Тиххăн Петĕркки
Тиххăн Петĕркки | |
Пётр Тихонович Петров | |
Çуралнă вăхăт: | чӳк, 29, 1903 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Кăнна Кушки ялĕ, Теччĕ районĕ, Хусан кĕпĕрни |
Вилнĕ вăхăт: | пуш, 26, 1976 |
Вилнĕ вырăн: | Хусан, Тутарстан, ССРП. |
Гражданлăх: | СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи тата сăвăçĕ |
Жанр: | ăслăх-фантастика |
Чыславсем: | |
Тиххăн Петĕркки (чăн ячĕ Петров Пётр Тихонович; 1903, чӳк, 29, Теччĕ районĕ, Кăнна Кушки ялĕ — 1976, пуш, 26 Хусан), — чăваш çыравçи, драматургĕ.
ССРП ÇП пайташĕ (1965 ç.) [1].
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1903 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.
Малтан пуçламăш шкултан, унтан икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă. 1919 çулта Теччĕри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1924 çулта Чĕмпĕрти педагогика техникумĕ çумĕнчи кăтартуллă шкулта ĕçлеме тытăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтра çапăçнă, касăри салтакран пуçласа рота командирĕ таран ӳснĕ. Вăрçăра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕĕпе тата икĕ медале тивĕçнĕ.
1946-1950 çулсенче Сенгилейри педагогика училищинче ĕçленĕ. Хусана пурăнма куçсан çутĕç пайĕнче, вăтам шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.
1976 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тихăн Петĕркки «Трактор» ятлă малтанхи поэми Мускавра тухнă «Çĕнĕ çул» кĕнекере пичетленнĕ. Вăл калавсемпе повеçсене, пьесăсене, ăслăх-фантастика ĕçĕсене çырнă.
Унăн «Ӗмĕт», «Çĕрлехи çиçĕм», «Юнлă кунсем» пьесисене драмкружоксем ăнăçлă лартаççĕ.
Паллăрах кĕнекисем:
- «Ӗмĕт» (пьеса, 1941)
- «Çĕнелнĕ тымар» (повеç, 1961)
- «Çĕрлехи çиçĕм» (пьсăсем, 1964)
- «Çил-тăвăл» (повеç, 1967)
- «Кушкă ачи» (повеç, 1971)
- «Атлан» (повеç, 1972)
- «Мальчик из чувашского села» (Кушкă ачи, вырăсла, 1975)
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Дедушкин, Н. С. Пархатарлă кунçул // Дедушкин, Н. С. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. С. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 111–115.
- Дедушкин, Н. Унăн пурнăç кĕнеки / Н. Дедушкин // Тăван Атăл. – 1990. – № 4. – С. 20–21.
- Иксĕлми вăй–хал // Тăван Атăл. – 1973. – № 11. – С. 79.
- Петров, К. Тихăн Петĕркки / К. Петров // Ялав. – 1973. – № 11. – С. 31.
5. Абрамов, В. А. Тихон Педэрки / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 231.
- Афанасьев, П. Тихон Педэрки (Петров Петр Тихонович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 314–315.
- Петров (Тихон Педэрки) Петр Тихонович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 517-518.
- Сорокин, Н. М. Тихон Педеркки (Петров) Петр Тихонович // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. - Чебоксары, 2015. – С. 171-172.
- Тимуков, А. Н. Педэрки Тихон / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 315.
- Ялгир, П. Тихон Педэрки (Петров Петр Тихонович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 115.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Теччĕ районĕнче çуралнисем
- Хусанта вилнисем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Драматургсем, алфавитпа
- Чӳкĕн 29-мĕшĕнче çуралнисем
- 1903 çулта çуралнисем
- Пушăн 26-мĕшĕнче вилнисем
- 1976 çулта вилнисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш драматургĕсем
- Раççей çыравçисем
- Раççей драматургĕсем