Рихард Зорге
Рихард Зорге | |
Richard Sorge | |
| |
Чӑн ят | ним. Richard Sorge |
---|---|
Çуралнă вăхăт | юпа, 4 1895 |
Çуралнă вырăн |
Сабунчи паç., Баку уесчĕ, Баку кĕперни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт | чӳк, 7 1944 |
Вилнĕ вырăн | Токио, Япони |
Гражданлăх |
Раççей империйĕ ССРП |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ĕçе илекен | |
Ашшĕ | Зорге, Густав (горный инженер)[d] |
Чыславсемпе парнесем | |
Медиафайлы на Викиампар |
Ри́хард Зо́рге (ним. Richard Sorge, агентăн суя ячĕ Рамза́й, юпа, 4 1895, Сабунчи паç.[1][2], Баку уесчĕ, Баку кĕперни, Раççей империйĕ — чӳк, 7 1944, Токио, Япони) — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнчи чаплă совет разведчикĕ , Совет Союзĕн Паттăрĕ (1964, вилнĕ хыççăн).
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рихард Нобель фирминче нефть каларас ĕçĕпе тăрмашнă Вильгельм Зорге нимĕç инженер çемйинче çуралнă. Амăшĕ, Нина Степановна Кобелева, вырăс хĕрĕ пулнă. Зорге çемйинче 9 ача-ача пурăннă. Рихард Зорген ăратри аслашшĕ Фридрих Альберт Зорге I Интернационал ертӳçисенчен пĕрри шутланнă, Карл Марксăн секретарĕ пулнă.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче Зоргесем Раççейрен Германие куçса кайнă. 1914 çулта Рихард хăй кăмăлĕпех нимĕç çарĕн ĕретне тăрса 1914—1918 çулхи Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать. Виçĕ хут суранланнă тата «Хăюлахшăн» Тимĕр хĕресе тивĕçнĕ.
....
1920—1921 çулсенче Зорге — Золингенри коммунистсен хаçачĕн редакторĕ.
1924 çулта СССРа килет, совет учрежденисенче ĕçлет. Тепĕртакран вăл совет гражданинĕ пулса тăрать. 1925 çулта ВКП(б) пайташĕ пулать. Çавăнтанах РККА Разведупр агенчĕ.
1941 çулхи юпан 18-мĕшĕнче япун полицийĕ ăна ареслет, 1943 çулхи авăн уйăхĕнче кăна вĕлереççĕ. Токиори "Сугамо" тĕрминче ăна 1944 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕнче çакса вĕлереççĕ.
Токиори Тама çăвине пытарнă.
Çемье
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иккĕ хутчен авланнă:
- пĕрремĕш арăмĕ Кристина Герлах, вăл Рихарда 1926 çулта пăрахать те СССРтан Германие таврăнать.
- иккĕмĕш арăмĕ Екатерина Максимова — 1940 çулта ăна аресленĕ, вăл тăшмансемпе çыхăннине йышăнать, Красноярск Енне (Мăн Мурта) кăларса яраççĕ, унта 1943 ç. çĕртмен 3-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлать.
Унсăр пуçне вăл чылай хушă гражданла арлă Исия Ханако япун хĕрарăмĕпе пурăнать. 1964 çулхи чӳкĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне (вилнĕ хыççăн) тивĕçтернĕ. Чăн сăлтавĕ — тупнă информаци мар — Японие СССР çине тапăнасран аякка пăрасси.
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1951 çулхи çурла уйăхĕнче Рихард Зорге ĕçĕпе АПШ Конгресĕ пăхса тухнă.
- Зорге пирки икĕ фильм: франци «Кам эсир, Зорге тухтăр?» (Qui êtes-vous, Monsieur Sorge?, 1961) тата герман-япун «Шпион Зорге» (Spy Sorge, 2003) ӳкернĕ.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Зорге ятне хăшпĕр хулари урамсене, сăмахран: Липецкра, Мускавра, Хусанра, Ĕпхӳре, Ростов-Тан-çинчинче, Астанара, Çĕн Çĕпĕрте, тата Санкт-Петербургра (Кăнтăр-Анăç районĕ) — тивĕçтернĕ.
- Рихард Зоргене чысласа СССР-та карапсене, урамсене тата шкулсене унăн ятне параççĕ. Унсăр пуçне, СССР тата ГДР патшалăхĕсенче унăн сăнĕллĕ почтă марккисене пичетленĕ.
- Зорге Баку (Азербайджан) хулинче çуралса ӳснĕ, çавăнпа унта унăн музейĕ ĕçлет, тата унăн ятне урама панă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Георгиев Ю. В. Рихард Зорге: исследователь, разведчик, геополитик. — М.: ЗАО «Япония сегодня», 2000. — 205 с.: ил.
- Почему Зорге был приговорён к смертной казни? (Дзорге ва надзэ сикэй-ни сарэта-но ка) Под редакцией Хисая Сираи и Сюнъити Кобаяси. Токио: Издательство «Сякай хёронся», 2000. — 320 с.: ил. (яп.)
- Hearings on American Aspects of the Richard Sorge Spy Case. House of Representatives Eighty Second Congress. First Session. August 9, 22 and 23. Washington, 1951. (акăлч.)
- Колесников М. С. Таким был Рихард Зорге. М.: Военное издательство Министерства обороны СССР, 1965.
- Колесникова М. Наш друг Ика: Повесть о разведчике Рихарде Зорге. М.: Дет. лит., 1979. − 288с
- Колесникова М. Жизнь и бессмертие Рихарда Зорге: Повесть. М.: Воениздат, 1985. − 303 с.
- Мария Колесникова, Михаил Колесников Рихард Зорге (ЖЗЛ)
- Молодяков В. Рихард Зорге: Супершпион или суперполитик // Проблемы Дальнего Востока, 1993. — N 5. — С.180-187.
- Кубеев М. Обреченный на казнь: Документальный рассказ о Рихарде Зорге и его соратниках //Дальний Восток, 1990. -N 2. — С.73-116.
- Будкевич С. Л. «Дело Зорге». Следствие и судебный процесс: Люди. События. Документы. Факты М.: Наука. Гл. ред. вост. лит., 1969. — 231 с.
- Колесникова М. Рихард Зорге. М.: Мол.гвардия, 1971. — 304 с — (Жизнь замечательных людей).
- Ганс Отто Мейснер. Кто вы, доктор Зорге? Военное издательство Министерства обороны СССР. Москва 1966
- «Если бы Сталин поверил Зорге…» — статья о реальной ценности информации Зорге.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- GEO.ru | Рихард Зорге: резидент шăпи 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Фронт йĕррисĕр фронт
- Сергей Земляной, к.ф.н. "Рихард Зоргене яппунсем 1944 çулхи чӳк, 7 вĕлермен? 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Рихард Зорге
- Qui êtes-vous, Monsieur Sorge? на IMDB
- Spy Sorge на IMDB
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Локальная подпись у изображения из Викиданных
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Баку кĕпернинче çуралнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
- Çар разведки
- СССР разведчикĕсем
- Тĕнчери журналистсем
- Марксистсем
- Айăпласа вĕлернĕ шпионсем
- Вĕлернĕ революционерсем
- Çакса вĕлернисем
- Германи революционерĕсем
- Марккă çинчи çын сăнĕсем
- Пайăр çынсем:СССР ятарлă хĕсмечĕсем
- Юпан 4-мĕшĕнче çуралнисем
- 1895 çулта çуралнисем
- Бакура çуралнисем
- Чӳкĕн 7-мĕшĕнче вилнисем
- 1944 çулта вилнисем
- Японире вилнисем
- Токиора вилнисем