Сăваплă Хакăл

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Хакăл.

Сăваплă Хакăл (лат. Spiritus Sanctus) — христианлăхра пĕрлĕ Турăн — Сăваплă Виçпĕрлĕшĕн — виççĕмĕш пăçтаçĕ (сăнарăшĕ).

Сăваплă Петĕр соборĕнчи Сăваплă Хакăл кăвакарчăн

Йӳтейлĕх (Иуда тĕнĕ)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Христианлăх (Христос тĕнĕ)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Христианлăх
Портал:Христианлăх
Christian cross.svg

Библи
Кивĕ Халал · Çĕнĕ Халал
Апокрифы
Евангели
Вуннă пехил
Туçи ӳкĕт сăмахĕ

Виçпĕрлев
Турă Аçа
Турă Ывăлĕ (Иисус Христос)
Сăваплă Хакал

Христианлăх кун-çулĕ
Христианлăх хронологийĕ
Малтанхи христианлăх
Гностика христианлăхĕ
Апостолсем
Çут тĕнче соборĕсем
Аслă аркану
Хĕрес харçисем
Реформаци

Христиансен турă сăмахĕ
Çылăха кĕни · Çылăх · Ырлăх
Пăстаç пĕрлешĕвĕ · Чӳк парни
Çăлăну · Иккĕмĕш килĕм
Турра ырă туни
Ыркăмăллăхсем · Варттăнлăхсем· Эсхатологи

Христианлăх турачĕсем
Католицизм · Православи · Протестантизм
Авалхи тухăç чиркĕвĕсем · Антитринитарии


Ĕненекен кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче Сăваплă Хакăл кирлине йăлари чыларахăш христиан конфессисенчи çын йышăнать. Сăваплă Хакăл — Виçпĕрлĕшĕн пĕрри, ун витĕр/урлă виçпĕрлĕ Турă çынна тата чиркĕве тухать. Турă-Атте ăнлав Кивĕ Халалра пĕрремĕш степеньре, Ывăлне кĕл туни — Евангелисенче çырнă тапхăрта пулнă пулсан, хальхи самантра Христос чиркĕвĕнче ытларах Сăваплă Хакăл парнисем паллăрах шутланаççĕ[1]

Сăваплă Хакăла ăс-тăна илни аталанни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дидахери çиччĕмĕш пайĕнче тĕне кĕртнĕ чухнехи «Ашшĕ тата Ывăлĕ тата Сăваплă Хакал ячĕпе» формула пур[2]. I ĕмĕрĕн вĕçĕнче сăваплă Рим Клименчĕ Виçпĕрлĕшĕн Виçĕ сăпатне пĕрлештерсе тупа тăвать: «Турă чĕрĕ тата Иисус Христос Хуçа чĕрĕ тата Сăваплă Хакăл чĕрĕ, суйланисен ĕненĕвĕ те, шанчăкĕ те»[3].

Вăлах риторикăлла ыйтать: «Пĕр Турăна çеç мар-и тата пĕр Христоса çеç мар-и пĕлетпĕр эпир? Пĕр Сăваплă Хакăлăн пархатарĕ пирĕн çине килет мар-и?»[4].

Çаплах сăваплă Климент Хакăла Сăваплăх Çырăвĕн авторĕ, хавал параканĕ тесе асăнать. Ориген çирĕплетнипе, Сăваплă Хакăлăн çавнашкал «мăнаçлăхпа влаç» пур, вăл Ашшĕпе Ывăлĕпе пĕрлĕш[5]. Сăваплă Хакăла пуçтайни пирки Рим Ипполичĕ калать. Сăваплă Хакăл пĕтĕмпех турăлăхлине тата Вăл Ашшĕпе тата Ывăлĕпе пĕр шухăшлăхнине сăваплакан Аслă Афанасий каланă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Эриксон М. Христианское богословие. — СПб:: Библия для всех, 2002. — ISBN 5-7454-0669-0
  2. ^ Учение Господа, (переданное) народам через 12 апостолов // Журнал Московской Патриархии. — 1975. — № 11.
  3. ^ Доникейские Отцы Церкви о Божестве Христа и Духа Святого
  4. ^ Климент Римский Послание к Коринфянам. Архивированная копия.
  5. ^ Ориген О Началах.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]