Телегин Геннадий Гаврилович
Телегин Геннадий Гаврилович | |
Çуралнă вăхăт: | 1938 çул, чӳк, 4 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Тури Туçа ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 2012 çул, авăн, 25 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | физика — оптика |
Ĕç вырăнĕ: | СССР Ăслав Академийĕн Çĕпĕр уйрăмĕн институчĕ (1993-мĕш çулччен), Чăваш патшалăх университечĕ (1993-мĕш çул хыççăн) |
Ăсчах степенĕ: | физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ |
Альма-матер: | Новосибирск патшалăх университечĕ |
Телегин Геннадий Гаврилович (4.11.1938, Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕ – 25.9.2012, Шупашкар) – физик, физика-математика ăслăхĕсен докторĕ (1992), профессор (2000), Раççей оптика пĕрлĕхĕн, спектроскопистсен Ассоциацийĕн, лазер Ассоциацийĕн, Нью-Йоркри ăславсен академийĕн чăн пайташĕ. Вăл Сорос фончĕн тата Раççейри никĕсле тĕпчевсен фончĕн майĕсене тивĕç пулнă. СССР Ăслав Академийĕн Çĕпĕр уйрăмĕн дипломне тата СССР Ăслав Академийĕн Президиумĕн Хисеп грамотине çĕнсе илнĕ. 70 ăслав ĕçĕн, вăл шутра 2 монографин, авторĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1938 çулхи чӳкĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ. СССР Тинĕс-çар флотĕнче (ТÇФ) хĕсметре тăнă (1957-1961), Çĕнçĕпĕр университетĕнче вĕренсе тухнă (1966). СССР Ăслав Академийĕн Çĕпĕр уйрăмĕн Çурмаярăшсен институтĕнче аспирантура пĕтернĕ (1969). Çав тытăмри институтрах, Новосибирск хулинче (Академхулара) 1993-мĕш çулччен вăй хунă. Унтан тин вара Шупашкара куçса килнĕ.
Ăславри тĕп интерессем лазерсенчи стационарлă мар электродинамикăлла процессене тĕпченипе çыхăннă. Импульсла тăрăмсен вăхăтла параметрĕсене стабилизацилессин меслечĕсене тупса палăртнă, линилле мар тĕрлĕрен палăрăмсемлĕ активлă талккăшĕллĕ лазерсен пайăркалавĕн динамикăлла бифуркацийĕсен тăрăмĕсене тĕпченĕ.
Кĕске библиографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Телегин Геннадий Гаврилович. Гетерогенный перенос заряда и адсорбционные явления в поле резонансного излучения Автореф. дис. на соиск. учен. степ. д.ф.-м.н. С. 29. Томск, 1991.
- Телегин Г.Г., Яценко А.С. Оптические спектры атмoсферных газoв [Текст] / Телегин Геннадий Гаврилович ; отв. ред. Раутиан С. Г. ; Рос. АН, Сиб. отд-ние, Ин-т автоматики и электрометрии. - Новосибирск : Наука, 2000. - 239, [2] с. - Библиогр. указ. по спектроскопии отд. элементов: с. 227-240. Библиогр.: с. 226-227. - ISBN 5-02-031618-0 : 42.90.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сергеев Т. С. Телегин Геннадий Гаврилович — электронлă чăваш энциклопедийĕ
- Светлой памяти ТЕЛЕГИНА Геннадия Гавриловича. Некролог.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Физиксем, алфавитпа
- XX ĕмĕрти физиксем
- ССРП физикĕсем
- Раççей физикĕсем
- Раççей оптикĕсем
- 1938 çулта çуралнисем
- Чӳкĕн 4-мĕшĕнче çуралнисем
- 2012 çулта вилнисем
- Авăнăн 25-мĕшĕнче вилнисем
- Чăвашран тухнă физиксем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем