Контент патне куҫ

Рихард Зорге

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Зорге (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Рихард Зорге
Richard Sorge

Чӑн ят ним. Richard Sorge
Çуралнă вăхăт юпа, 4 1895
Çуралнă вырăн Сабунчи паç.,
Баку уесчĕ,
Баку кĕперни,
Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт чӳк, 7 1944
Вилнĕ вырăн Рихард ЗоргеТокио, Япони
Гражданлăх Раççей империн ялавĕРаççей империйĕ
ССРП
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ашшĕ Зорге, Густав (горный инженер)[d]
Чыславсемпе парнесем
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Ри́хард Зо́рге (ним. Richard Sorge, агентăн суя ячĕ Рамза́й, юпа, 4 1895, Сабунчи паç.[1][2], Баку уесчĕ, Баку кĕперни, Раççей империйĕчӳк, 7 1944, Токио, Япони) — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнчи чаплă совет разведчикĕ , Совет Союзĕн Паттăрĕ (1964, вилнĕ хыççăн).

Рихард Нобель фирминче нефть каларас ĕçĕпе тăрмашнă Вильгельм Зорге нимĕç инженер çемйинче çуралнă. Амăшĕ, Нина Степановна Кобелева, вырăс хĕрĕ пулнă. Зорге çемйинче 9 ача-ача пурăннă. Рихард Зорген ăратри аслашшĕ Фридрих Альберт Зорге I Интернационал ертӳçисенчен пĕрри шутланнă, Карл Марксăн секретарĕ пулнă.

Рихард Зорге тата Эрих Корренс. 1915.

XIX ĕмĕр вĕçĕнче Зоргесем Раççейрен Германие куçса кайнă. 1914 çулта Рихард хăй кăмăлĕпех нимĕç çарĕн ĕретне тăрса 1914—1918 çулхи Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать. Виçĕ хут суранланнă тата «Хăюлахшăн» Тимĕр хĕресе тивĕçнĕ.

....

1920—1921 çулсенче Зорге — Золингенри коммунистсен хаçачĕн редакторĕ.

1924 çулта СССРа килет, совет учрежденисенче ĕçлет. Тепĕртакран вăл совет гражданинĕ пулса тăрать. 1925 çулта ВКП(б) пайташĕ пулать. Çавăнтанах РККА Разведупр агенчĕ.

1941 çулхи юпан 18-мĕшĕнче япун полицийĕ ăна ареслет, 1943 çулхи авăн уйăхĕнче кăна вĕлереççĕ. Токиори "Сугамо" тĕрминче ăна 1944 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕнче çакса вĕлереççĕ.


Токиори Тама çăвине пытарнă.

Иккĕ хутчен авланнă:

  • пĕрремĕш арăмĕ Кристина Герлах, вăл Рихарда 1926 çулта пăрахать те СССРтан Германие таврăнать.
  • иккĕмĕш арăмĕ Екатерина Максимова — 1940 çулта ăна аресленĕ, вăл тăшмансемпе çыхăннине йышăнать, Красноярск Енне (Мăн Мурта) кăларса яраççĕ, унта 1943 ç. çĕртмен 3-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлать.

Унсăр пуçне вăл чылай хушă гражданла арлă Исия Ханако япун хĕрарăмĕпе пурăнать. 1964 çулхи чӳкĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне (вилнĕ хыççăн) тивĕçтернĕ. Чăн сăлтавĕ — тупнă информаци мар — Японие СССР çине тапăнасран аякка пăрасси.

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1951 çулхи çурла уйăхĕнче Рихард Зорге ĕçĕпе АПШ Конгресĕ пăхса тухнă.
  • Зорге пирки икĕ фильм: франци «Кам эсир, Зорге тухтăр?» (Qui êtes-vous, Monsieur Sorge?, 1961) тата герман-япун «Шпион Зорге» (Spy Sorge, 2003) ӳкернĕ.
Р. Зоргене асăнса кăларнă Почтă блокĕ ГДР, 1976 Шаблон:Михель/Скотт
  • Георгиев Ю. В. Рихард Зорге: исследователь, разведчик, геополитик. — М.: ЗАО «Япония сегодня», 2000. — 205 с.: ил.
  • Почему Зорге был приговорён к смертной казни? (Дзорге ва надзэ сикэй-ни сарэта-но ка) Под редакцией Хисая Сираи и Сюнъити Кобаяси. Токио: Издательство «Сякай хёронся», 2000. — 320 с.: ил. (яп.)
  • Hearings on American Aspects of the Richard Sorge Spy Case. House of Representatives Eighty Second Congress. First Session. August 9, 22 and 23. Washington, 1951. (акăлч.)
  • Колесников М. С. Таким был Рихард Зорге. М.: Военное издательство Министерства обороны СССР, 1965.
  • Колесникова М. Наш друг Ика: Повесть о разведчике Рихарде Зорге. М.: Дет. лит., 1979. − 288с
  • Колесникова М. Жизнь и бессмертие Рихарда Зорге: Повесть. М.: Воениздат, 1985. − 303 с.
  • Мария Колесникова, Михаил Колесников Рихард Зорге (ЖЗЛ)
  • Молодяков В. Рихард Зорге: Супершпион или суперполитик // Проблемы Дальнего Востока, 1993. — N 5. — С.180-187.
  • Кубеев М. Обреченный на казнь: Документальный рассказ о Рихарде Зорге и его соратниках //Дальний Восток, 1990. -N 2. — С.73-116.
  • Будкевич С. Л. «Дело Зорге». Следствие и судебный процесс: Люди. События. Документы. Факты М.: Наука. Гл. ред. вост. лит., 1969. — 231 с.
  • Колесникова М. Рихард Зорге. М.: Мол.гвардия, 1971. — 304 с — (Жизнь замечательных людей).
  • Ганс Отто Мейснер. Кто вы, доктор Зорге? Военное издательство Министерства обороны СССР. Москва 1966
  • «Если бы Сталин поверил Зорге…» — статья о реальной ценности информации Зорге.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]