Контент патне куҫ

Русе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Руçук
Хула гербĕ
Патшалăх: Болгари
Регион: Руçук облаçĕ
Никĕсленĕ: 5 000 çул каялла
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 178 ([[]])
Хула лаптăкĕ: 43°51′00″ ç. ш. км2
Геогр. анлăхĕ: 25°59′00″ х.т. д.
Геогр. вăрăмлăхĕ: {{{11}}}


Русе (пăлх. Русе) е Руçук (кивĕ ячĕ) (туркк. Rusçuk) — Болгари хулb, халăх йышĕпе пиллĕкмĕш вырăн йышăнать. Танай хĕрринче вырнаçнă, юханшыв çинче вырнаçнă Болгарин чи пысăк порчĕ шутланать.

Халăх йышĕ 178 пинпе[1] танлашать.

Сексагинта Приста

Хальхи Руçук вырăнĕнче чи авалхи пурăну вырăнне 5 пин çул каялла никĕсленĕ. Пирĕн эрăн I ĕмĕрĕнче Веспасиан император кунта хӳтлĕх никĕсленĕ, 60 карап вырнаçма пултаракан Сексагинта Приста ятлă порт йĕркеленĕ. Ку хӳтлĕх Белградран (Сингидиумран) Танай дельтипе Хура тинĕс хĕррине тухакан çул çинче вырнаçнă пулнă.

250 çулта кунта готсем килсе тухнă, хӳтлĕхе аркатнă. III ĕмĕр вĕçĕ тĕлне римлянсем ăна юсаса лартнă, анчах та IV ĕмĕрте çӳрçĕртен килсе тухнă халăхсем ăна каллех аркатнă. IX-X ĕмĕрсенче кунта килсе тухнă болгарсем хӳтлĕхе çĕнĕрен хăпартса ăна çăмрăк кăралçăсене хӳтĕлекен Руçук ятне панă.

XV ĕмĕрĕн вĕçĕнче Испанирен хăваласа янă еврейсем кунта хăйсене валли вырăн тупнă.

XIX-XX ĕмĕрсенче Европăри халăхсем ун архитектури Анăç Европăри тĕп хуласенни пек пулнăран Руçука "Танай шăнăрĕ" ят панă.

Географипе архитектура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тупăш çурчĕ

Географи тĕлĕшĕнче Русе питĕ ăнăçлă вырнаçнă. Вырăн меллĕ пулнăран авалхи вăхăтра та, паян та вăл, уйрăмах Танай юханшыв çинче, питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Турккăсенчен çăлăнсен Руçук патшалăхăн çурçĕрти чикĕ хули пулса тăнă. Танай çумĕнчи çĕрсем çине таварсем ун урлă иртнĕ пулнă. Хальхи вăхăтчен упранса юлнă халан чылай хитре çурчĕсене шăп та лăп çав вăхăтра туса лартнă пулнă.

Хулан истори музейĕ. Малтан пăлхар кнеçĕн, I Александрăн, керменĕ пулнă.

Паянхи кун хула Болгарин чи пысăк порчĕ шутланать. Танай урлă хывнă тем пысăкăш кĕпер Болгарине Румынипе çыхăнтарать. Кĕпер тăрăх икĕ патшалăх хушшинчи чикĕ иртет.

Историпе административлă тĕлĕшĕнчен, çавăн пекех архитертура тĕлĕшĕнчен хулан центрĕ унăн тĕп лапамĕнче вырнаçнă. Хулан тĕп вырăнĕ яланах шавлă, кунта хальхи çуртсем хитрен курăнаççĕ. Кунтах историллĕ палăксем лараççĕ.

Ирĕклĕх палăкĕ

Хулан тĕп палăкĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Авалхи Сексагинта Приста хӳтлĕхĕн ишĕлчĕкĕсем. Ăна римлянсем пирĕн эрăн I ĕмĕрте туса лартнă. Кунта виле çине лартнă чулсем тата ытти япала сыхланса юлнă. Хăш-пĕр çырусем питĕ кăсăк. Хӳтлĕхе VII ĕмĕрте готсем аркатнă.
  • Ӳнер музейĕнче вырăнти художниксен чи чаплă ĕçĕсене пуçтарнă.
  • Тупăш çурчĕ (болг. Доходното здание). Пысăк таетр çурчĕ евĕр, вăл болгарсен Ренесансне сăнласа кăтартать. Çурта тунă чухне неоклассицизмпа бароко стилĕсене усă курнă.
  • Таса Павел чиркĕвĕ (болг. Църква Свети Павел). Танай хĕрринче ларать. Католиксен храмĕ, унта 1907 çулта тунă болгарсен пĕрремĕш органĕ вырнаçнă. Чиркĕве 1890 çулта неоклассика стилĕпе усă курса тунă. Проектне Валентин итал архитекторĕ хатĕрленĕ.
  • Ирĕклĕх палăкĕ (болг. Паметниът на Свободата). Вăл хулан тĕп пайĕнче вырнаçнă, пысăк калăплă палăк. Ăна Арнолдо Цоки итал шĕпсутçи (архитекторĕ) XX ĕмĕр пуçламăшĕнче туса лартнă.
  • Кӳнтукапи кĕперĕ. Вăл хулап тĕп пайĕнчен кăнтăрта вырнаçнă. Малтан вăл хальхи чукун çул ваксалĕнчен инçе мар вырнаçнă турккăсен хӳтлĕхĕ шутне кĕнĕ пулнă. Халĕ çав хӳтлĕхрен çак кĕпер кăна сыхланса юлнă.

Руссе çывăхĕнче Руçук Ломĕ ятлă наци паркĕ вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ 3260 гектар, вăл хуларан 20 çухрăм кăнтăрта сарăлса выртать. Заповедникре сайра тĕл пулакан кайăксем пурăнаççĕ. Парка курма килекенсем вăл кайăксене сăнама пултараççĕ. Кунтах çутçанталăк пулăмĕсене пула йĕркеленнĕ çĕр шăтăкĕсем, мăнастырьсем вырнаçнă. Кашни çул авăн уйăхĕнче паркра натурăллă ӳнер куравĕсем йĕркелеççĕ.

Каçхи панорама

Маларах пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ — Русе Болгарин Танай çинчи чи пысăк хули, чи пысăк промышленость центрĕ, чи пысăк порчĕ. Унта 170 пин çын пурăнать. Руçук çывăхĕнче Танай урлă хывнă икĕ хутлă пысăк кĕпер вырнаçнă. Ку кĕпер урлă Болгари Румынипе тата Раççейпе суту-илӳ тăвать. Ку кĕпер урлă чылай тавар, чылай пассажир куçса çӳрет.

Хулара машинсем тăвакан предприятисем нумай. Вĕсен шучĕ Пловдиврине çывăх. Савутсем хăйсен таварне ял хуçалăх, карапсем валли кăлараççĕ. Çавăн пекех кунта электроника йышши таварсем, йывăр машинсем хатĕрлеççĕ.

Машинсем пуçне Руçукра хими, пир-авăр, тутлă апат-çимĕç промышленоçĕ аталаннă. Иçĕм çырлипе кăшман ӳстересси енĕпе вара тĕп вырăн шутланать.

Куçук пуçлăхĕ (ăна вĕсем кмет теççĕ) — Божидар Иванов Йотов.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]