Контент патне куҫ

Самарти чăваш шкулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Самарти икĕ сыпăклă чăваш шкулĕ
Никĕсленĕ 1922
Хупнă паллă мар
Директор И. В. Соловьёв (1926-мĕш çулччен)
Тĕс Вăтам пĕлӳ паракан шкул
Адрес Самар хули
Сайчĕ ["Чĕмпĕрти%20чăваш%20шкулĕ".%20Музей. www.museum.ru/m2188%20"Чĕмпĕрти%20чăваш%20шкулĕ".%20Музей.]]
Самар хули 1920-мĕш çулсенче

Самарти чăваш шкулĕИ. В. Соловьёв тăрăшнипе 1922-мĕш çулта Самар хулинче уçнă вăтам шкул. Ку шкула пĕтерекенсем ун чухне пуçламăш шкулсен вĕрентевçи пулса ĕçлеме пултарнă. Малалла вĕренес текенсен рабфака е тÿрех пĕр-пĕр аслă шкула вырнаçма май пулнă.

Шкул адресĕ, тĕрлĕ вăхăтра[1]:

  • «Пирвайхи çул Хусан урамёнче 69-мӗш ҫуртра вырнаҫкаларӑмӑр, унтах ачасем валли общежити турӑмӑр,»
  • «ҫуркунне унтан куҫса Ленинград урамӗнче икӗ ҫурт йышӑнтӑмӑр, № 4 тепри № 34.»
  • «Кӗркунне (23-мӗш ҫул)— выҫлӑх хыҫҫăн Самарта тӑлйх ачасен ҫурчĕсем пушана пуҫласан, № 4 вырӑнне Галактионов урамӗче 21-мӗш ҫурта йышӑнтӑмăр.» Галактионовская урам, 21-мĕш çурт (халĕ те пур, унта «Династия» медицина центрĕ вырнаçнă)
  • «1924-мӗш ҫул, декабрь уййхӗнче татах урӑх ҫурта куҫрймӑр, — ёлӗк духовная семинария нулнӑ ҫурта.»
  • «пӗчёкрех пулсан та чăвашăн хӑй çурчĕ пултӑр тесе урăх ҫурт шыра пуҫларЯмӑр, ҫулла вара (1925-мĕш ҫул) халь пурнакан Хресчен урамӗнчи 77-мӗш ҫурта куҫрймӑр.»
  • «Халь тата (ку ҫурт сумне) Оренбург урамёнчи 6-мёш ҫуртне илтӗмӗр, хӑй вӑйӗие, хйй апачӗпе пурнакан ачасем валли.»

1920-мĕш çулта, январьте, И.В.Соловьёв ВКП(б) Самар кĕперне комитечĕн чăваш секцийĕнче ĕçлеме пуçлать. Чăваш хĕрлĕ çарçисен политшкулне йĕркелесе ярать. Çакна Самарти чăваш шкулĕн умисторийĕ теме пулать.

Малалли истори

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1922-мĕш çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче Самар тăрăхĕнче Чăваш кантонне тăвас ыйтăва хускатаççĕ[2][3]. Çав 1922-мĕш çултах чăваш хĕрлĕ çарçисен политшкулне чăваш политшкулĕ теме пуçлаççĕ. Кунсăр пуçне вăл шкулпа тÿррĕн çыхăнман тата вăтам пĕлÿ паракан Самарти икĕ сыпăклă чăваш шкулĕ йĕркеленет. Иккĕшне те И. В. Соловьёв ертсе пырать.

Шкул 1930-мĕш çулта хупăннă пулас. Кун пирки Хветĕр Уяр çапла каланă[4]:

1930 ҫулта Самарти иккӗмӗш сыпӑклӑ Чӑваш шкулне хупнӑ хыҫҫӑн эпӗ, ҫав шкулӑн 7-мӗш класӗнчен вӗренсе тухнӑскер, виҫӗ ҫула яхӑн е хамӑр ял колхозӗнче, е Самарпа Ӗпхӳ таврашӗнчи ҫӗнӗ стройкӑсенче ӗҫлекелесе ҫӳрерӗм. Малалла вӗренме май килмерӗ-ха. Хӑш шкулне хам кӗмерӗм, теприне — илмерӗҫ.

Хăшпĕр Интернет-ресурссенче шкул 1928-мĕш çул тĕлне Похвиçнĕ районне куçса кайнă теççĕ. Анчах та Хветĕр Уяр калани çакна хирĕçлет. Ахăртнех, Похвиçнĕри шкулпа Самарти шкул пĕр-пĕринпе çыхăнман пулмалла. Анчах та, Самарти шкула хупсан, Похвиçнери чăваш шкулĕ унти чăвашсемшĕн тĕп шкул пулса тăнине пытарма çук.

Шкулпа çыхăннă уйрăм харкамлăхсем[5]

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ертÿлĕх тата хушма (техникăлла) ĕçлевçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Соловьёв Иван Васильевич (1897-1955), — пуçлăх (1922-1926)
  • Алдаров Георгий Константинович, пуçлăх çумĕ
  • Воловац Григории Моисеевич, завхоз
  • Стоянов Яков Абрамович — Секретарь тата счетовод.
  • Беляева Прасковья Алексеевна, библиотекарь.

Вĕрентекенсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Самагин Андрей Васильевич
  • Карандаева Харитина Иустиновна[6], вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ; 1897 çур., 1911-1917 çç. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, 1920-1923 çç. каллех Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, ĕнтĕ аслă шкул статусне илнĕскерĕнче, вĕреннĕ, çуралнă выранĕ — Çĕн Якаль (Çĕнĕ Якушкел?).
  • Кедров Николай Михайлович[7], чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
  • Лучков Сергей Трофимович
  • Иванов Георгий Иванович
  • Ефимов Иван Алексеевич
  • Гайваровский Алек-др Владимир.
  • Тертышная Лидия Ивановна
  • Трофимова Екатерина Григорьев.
  • Сятрайкин Александр Осипович - Пионерсен вожаке.
  • Иванов-Паймен Влас Захарович, пĕрлĕх пĕлĕвне вĕрентнĕ.
  • Прасковья Васильевна Иванова, К.В.Ивановăн йăмăкĕ, асăннă шкула пĕтерсен кунтах вĕрентевçĕре ĕçленĕ.

Вĕренекенсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку шкулта чăваш литературин классикĕн К.В.Ивановăн виçĕ йăмăкĕ вĕреннĕ:

  • Прасковья Васильевна Иванова
  • Валентина Васильевна Иванова
  • Евгения Васильевна Иванова

Ытти çынсем:

Хăшпĕр вĕренкенсене, çавăн пекех, И. Соловьёвăн листовка туса кăларнă статйинче асăннă, анчах унта хушамастем çеç, ятсене кăтартман (сайра хутра инициал текенни пур).

Чăваш шкулĕн тĕллевĕпе чаплăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1925-мĕш çулта тухнă листовкăран[9].

« Пилӗк гул хушшинт^е, йалти шкулсен'§евёренсе тухнисене и.^се, ак ҫаксене вӗрентеҫҫе:

1. Вырӑсла '^ё^хе. 2. Математика (арифметика, алгебра, геометрия, тригонометрия). 3. Физика. 4. Химия, 5. Естествоведение. 6.География. 7. Обществоведение.

»

Кунта чăваш чĕлхине кăтартман, анчах та чăннипе вăл та пулнă.

« Кауал вёренекен,сем д у р ё -1 4 5 , весенней, 102 арҫнн, 43 хёр. ГруппЯсент,е: 1)—34; 2)—31; 3)—32; 4)—22; 5)— 26, Уездсен^енр Бугурусланран—-74; Бузулукран—21; Мелекессрен,—12; Самартан—25; (вёеет]ен}-хуларан—8); ы т т и кёпёрнерец,— 13. »
« Тата ■ҫӑваш ш кулӗнрх кӑҫалтампа русскочувашская литературно-переводческая комиссия пур. Вал тёрлё ҫирӑва вырӑсларан рваш - ла куҫарса ҫират, хал,терех куҫарнӑ йапаласем: Самар кёпӗрнинр кооператси мёнле ӗҫлени ҫищен, унтан сельсоветсене, волисполкомсене мёнле еуйласси ҫищен}, Самар губисполкомӗ ӗслени ҫинтен^. »
« Самар Губисполкомё ана уйӑхра парса тара!-: ш кулра ёсл)екенсене--верентекенсене 842 тенкӗ, ҫавсемшӗнех страховой вяносшён, 84 тенкё, местком валли 16 тенкё, канцелярии вали 1 тенке те 25 пус, хуҫайствӑн вак раехутне 40 тенкё, а^асене тйрантма—100 ҫинна— 750 тенкё, а^асене тумлантарма 54 тенкё пурё 1784 тенкё те 25 пус. Вутӑш&н, шывшйн, электричество сути-шёи, Губнароб тӳлеК', »

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Соловьёв И. Самарти чăваш шкулĕ. —Листовка.Гублит № 3925, 11 декабря 1825 г. Тираж 1000 экз». Самара, тип. № 1 им. т. Маги «Полиграфа, ома» ул. Венцека и Галактион,
  • Демидов В. Вăл чăн-чăн коммунист пулнă. // Тăван Атăл журнал, 1987, 6№ (июнь) — С.57-59. (И.В.Соловьёв тата унăн ĕç-хĕлĕпе кунçулĕ çинчен çырнă хайлав).
  • Паймен, Влас. Самар чăвашĕсем. (ку хайлав темиçе хут та тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ вăхăтра пичетленсе тухнă).
  • СОРОЧАЙКИН, АНДРЕЙ НИКОНОВИЧ. ДИАСПОРА АВЕРКИНСКО-ИБРЯЙКИНСКИХ ЧУВАШ: ВОПРОСЫ И ОТВЕТЫ. Тип: брошюра Язык: русский ISBN: 978-5-906741-12-7 Год издания: 2015 Место издания: Самара Число страниц: 42 Издательство: Институт анализа экономики города и региона (Самара) УДК: 94 (47): 392.91

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Хăлăпкасемпе палăртнисене И. Соловьёв листовкинчен илнĕ.
  2. ^ К 90-летию создания Похвистневского национального чувашского района — ВК, 23, июль, 2019, 18:13
  3. ^ "Коммуна" (хаçат, Самар хули), 27. 07. 1922
  4. ^ Хветӗр Уяр. «Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ — Чăвашорг сайт
  5. ^ Хăшпĕр информацие И. Соловьёвăн листовка туса кăларна статйинчен илнĕ.
  6. ^ Карандаева Харитина Иустиновна — Козьими тропами.
  7. ^ Кедров Николай Михайлович — Электронла чăваш энциклопеди.
  8. ^ Захаров Семён Васильевич 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ. — Электронла чăваш энциклопеди.
  9. ^ Листовка — Самарская чувашская школа — Козьими тропами. Сообщество краеведов-любителей