Романов Никита Романович
Романов Никита Романович | |
Çуралнă вăхăт: | 1905, юпа, 1 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Шарпаш ялĕ, Турай вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни Муркаш районĕ Чăваш Республики), РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 1960, пуш, 7 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар Чăваш АССР |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | этнографи, истори, фольклор, педагогика |
Альма-матер: | Чăваш патшалăх педагогика институчĕ |
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Романов Никита Романович (1905, юпа, 1, Шарпаш ялĕ, Турай вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) — 1960, пуш, 7, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăвашсен паллă этнографĕ, историкĕ, педагогĕ[1].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1905 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Турай вулăсĕнчи Шарпаш ялĕнче (халĕ Муркаш районĕ) çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Вăрнарти педагогика курсĕнче, кайран Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ.
Малалла вĕренес туртăм ăна Мускава илсе çитернĕ: кунта вăл 1925-1929 çулсенче М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн этнологи факультетĕнче вĕреннĕ, вăл вăхăтри паллă ученăйсен лекцийĕсене итленĕ, семинар хăтланăвĕсене çӳресе ăслăх ĕçĕсене туса пыма хăнăхнă.
1925-1929 малтанхи тĕпчев ĕçĕсем 1923 çулта «Канаш» хаçатра пичетленсе тухнă, вĕсенчен пĕри — «Чăваш грамматики çинчен»; 1927-1928 çулсенче «Сунтал» журналта «Хунькассипе хăйматлăх» статйине пичетленнĕ.
Никита Романович — тĕрлĕ енлĕ тĕпчевçĕ: пуринчен ытла ăна чăваш халăхĕн историйĕ кăсăклантарнă, вăл чăваш халăх сăмахлăхĕпе те интересленнĕ, унăн материалĕсене нумай вăхăт хушши (1924-1959) пухса пынă, тишкерсе тĕпченĕ.
Шупашкарти техникумсемпе аслă шкулсенче географи вĕрентнĕ, краеведени музейĕн ăслăх ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ, пĕр тапхăр ăна ертсе пынă. 30 çул ытла, çулсерен тенĕ пек, этнографипе археологи экспедицийĕсемпе уй-хире тухса çӳренĕ, чăваш халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе çыхăннă материалсене пухнă (халĕ вăл пухнă материал гуманитари институтĕнче упранать), вĕсене йĕркелесе майлаштарнă, тишкернĕ.
Никита Романович Романов халăх сăмахлăхĕпе тĕслĕхĕсене юратса, кăсăкланса пухнине, ăна мерчен вырăнне хурса хакланине унăн «Ваттисен сăмахĕсем» кĕнеки лайăх çирĕплетсе парать, кĕнеке 1960 çулта Шупашкарта кун çути курнă (шел, авторĕ ăна алла тытса пахайман: тĕпчевçĕ 1960 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилнĕ). Никита Романович чăваш чĕлхинчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене, сутмалли юмахсене пур енлĕн те тарăннăн, монографи шайĕнче тишкерсе тĕпчеме пуçлани паллă, анчах ăна туса пĕтереймен. Çак асăннă тата ытти ĕçсемпе, вăл пухнă пуян материалпа Гуманитари ăслăхĕсен институчĕн архивĕнче паллашма пулать.
Никита Романов 50 ытла ăспăх ĕçне пичетлесе кăларнă.
Ĕçчен тĕпчевçĕ 1960 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Ăслăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Очерки по истории бурлачества в XVIII веке (По архивным материалам Чувашии) // "Записки" ЧНИИЯЛИ, вып. И. Чебоксары, 1949;
- Этнография и археология в Чувашской АССР // "Записки" ЧНИИЯЛИ, вып. V. Чебоксары, 1950;
- Чăваш халăхĕ пулса кайни çинчен наука мĕн калать // "Тăван Атăл", 1952, 2№;
- Культ киреметя у чуваш // "Ученые записки" ЧНИИЯЛИЭ, вып. XV, Чебоксары, 1957;
- Чувашия в XVII веке, Участие чувашского народа в крестьянской войне под предводительством С.Т. Разина // "Материалы по истории Чувашской АССР", вып. I. ЧНИИЯЛИЭ. Чебоксары. 1958.
- Ваттисен сăмахĕсем. Каларăшсем. Сутмалли юмахсем. ГЛ., 1960.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Хусан кĕпернинче çуралнисем
- Хусан кĕпернинче вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Википеди:Капăрлатмалла статьясем
- Раççей ăсчахĕсем
- СССР ăсчахĕсем
- Чăваш историкĕсем
- Чăваш ăсчахĕсем
- 1905 çулта çуралнисем
- Юпан 1-мĕшĕнче çуралнисем
- 1960 çулта вилнисем
- Пушăн 7-мĕшĕнче вилнисем