Контент патне куҫ

Кисан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Рязань ҫинчен куҫарнӑ)

Кисан (выр. Рязань) — Раççей Федерацийĕн хули, Кисан облаçĕн административлă тĕпĕ. Кисан Мускав, Рузаевка, Ряжск çине каякан чукун çул çинче ларать. Турлатово аэропорт пур.

Топонимика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кисан Вырăс тӳремĕнче вырнаçнă, Мускавран150-200 çм вырнаçнă пысăк хула çывăх кăшăлĕ шутне кĕрет.

Хула Окан сылтăм çыранĕнчен 2 çм вырнаçнă, çакăнтах Окана Трубеж юппи юхса кĕрет. Ока çинчи чи пысăк пристанĕ Мускавран 196 çухрăмра

Климат вăтам континентлă. Çулта вăтам нӳрĕклĕхĕ – 550 яхăн мм, вĕсенчен 350 мм ака-юпа тапхăрĕнче ӳкет. Çак территоринче кăра çил пулмасть. Чылай енĕпе, мăран тата çилсем, кăнтăртан тата кăнтăр-анăçран вĕреççĕ.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышĕ — 512.2 пин çын (2007; 2005 ç. — 515,9 пин, 1975 — 419 пин, 1970 — 350 пин, 1959 — 214 пин, 1939 − 95 пин пулнă).

Совет Союзĕн тапхăрĕнче Кисан пысăк промăçлă тĕп пулса тăрать. Халĕ хула облаç хырçине 60 % таран пурлăх парать. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçиччен промăçлăх пур пурлăхĕн иккĕ виççĕмĕш пайне апат-çимĕç, çамăл тата йывăç тăвакан отраçлисем панă пулсан, вăрçă хыççăн Кисан паллă индустрилллĕ тĕп пулса тăрать — кунта йывăр промăçлăх завочĕсем ӳссе лараççĕ, чылайăшпе машинăтăваканлах.

Инфраструктура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара этем пĕрлĕ тĕп транспорчĕ - автобус, троллейбус, маршрут-такси. Хула айăккинче хулана промзонăпа çыхакан трамвай йĕрĕ пур (кисан трамвайĕ).

Этеплĕх, ӳнерлĕх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Кисан историпе архитектура музей-управлăхĕ
  • Кисан облаçĕн патшалăх И.П.Пожалостина ячĕллĕ ӳнер музейĕ
  • Музей истории воздушно-десантных войск
  • И.П. Павлова академикăн музей-кил-йăви
  • С.А. Есенинăн патшалăх музей-управлăхĕ (Константиново сали)

Кисанра патшалахăн виçĕ театăрĕ:

Çаплах темиçе театр йĕркеленӳлĕхĕ:

Паллă вырăнĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кисан Кремлĕ

Кисанра профессиллĕ спорт çакăн пек

Кисанра çак спорт çурт-йĕрĕ пур:

  1. "Олимпийский" спорт керменĕ - пăр керменĕ, 2700 вырăн
  2. "ЦСК" - стадион, 10000 яхăн вырăн, ЦПКиО, Семашко ур.,1.
  3. "Локомотив" - стадион, чукун çул ĕçтĕшĕсен паркĕ, Пĕрремĕш Май просп.,49а.
  4. СДЮСШОР "Олимпиец"(малтан "Спартак") - стадион, 6000 вырăнлă трибуна тăваççĕ, Маяковский ур.,44.
  5. "Юность" - витĕмлĕ спорткомплекс, 200 м чупмалли çулсемпе, альпинизм секцийĕ, горроща, ленпоселок.
  6. "Родной Край" - спорткомплекс, самбо.
  7. "Золотые Купола" - футбол уйне тăваççĕ.
  8. Пионерсен керменĕ - баскетбол залĕ.
  9. "Комета" – спорт кĕрешĕвĕсен тĕпĕ.
  10. "Агрокомплект" - стадион.
  11. ЦПКиО территоринчи теннис корчĕсем.
  12. "Буревестник" - бассейн, горроща, Семашко ур.,56.
  13. "Чайка" - бассейн, Октябрь ур.,63.
  14. "Сокол" - стадион, Дягелево.

Инçекурав

Радио

Пресса

  1. И. П. Павлов палăкĕ - 1949, архитектор А. А. Дзержкович), скульптор М. Г. Манизер палăкĕ, филармони çурчĕ çумĕнче, Ленин урамĕ;
  2. В. И. Ленин палăкĕ – 1937 çулти çу, 1, архитектор И. Е. Рогожин), скульптор М. Г. Манизер, Ленин лапамĕ;
  3. Ф. А. Полетаев палăкĕ (гранит, 1970 çулта туса лартнă, В. Е. Цигаль скульптор, Л. Г. Голубовский архитектор);
  4. Сергей Есенин палăкĕ – 1975 çулти юпа, 2, скульптор А.П.Кибальников;
  5. К. Э. Циолковский палăкĕ - 1982, скульптор О.К.Комов, архитектор Н.И.Комова, Циолковский урамĕ, драмтеатр çумĕнче;
  6. Çĕнтерӳ палăкĕ - 1975, скульптор Б.С.Горбунов, архитекторсем: Н.Н.Истомин, Н.И.Сидоркин, Çĕнтерӳ лапамĕ;
  7. Г.К.Петров палăкĕ (Баку 26 Комиссарĕсенчен пĕри) - скульптор Л.Е.Кербель, архитекторсем: Г.Г.Лебедев, Н.И.Сидоркин, Первомай проспекчĕ, Художник Çурчĕ;
  8. В.А.Молодцов палăкĕ - скульптор Антонина Усаченко, Октябрь урамĕ;
  9. Совет-поляк хĕçпăшалăх туслăхĕ;
  10. жертвам Чернобыль палăкĕ, Баку 26 Комиссарĕсен лапамĕ;
  11. А.С.Попов палăкĕ – 1995 çулти авăн, 7. КПРТУ;
  12. П.А.Костычев палăкĕ - КПАТУ;
  13. В.Ф.Уткин палăкĕ;
  14. В.Ф.Маргелов çар генералĕн палăкĕ;
  15. Георгий Победоносец палăкĕ - 2005, скульптор Вячеслав Клыков;
  16. Евпатий Коловрат палăкĕ – 2007 çулти юпа, 18, скульптор Олег Седов;
  17. Кисан Олегĕн палăкĕ - 2007 юпа, 28, скульптор Зураб Церетели;
  18. М.Е.Салтыков-Щедрин палăкĕ – 2008 çулти ака, 11, скульптор Иван Черапкин;
  19. М.Д.Скобелев генерал палăкĕ.
  20. В. И. Ленин палăкĕ, гипс, "Рязцветмет" патĕнчи сквер, 2008 çулти чӳк, 15 сирпĕтсе янă.

Кисан хулин чыслă гражданĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кисан хулин чыслă гражданĕсем

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

тĕпчевçĕсемпе конструкторсем

сăвăçсемпе çыравçăсем

ӳнерçĕсем

артистсем

Тăванлă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çаплах Кисан çак хуласемпе пĕрле ĕçлет:

Çĕнĕ Афонпа туслăхпа пĕрĕçлĕх килĕшĕвне (Абхази Абхази çырасшăн)[4]


Кисан облаçĕн районĕсем
Ермиш районĕ | Захарово районĕ | Катăм районĕ | Касимов районĕ | Клепиков районĕ | Кораблино районĕ | Милославски районĕ | Михайлов районĕ | Çĕньял районĕ | Пителин районĕ | Пронски районĕ | Путятински районĕ | Рыбновски районĕ | Ряжск районĕ | Кисан районĕ | Сапожковски районĕ | Сарай районĕ | Сасово районĕ | Скопин районĕ | Сăпас районĕ | Старожилов районĕ | Ухоловски районĕ | Чучково районĕ | Шацк районĕ| Шилов районĕ |

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ ФК Рязань сайчĕ 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ БК Рязань сайчĕ 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ ХК Рязань сайчĕ
  4. ^ http://www.rzn.info/news/city/21901(ĕçлемен каçă)


Кисан облаçĕн хулисем
Административлă тĕпĕ: Кисан

Касимов | Кораблино | Михайлов | Новомичуринск | Рыбное | Ряжск | Сасово | Скопин | Спас-Клепики | Кисан Сăпасĕ | Шацк