Тихăн Петĕркки

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Тиххăн Петĕркки
Пётр Тихонович Петров
Çуралнă вăхăт: чӳк, 29, 1903
Çуралнă вырăн: Кăнна Кушки ялĕ, Теччĕ районĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: пуш, 26, 1976
Вилнĕ вырăн: Хусан, Тутар АССР, СССР.
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg СССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Чыславсем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Disambig gray.svg Петров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Тихăн Петĕркки (чăн ячĕ Петров Пётр Тихонович; 1903, чӳк, 29, Теччĕ районĕ, Кăнна Кушки ялĕ1976, пуш, 26 Хусан), — чăваш çыравçи, драматургĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1965 ç.) [1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1903 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Малтан пуçламăш шкултан, унтан икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă. 1919 çулта Теччĕри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1924 çулта Чĕмпĕрти педагогика техникумĕ çумĕнчи кăтартуллă шкулта ĕçлеме тытăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтра çапăçнă, касăри салтакран пуçласа рота командирĕ таран ӳснĕ. Вăрçăра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕĕпе тата икĕ медале тивĕçнĕ.

1946-1950 çулсенче Сенгилейри педагогика училищинче ĕçленĕ. Хусана пурăнма куçсан çутĕç пайĕнче, вăтам шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.

1976 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тихăн Петĕркки «Трактор» ятлă малтанхи поэми Мускавра тухнă «Çĕнĕ çул» кĕнекере пичетленнĕ. Вăл калавсемпе повеçсем, пьесăсем ăслăлăхлă-фантастикăллă ĕçсем çырнă.

Унăн «Ӗмĕт», «Çĕрлехи çиçĕм», «Юнлă кунсем» пьесисене драмкружоксем ăнăçлă лартаççĕ.

Паллăрах кĕнекисем:

  • «Ӗмĕт» (пьеса, 1941)
  • «Çĕнелнĕ тымар» (повеç, 1961)
  • «Çĕрлехи çиçĕм» (пьсăсем, 1964)
  • «Çил-тăвăл» (повеç, 1967)
  • «Кушкă ачи» (повеç, 1971)
  • «Атлан» (повеç, 1972)
  • «Мальчик из чувашского села» (Кушкă ачи, вырăсла, 1975)

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Дедушкин, Н. С. Пархатарлă кунçул // Дедушкин, Н. С. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. С. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 111–115.
  • Дедушкин, Н. Унăн пурнăç кĕнеки / Н. Дедушкин // Тăван Атăл. – 1990. – № 4. – С. 20–21.
  • Иксĕлми вăй–хал // Тăван Атăл. – 1973. – № 11. – С. 79.
  • Петров, К. Тихăн Петĕркки / К. Петров // Ялав. – 1973. – № 11. – С. 31.

5. Абрамов, В. А. Тихон Педэрки / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 231.

  • Афанасьев, П. Тихон Педэрки (Петров Петр Тихонович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 314–315.
  • Петров (Тихон Педэрки) Петр Тихонович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 517-518.
  • Сорокин, Н. М. Тихон Педеркки (Петров) Петр Тихонович // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. - Чебоксары, 2015. – С. 171-172.
  • Тимуков, А. Н. Педэрки Тихон / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 315.
  • Ялгир, П. Тихон Педэрки (Петров Петр Тихонович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 115.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]