Белград

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Белград (серб Београд, Beograd) — Серби тĕп хули. Халăхĕ 1 670 000 çын (2002). Хуларан 7 çм анăçалла Белградăн аэропорчĕ пур. Хулана 1999 ÇАПУ çулхи бомбардировкисем вăхăтĕнче питĕ аркатнă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулан историйĕ кельтсен тапхăрĕнчен пуçланать, вĕсем Савăпа Танай пĕрлешнĕ çĕрте Сингидунум пурăну вырăнне никĕсленĕ. Белграда 40 çар çĕнтерсе илнĕ, 38 хут ăна кĕл çинче çĕнĕрен хăпартнă. Хулан авалхи хӳтлĕхĕсем кельтсен, римсен, готсен, франксен, славянсен тата турккăсен тапăнăвне те тӳснĕ.

Культура, çутĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Белград сербсен культурин, çутĕçĕпе ăслăхĕн сăпки пулать. Хулара нацин ăслăхпа ӳнерлĕхĕн чылай кил-çуртне никĕс хунă. Кунта Серби ăслăхпа ӳнер академийĕ (1886 çулта никĕсленĕ), Серби патшалăх академийĕ; Серби наци библиотеки (1832); Наци музейĕ (1841); Наци театрĕ (1869). Хулара Белград университечĕ (1808), Ӳнер университечĕ ĕçлеççĕ.

Хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Белград паллă чукун çул çыххи пулать, хула урлă Европăн тĕп автомагистралĕсем иртсе каяççĕ. Хулара тĕнчери юханшыв порчĕ, аэропорт тата телекоммуникаци тĕпĕ пур. Белградра паллă экономика тата ялхуçалăх хăватлăхĕсем, уйрăмах металлурги, машинă тăвакан тата электрон промăçлахĕ, сутă-илӳпе банк ĕçлĕхĕ аталаннă.

Паллă куравĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Белградра Сăваплă Савва храмĕ (Балканра чи пысăк чиркӳ), Калемегдан Белград карманĕпе пĕрле, этеплĕх палăкĕсем тата урăх илем курăмĕсем, нумай шутлă археологи тупсăмĕсем, материаллă культура тĕслĕхĕсем. Çак паллăсем ĕлĕк Белград таврашĕнче мăн аталаннă цивилизаципе этеплĕх пулнине пелтереççĕ.

Климат[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Климачĕ — вăтам континентлă. Вăтам температурăсем: кăрлăчра — −3 пуçласа +9 °C тариччен, утăра — от +18 — +25 °C.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хисеплĕ легион орденĕ (Франци, 1920)
  • Вăрçă хĕресĕ (Чехословаки, 1925)
  • Хура Георги хĕçсемпе Çăлтăр орденĕ (1939)
  • СФРЮ Халăх паттăр орденĕ (1974)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]