Есенин Сергей Александрович
Сергей Есенин | |
Çуралнă чухнехи ят: | Сергей Александрович Есенин |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | юпа, 3, 1895 (21.09) |
Çуралнă вырăн: | Константиново, Куçма вулăсĕ, Кисан уесĕ, Кисан кĕперни, Раççей империйĕ (халĕ: Рыбново районĕ, Кисан облаçĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1925 раштав, 26 |
Вилнĕ вырăн: | Ленинград, СССР |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ, РСФСР, СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | вырăс сăвăçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1910—1925 |
Тĕлĕ: | çĕнĕ çĕрĕçтеш сăвăçисем, имажинизм |
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс |
http://esenin.ru/ | |
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем | |
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра. |
Сергей Александрович Есенин — паллă вырăс сăвăçи, имажинист. Халăх кăмăллакан çыравçăсенчен пĕрри. 1895 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Кисан кĕпернинчи Константиново ялĕнче çуралнă. 1925 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Ленинград хулинче çамрăк пурнăçĕ татăлнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сергей Есенин купса кил-йышĕнче Кисан кĕпернинчи Константиново ялĕнче, çĕр ĕçтĕш çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Александр Никитич Есенин (1875—1967), амăшĕ — Татьяна Федоровна Титова (1875—1955). 1904 çулта Есенин Константиновăри училищине вĕренме кĕрет, каярах чиркӳ-вĕрентӳç шкулĕнче пĕлӳ пухнă.
1912 çулта Есенин Мускава çитнĕ, кĕнеке лавккинче, тепĕртакран И. Д. Сытин типографине ĕçленĕ. Типографинче тăрăшать, Суриков литература-мусăк кĕтесĕн сăвăçисемпе паллашать.
Çав çултах Сергей Есенин «И. Д. Сытин юлташлăхĕ» типографинче пĕрле ĕçленĕ Изряднова Анна Романовна корректорпа паллашать. 1914 çулта вĕсем гражданла арлă пурăнма тытăнаççĕ. 1914 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Анна Изряднова ывăл çуратать, ăна Юрий ята параççĕ (ăна 1937 çулта персе пăрахнă).
1913 çулта Мускаври А. Л. Шанявский ячĕллĕ халăх университечĕн историпе философи факультетне вĕренме кĕнĕ.
1914 çулта «Мирок» журналта Есенинăн пĕрремĕш сăввине пичетленĕ.
1917—1921 çулсенче Есенин Зинаида Райх арăмпа пурăнать, каярах вăл В. Э. Мейерхольда качча каять. Венчете Сергей Есенинпа Зинаида Райх 1917 çулхи утăн 30-мĕшĕнче Кирик тата Иулитта чиркĕвĕнче (Вологда уесĕн Толстиково ялĕ) тăнă. [1] Çемьере Татьяна хĕрпе Константин ывăл (футбол журналисчĕ) çуралать.
1921 çулхи кĕркунне Г. Б. Якулов патĕнче Сергей Есенин Айседора Дункан ташӑçăпа паллашать, савнисем хыççăнах пĕрлешеççĕ. Туй хыççăн Есенинпа Дункан Европăна тухса кайнă. 1923 çулта Есенин Мускава таврăнать.
1924 çулхи çăвăн 12-мĕшĕнче Есенина Надежда Вольпин тăлмач — каярах паллă математик тата диссидент юхăмĕн ĕçченĕ — Александр ывăла çуратса парать.
1925 çулхи кĕркунне — Есенин юлашки ăстрăм авланать, арăмĕ — Софья Андреевна Толстая — Л. Н. Толстойăн мăнукĕ.
Сарăмсăр вилĕм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1925 çулхи раштав, 28 Есенин виллине Ленинградри «Англетерте» тупаççĕ. Вăл пӳлĕмри ăшă паракан пăрăхран çакăнса пурнăçран уйрăлнă пулать. Хăйĕн юлашки сăввине — «До свиданья, друг мой, до свиданья…» — сăвăç хăна çуртĕнче юнпа, чернилă çуккипе, çырнă.[2]
Паянхи кунсенчи хыпарсемпе, чернила вырăнне юнпа çырнă сăввине поэт унченех хайланă, оригиналĕ амăшĕ патĕнче пулнă, теççĕ.
Официаллă версипе, Есенин депрессие пула (уйăх маларах психоневрологи пульницинче сипленнĕ) хăй çине алă хунă (çакăннă).
1970—1980-мĕш çулсенче сăвăçа вĕлернĕ текен шухăш çуралнă: е кĕвĕçнипе, е политика ĕçĕ пирки ăна ШĔХК ĕçтешĕсем çапса пăрахнă. Çак пуçилӳ ĕçĕ пирки Яков Блюмкин ячĕ сиксе тухать.
1990-мĕш çулсенче чылай автор сăвăçа вĕлернĕ верси майлă çĕнĕ аргументсем тупса кăтартнă. Çак шухăша «Есенин» сериалĕнче палăртнă.
1925 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче Мускаври Ваганьково çăвинче пытарнă.
Кăларăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурăннă чухнехисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Радуница», Издание М. В. Аверьянова, Петроград, 1916.
- «Сельский часослов», 1918
- «Москва кабацкая» (1924)
- «Персидские мотивы» (1924—1925)
- «Страна Советская», Изд. Советский Кавказ, Тифлис, 1925.
- «Русь Советская» (1925)
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Есенин паркĕ — Нева районĕ, Санкт-Петербург, Весёлый паççулкă территоринче, «Улица Дыбенко» метро чарăнăвĕпе юнашар.
- Есенин урамĕ, Южно-Сахалинск
- Есенин урамĕ — Выборг районĕ, Санкт-Петербург.
- Есенин урамĕ, Новомосковск
- Есенин урамĕ, Çĕн Çĕпĕр
- Есенин урамĕ, Кисан
- Есенин урамĕ, Чаллă
- Есенин урамĕ, Харьков
- Есенин бульварĕ Екатеринбург
- Есенин бульварĕ, Липецк
- Есенин бульварĕ, Мускав, КТАО, Кузьминки
- Есенин урамĕ, Курск
- Есенин урамĕ, Минск
- Есенин урамĕ, Сызрань
- Есенин урамĕ, Кривой Рог
- Есенин урамĕ, Чулхула
- Есенин урамĕ, Ставрополь
- Есенин урамĕ, Белгород
- Есенин урамĕ, Саранск
- Есенин урамĕ, Пермь
- Есенин урамĕ, Россошь
- Есенин урамĕ, Краснодар
- Есенин музейĕ, Спас-Клепики
- Есенин урамĕ, Баку
- Кисаньри С. А. Есенин ячĕллĕ Патшалăх Университечĕ
Палăксем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Воронежри палăк
- Тĕвер бульварĕнчи палăк, Мускав
- Барельеф, Мускав
- Есенин бульварĕнчи палăк, Мускав
- Кисанри палăк
- Есенин урамĕнчи палăк, Санкт-Петербург
- Есенин палăкĕ, Краснодар
- Есенин палăкĕ, Константиново ялĕ
Петроградри—Ленинградри адрессем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1915 çул — С. М. Городецкин хваттерĕ — Малая Посадская улица, 14, кв. 8;
- раштав, 1915 çул — пуш, 1916 çул — тупăшлав çуртĕнчи К. А. Расшепинăн хваттерĕ — набережная реки Фонтанки, 149, хв. 9;
- 1917 год — тупăшлав çурчĕ — Литей проспекчĕ, 49;
- 1917—1918 çулсем — П. В. Орешин хваттерĕ — 7-мĕш Совет урамĕ, 40;
- 1922 çулăн пуçламăшĕ — «Англетер» хăна çурчĕ — Гоголь урамĕ, 24;
- ака, 1924 çул — «Европейская» хăна çурчĕ — Ласаль урамĕ, 1;
- ака — утă, 1924 çул — А. М. Захаров урамĕ — Гагарин урамĕ, 1, хв. 12;
- раштав, 24—28, 1925 çул — «Англетер» хăна çурчĕ — Гоголь урамĕ, 24.
Киносăнарĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сергей Никоненко — Пой песню, поэт (1971)
- Дмитрий Муляр — Золотая голова на плахе
- Сергей Безруков — Есенин (телесериал) (2005)
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Белоусов В. Г. Сергей Есенин. Литературная хроника. Часть 1. (1895—1920). — М.: Сов. Россия, 1969. — 303 с.
- Белоусов В. Г. Сергей Есенин. Литературная хроника. Часть 2. (1921—1925). — М.: Сов. Россия, 1970. — 446 с.
- Бухарин Н. Злые заметки. — М., ГИЗ, 1927. — 20 с.
- А. Ветлугин. Воспоминания о Есенине. Русское зарубежье о Сергее Есенине. — М.: ТЕРРА—Книжный клуб, 2007. — 544 с. ISBN 978-5-275-01352-8
- Виноградская Н. Как жил Есенин. — Л.: Огонёк, 1926. — 36 с.
- Воспоминания о Сергее Есенине. — М.: Московский рабочий, 1965. — 520 с., 100 000 экз.
- Городецкий С. М. Сергей Есенин. Журнал «Искусство трудящимся» — 1926 — № 1 — С. 3.
- Есенин и современность. Сборник. — М.: Современник, 1975. — 406 с.
- Есенина А. А. Родное и близкое. — М.: Советская Россия, 1968. — 88 с., 100 000 экз.; 2-е изд. дополн. М.: Советская Россия, 1979 — 96 с., 100 000 экз.
- Куняев Ст. Ю., Куняев С. C. Сергей Есенин. — М.: Мол. гвардия, 2005. — 593(13) c.: ил. (ЖЗЛ; вып. 922) 5000 экз. ISBN 5-235-02758-2
- Лекманов О., Свердлов М. Сергей Есенин: Биография. — М.: Астрель, Corpus, 2011. — 608 с. 5000 экз. ISBN 978-5-271-34953-9
- Мариенгоф А. Роман без вранья. — Л.: 1928.
- Марченко А. М. Есенин: Путь и беспутье. — М.: Астрель, 2012. — 606 с. 5000 экз. ISBN 978-5-271-39257-3
- Сергей Александрович Есенин / Сост. С. С. Куняев. М.: Русскiй Мiръ, Жизнь и мысль, 2013. — 736 с., ил. — (Русскiй Мiръ в лицах). — 5000 экз., ISBN 978-5-8455-0136-3
- Скороходов М. В. Сергей Есенин: истоки творчества (вопросы научной биографии) / Отв. ред. Т. К. Савченко. — М. : ИМЛИ РАН, 2014. — 384 с. — ISBN 978-5-9208-0449-5.
- Юсов Н. Г. Известный и неизвестный Есенин. — М.: Новый индекс, 2012. — 640 с., ил., 3000 экз., ISBN 978-5-94268-033-6
Есенин вилни пирки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ойцевич Г., Влодарчик Р. Криминалистические эксперименты и дело о смерти поэта Сергея Есенина // G. Ojcewicz, R. Włodarczyk, D. Zajdel. Zabójstwo Sergiusza Jesienina. Studium kryminalistyczno-historycznoliterackie. — Szczytno, 2009)
- Эдуард Хлысталов. Как убили Сергея Есенина 1991 год
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Классика: Есенин Сергей Александрович: Собрание сочинений Максим Мошков вулавăшĕнче
- Сергей Есенин. Сборник стихотворений
- Есенин ФЭБ
- Сергей Есенин в Антологии русской поэзии
- Избранные произведения Сергея Есенина на русском и английском языках Перевод А. С. Вагапова
- Есенин 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. на Стихии
- Юрий Прокушев. Слово о Есенине(ĕçлемен каçă)
- Сергей Александрович Есенин. Детальная биография 2006 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Виктор Кузнецов. Тайна гибели Есенина 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- "Я убил Есенина". Признание Николая Леонтьева 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сайт о С. А. Есенине
- Сергей Есенин DMOZ-ра
- Литературный музей Сергея Есенина в Ташкенте 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- К антропонимии поэмы Есенина «Анна Снегина» 2007 ҫулхи Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Есенин «6 стихотворений в чтении автора» Библиотека Imwerden
- Юбилей Есенина в Мардакяне 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Есенин и вера: духовные мотивы в творчестве поэта
- А. Ветлугин. Воспоминания о Сергее Есенине 1926
- В. Катаев. Алмазный мой венец М.: Советский писатель, 1979
- Полная биография Сергея Александровича Есенина 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Материалы С. А. Есенина в Российском государственном архиве литературы и искусства (РГАЛИ) 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Е. В. Никольский. Художественная христология Сергея Есенина в контексте святоотеческого богословия Богослов : журнал № 3, 2008, пуш.
Мелодекламацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Анна Снегина», «Чёрный человек», «Пугачёв» тата урăххисем, вулаканĕ С. Леонтьев
- Есенинăн 100 ытла сăввине Р. Клейнер вулать
- В день рождения (40-летие) Высоцкий на сцене Северодонецкого НИИУВЭМ читает монолог Хлопуши из спектакля Театра на Таганке «Пугачёв»
- Есенинăн 60 ытла сăввине Р.Давлетов вулать
Сăвăç вилнĕ пирки официаллă документсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Акт о самоубийстве Есенина 1925
- Акт патологоанатомического вскрытия тела Есенина 1925
- Справка о смерти Есенина Ленинградского ЗАГСа 1926
- Заключение об обоснованности прекращения 23.01.26 г дознания по факту самоубийства С. А. Есенина 1993
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ ГАВО. Ф. 496. Оп. 38. Д. 186. Л. 164.
- ^ Был ли Есенин Самоубийцей и кто стрелял в Маяковского?
Сергей Александрович Есенинăн хайлавĕсем |
|
---|---|
Поэмăсем | |
Сăвăсем |