Кисан облаçĕн Шацк районĕ
Ша́цк райо́нĕ — Кисан облаçĕн (Раççей) кăнтăр-тухăçĕнчи районĕ. Административлă тĕпĕ — Шацк хули.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр-шыв лаптăкĕ —2400 çм2. Район çурçĕр енче Сасовпа Чучка районĕсемпе, анăçĕнче — Шиловпа Сарай районĕсемпе, кăнтăрĕнче — Тамбовпа Пенза облаçĕсемпе, тухăçĕнче — Мордва Республикипе чикĕленет.
Тĕп шывĕсем — Цна, Выша, Шача, Вокша, Кермиç, Аза.
2 шывуправĕ - Борква Цна çинче тата Затон Выша çинче. Чи калăп кӳлли - Ореховое.
Район территорине вăрман чылай хуплать. 2 вăрман хуçалăхĕ ĕçлет. Çĕр айĕнчи управсем: торф, тăм, çурт-йĕр чулĕ, хăйăрĕ.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта 29,2 пин çын, çав шутра хула никĕсĕпе 7 пине яхăн çын пурăнать. Пурĕпе 131 пурăну вырăнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шацк енĕ Кисан çĕрĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă пулнă. Çавăнпа та XVI ĕмĕрте кунта хӳтĕлев çурт-йĕр нумай пулнă, XVI ĕмĕр-XVII ĕмĕр ĕмĕрсенче Мăн заскă йĕрĕнчи Шацк заскă йĕрне туса хунă.
1779çултанпа Шацк Тамбов кĕперни шутĕнче. 1923 çулта Шацк уесĕ Кисан кĕпернине кĕрет. 1925 çулта уеса салатаççĕ те Сасов уесĕ çумне хушаççĕ.
1929 çулта Шацк районе йĕркелеççĕ. Хальхи муниципаллă йĕркеленӳлĕхĕн территорине Кисан облĕçтăвкомĕн 1977 çулхи пушăн 29-мĕшĕнчи 65-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе палăртнă.
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район витĕр федераллă тата облаç шайлĕ Мускав — Самар, Тамбов — Шацк, Шацк — Касимов автомагистральсем хывнă.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |