Контент патне куҫ

Родионов Виктор Иосифович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Родионов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Родионов Виктор Иосифович
Çуралнă вăхăт: 1924, утă, 22
Çуралнă вырăн: Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар уесĕ, Чăваш Ен (халĕ — Чăваш Республики)
Вилнĕ вăхăт: 1987, çу, 19
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики, СССР
Гражданлăх: СССР
Театр: ЧПАДТ

Виктор Иосифович Родионов (1924 çулхи утăн 22-мĕшĕ, Сĕнтĕрвăрри хули, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АО, РСФСР — 1987 çулхи çăвăн 19-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш совет театр актёрĕ, мусăкçă, диктор, пĕрлĕх ĕçченĕ.

РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1975), РСФСР халăх артисчĕ (1980), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1951), чăваш халăх артисчĕ (1968)[1][2].

Вăл Чăваш автономи облаçне кĕнĕ Сĕнтĕрвăрри хулинче 1924 çулхи утăн 22-мĕшĕнче пачăшкă кил йышĕнче çуралнă. Шкул çулĕсем Шупашкар районĕнчи Шĕмшер ялĕнче иртнĕ.

1941 çулта Шупашкарти мусăк училищинче вĕренсе тухнă хыççăн чăваш театрĕнче ĕçлеме тытăннă.

Мускаври А. Луначарский ячĕллĕ театр ӳнерĕн патшалăх институчĕн чăваш студинче пĕлӳ пухса таврăнсан Чăваш патшалăх драма театрĕнче ĕçлет. Унта вăл хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшипех - пурĕпе тăваттă теçетке çул - тăрăшать. Çав тапхăрта сцена ăсти 350 ытла роле сăнарлать. Яш чухнех вал чăваш чĕлхине çине тăрсах алла илет.

Театрти ĕç-пуçа пăрахмасăрах Виктор Иосифович 11 çул хушши Чăваш республикин тата Шупашкар хулин телерадио дикторĕ вырăнне йышăннă. Пĕрмаях радио- тата телелартăмсене тата фильмсене чăвашла сасă кĕртес ĕçе хутшăннă.

Родионовăн мусăк хайлавĕсене Чăваш патшалах театрĕнчи 21 спектакле кĕртнĕ. 1954–68 тата 1970–86 çулсенче – Пĕтĕм Раççейри театр пĕрлĕхĕн Чăваш уйрăмĕн председателе.

Чыславсемпе парнесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1951)
  • Чăваш халăх артисчĕ (1968)
  • РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1975)
  • РСФСР халăх артисчĕ (1980)
  • К.С. Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх парни (1971)
  • «Хисеп палли» орден,
  • Виктор Родионов урамĕ (Шупашкар).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]