăкĕсене радиометрипе тĕпченĕ чух усă кураççĕ.
Классификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сахалактивлă ÇРÇ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăтамактивлă ÇРÇ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çӳллĕактивлă ÇРÇ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Трансуранлă ÇРÇ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Key Radionuclides and Generation Processes 2006 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Alsos Digital Library - Radioactive Waste 2005 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Belgian Nuclear Research Centre - Activities 2006 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Belgian Nuclear Research Centre - Scientific Reports 2006 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Critical Hour: Three Mile Island, The Nuclear Legacy, And National Security
- Environmental Protection Agency - Yucca Mountain 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Grist.org - How to tell future generations about nuclear waste
- A discussion on the secrecy surrounding plans for radioactive waste in the UK 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- International Atomic Energy Agency - Nuclear Fuel Cycle and Waste Technology Program 2004 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- International Atomic Energy Agency - Internet Directory of Nuclear Resources 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Nuclear Files.org - Yucca Mountain 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Nuclear Regulatory Commission - Radioactive Waste
- Nuclear Regulatory Commission - Spent Fuel Heat Generation Calculation
- Oak Ridge National Laboratory - Coal Combustion: Nuclear Resource or Danger 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Radwaste.org
- Radwaste Blog
- Surviving on Nuclear Waste
- The Nuclear Energy Option - Hazards of High-Level Radioactive Waste
- Uranium Information Center - Radioactive Waste 2006 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- United States Geological Survey - Radioactive Elements in Coal and Fly Ash 2006 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- World Nuclear Association - Radioactive Waste 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Satirical look at radioactive nuclear waste disposal plans 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.