Иванов-Паймен Влас Захарович
Влас Иванов-Паймен | |
Çуралнă чухнехи ят: | Влас Захарович Иванов |
---|---|
Суя ятсем: | Паймен |
Çуралнă вырăн: | Çирĕклĕ Тук, Бузулук уесĕ, Ăренпур кĕпĕрни (халĕ Грачёвка районĕ, Ăренпур облаçĕ) |
Вилнĕ вырăн: | Самар |
Ĕçлев тĕсĕ: | прозăç, сăвăç, тăлмач |
Пултарулăх çулĕсем: | 1920-мĕшсем — 1973 |
Тĕлĕ: | соцреализм |
Жанр: | проза |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш чĕлхи, вырăс |
Парнесем: | Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх парни (1966). |
Иванов-Паймен Влас Захарович, (1907, нарăс, 22, Ăренпур облаçĕ, Грачевка районĕ, Çирĕклĕ Тук ялĕ — 1973, раштав, 17, Куйбышев (халӗ Самар) хули) — чăваш прозăçи, сăвăçи, тăлмач, журналист, редактор.
К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх парне лауреачĕ (1972). СССР ÇП пайташĕ ( 1934-па).
Чăваш литературин классикĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1907 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Ăренпур облаçĕн Грачевка районĕнчи Çирĕклĕ Тук ятлă чăваш ялĕнче çуралнă.
Граждан тата Совет-поляк вăрçисене хутшăннă. 1918 çулта пуçламăш шкултан вĕренсе тухсанах хăйĕн ирĕкĕпех Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăнă. Вăрçă-политика шкулĕнче ăс пухсан взводăн политрукĕ пулса тăнă, Совет-поляк вăрçинче вăрçнă.
Вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Самар пединститутĕнче тата аспирантурăра ăс пухнă. Самар шкулĕсенче тата техникумĕсенче ачасене вĕрентнĕ. Самарта «Колхозник» хаçат редакторĕ, унти çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи, «Волжская новь» тата «Вăтам Атăл» журналсен редакторĕ пулнă.
1973 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче Куйбышев (халӗ Самар) хулинче вилнĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сăвăсем, калавсем, повеçсем çырнă. «Кĕпер» — икĕ томлă роман — унăн тĕп ĕçĕ.
Вырăс чĕлхи çине К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине, тата ытти чăваш сăвăçисен ĕçĕсене куçарнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Колхоз çулĕпе» (1930);
- «Çĕнтерекен вăй» (1937);
- «Виçĕ паттăр» (1961);
- «Кĕпер» (1964, 1966);
- тата ыттисем.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ (1972);
«Хисеп Палли» орден (1967).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Семенова, О. Самарсем ăна хисеплеççĕ / О. Семенова // Хыпар. – 2001. – 18 раштав. – С. 4.
- Симаков, В. Синкерлĕ шăпа пуçламăшĕ / В. Симаков // Хыпар. – 2006. – 20 ака. – С. 3. – (Чăваш тĕнчи ; № 4).
- Юман, А. В. Иванов-Паймен çырăвĕсем / А. Юман // Хыпар. – 2002. – 14 чӳк. – С. 4.
- Иванов-Паймен Влас Захарович // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. – Чебоксары, 2013. – С. 61-77.
- Иванов-Паймен Влас Захарович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 167.
- Метин, П. Н. Иванов-Паймен Влас Захарович / П. Н. Метин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 101.
- Станьял, В. П. Влас Захарович Иванов-Паймен: 1907-1973. На гребне суровой эпохи / В. П. Станьял // Писатели. – Чебоксары, 2008. – С. 142-148. – (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 6).
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Культурное наследиеЧувашии
- Литературная карта Чувашии 2017 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Бузулук уесĕнче çуралнисем
- Самарта вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕсем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Тăлмачсем, алфавитпа
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Раççей тăлмачĕсем