Татнет çăлтăрĕсем
«Татнет çăлтăрĕсем» (тут. Татнет йолдызлары) — Тутар тетелĕн проекчĕсен тĕнчери конкурсĕ. Конкурса 2003 çулта йĕркелесе янă. Çак шухăш автор тата проект координаторĕ — конкурс оргкомитечĕн ертӳçи А. А. Сибгатуллин. Конкурса ирттерме Тутарстан Республикин массăллă коммуникацисен агентстви «Татмедиа» тата Тутарстанăн Интертат.ру электронлă хаçачĕ пулăшать.
Конкурс тĕллевĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Конкурса кашни çулах Тутарстан Республикин патшалăх чĕлхисен тата Тутарстан/тутар халăх пирки Тетел эрешĕнчи чи паллăрах информаци ресурсĕсене кăтартас тĕллевпе ирттереççĕ. Кăтартнă мĕнпур информаци ресурсĕсем, «Рунет» пекех, «Тутар Интернечĕ» е кĕскен «Татнет» теççĕ.
Палăртусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Конкурсра 7 палăрту: 4 вырăс чĕлхипе: массмедиа, ăслăх тата çутĕç, культура тата ӳнер, истори тата тăван ен тĕпчевĕ, корпораци сайчĕсем, влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, этем пĕрлешĕвĕсем, тутар тĕнчи тата 3 палăрту тутар чĕлхипе: Татар дөньясы, Мәгариф һәм фән, Туган тел. Конкурс оргкомитечĕ урăх палăртусене те кĕртме пултарать.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Рунет — вырăсла Тетел |
||
---|---|---|
Тĕнчери патшалăхсем | ||
РФ регионĕсем | Рунет • Татнет • Чăваш Тетелĕ | |
Этем пĕрлĕхĕсем | ||