Судра (комеди)
Судра | |
Судра | |
Жанр: | камит |
---|---|
Автор: | Фёдор Павлов |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | 1917-18, 1919 |
Пичетленĕ: | 1919 (иккĕмĕш вариант), 1962 (виççĕмĕш вариант) |
Уйрăм кăларăм: | ? |
Куçару: | Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар |
Судра — Фёдор Павлов 1917-18-мĕш, 1919-мĕш çулсенче[1] чăвашла çырнă пĕр пайлă комеди.
Хайлав епле çурални
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1917-18-мĕш çулсенче Фёдор Павлов Шупашкар уесĕнче миравай судья пулса ĕçленĕ.
Мĕн пирки-ха комеди?
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Судра" — талайсен (кăмăлсен, характерсен) комедийĕ[2]. Урăхла каласан, унта нимех те пулса иртмест, — кулăшăн ытларах пайĕ сăнарсем хăйсене еплерех тыткаланипе çыхăннă.
Сăнарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ухтеркке, Крахьян, Сăпани, Катăк Çăвар, миравай, суд секретарĕ
Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вариантсен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Виçĕ вариант пирки Виталий Родионов çапла çырнă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Пьеса имеется в трёх редакциях. Первая написана в октябре–ноябре и поставлена на сцене Акулев. народ. театра в декабре 1917. Роль глав. персонажа Ухтеркке исполнил К.Е. Егоров. Вторая редакция опубликована в ноябрьском номере (№5) 1919 журнала «Шурăмпуç». Третий вариант доработан сразу после публикации предыдущей редакции (завершён 12 декабря 1919), до читателя дошёл в двухтомном собрании сочинений Ф.П. Павлова (1962). До этого на сцене чуваш. театров ставилась в основном вторая редакция пьесы, подвергшаяся сотрудниками журнала значител. изменениям. Одной из особенностей редакций является наличие пролога пьесы (драматург назвал его фельетоном), опубликованного в газете «Канаш» 1 декабря 1918 под названием «Суд». В ремарке третьей редакции имеются пояснения автора: «Если перед началом пьески будет сыгран фельетон, то его исполняют те же. В таком случае они разговаривают громко». Данный пролог был известен и акулев. артистам, к-рые включали его в спектакль, очевидно, начиная с 1919.[3]
Вăлах тепĕр тĕлте[1] ак çапла каланă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Комедия «Сутра» (На суде) имеет первую (1917–18) и вторую (1919) редакции. Первоначал. вариант пьесы, законченный 3 января 1918, представляет собой попытку срисовать с натуры конкрет. судеб. расследование. В дальнейшем автор добавил детали, превращающие комическую ситуацию в комедию, в к-рой через философию народ. смеховой культуры драматург сумел выразить стремление человека к свободе и гармонии в супружеской жизни.
Комедин сцена çинчи кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш хут Шемшерти юратавçăлла артистсен ушкăнĕ лартса панă.
Хайлава профессилле сцена çинче лартассин кăткăслăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Профессилле театрсен хăйсен уйрамлăхĕсем, йĕркисем пур. Сăмахран, спектакль мĕн чухлĕ вăхăт тăсăласси тĕлĕшпе. Антракт пулма тивĕçлĕ. Тата ытти те. "Судра" комеди вара кĕскерех, пĕр пайла çеç. Çавна май "Судра-2" ăсталас тĕлĕшпе проектсем пур[4]. Çавăн пекех антракт хыççăнхи вăхăта çывăх е пачах урăхла йÿтĕмсемпе "тултарма" майсем пур.
"Судра" комедири хăшпĕр çунатлă сăмахсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ни пасар не пывал, ни Сăпани не кулял! (Катăк Çăвар сăмахĕ).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Кондратьев М.Г., Родионов В.Г.. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Комедия нравов. 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чувашская энциклопедия. «СУТРА» (На суде) – драматическое произведение Ф.П. Павлова.
- ^ Agabazar: "Судра —2" комеди ӑсталама сӗнетӗп. (Статья çумĕнчи комментарисене каярахпа катертнĕ).