Тогаев Анатолий Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анатолий Тогаев
Тулли ят Тогаев Анатолий Николаевич
Çуралнă вăхăт 1884, çу, 1
Çуралнă вырăн Шуркасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ) Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1976, нарăс, 28
Вилнĕ вырăн Сĕнтĕрвăрри, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Патшалăх ССРП
Профессисем композитор
Жанрсем юрă

Тогаев Анатолий Николаевич (çу, 1 1884—1976) — чăваш композиторĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ[1]

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1884 çулхи акан 30-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуркасси ялĕнче çуралнă.

Ялти шкулта пĕлӳ илсен вăл Шупашкар хулин виçĕ класлă училищинче (1898—1902) тата педагогика курсĕнче (1902—1903) вĕреннĕ. Мусăк пĕлĕвне Шупашкарти юрă курсĕнче (1912), Херсон мусăк училищи çумĕнчи вĕрентӳçсен регент-капельмейстер курсĕнче (1914. Çарти хĕсметĕн пуçламăшĕнче, унтер-офицер хисепне çитнĕ), Мускаври (1933) курсра туптанă. Херсонти мусăк вĕрентĕшĕн сайтĕнче çапла çырнă[2]:

Мусăк пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Анатолий Тогаевăн чылай вокал хайлавĕсене 30-мĕш çулсенче хăй ертсе пынă коллективсенче шăрантараççĕ. Ăна Мускава ăсталăха ӳстерме яраççĕ. Кунта Анатолий Николаевич хевтеллĕ мусăкçăсемпе паллашать. 1925 çулта вăл вырăс халăх хорĕн йĕркелевçипе — пултарулăх ертӳçипе М. Пятницкипе паллашать. Питĕ хевтеллĕ мусăкçă унран халăх юррисемпе ĕçлеме вĕренет. Пятницкирен вăл хор ĕçне туса пыма вĕренет. Туслă пулар тесе Митрофан Ефимович хăйĕн юрă пухмач кĕнекине:

çырса парнелет.

Хăйĕн пурнăçĕнче вăл 100 ытла пултарулăх ĕçне хайланă. Вăтăрмĕш çулсенче унăн «Стахановла ĕçлесси» тата «Вăйăра» юрăсем халăх чунĕнче пулнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ чухне П. Хусанкай, М. Уйăп, И. Малкай тата урăх сăвăçсен патриотла сăввисене кĕвĕлет. Композитор совет халăхĕ çĕнтерессе чун-чĕререн шанать: Сĕнтĕрвăрри хулинче, ялсенче концерт иртерет, чăваш халăх юррисене çырать.


Тогаев çырнă вăрçă хыççăнхи юрăсем тарăн касăллă, чуна кĕрекен çутă лирикăллă. Чăваш мусăкĕн ылтăн фондне «Çуллахи ир», «Атăл каçĕ», «Çамраксен ташши», чăваш халăх юррисене хор валли çырнисем — «Ой, милай Чотикас», «Иван калать», «Чей, чей, чей чашки», «Хăта, пире хваттер яр» тата урăххисем кĕнĕ. Унăн юррисене пиллĕк автор пухмачĕнче (юлашки — «Юрăсем» — Шупашкарта 1984 çулта мусăкçă 100 çул тултарнине халалласа, А. Я. Эшпай умсăмахĕпе тухнă) пичетленĕ.

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Сĕнтĕрвăрринчи Тогаев ячĕллĕ ача-пăча мусăк шкулĕ.
  • Кĕçĕн Маклашкино ялĕнче урам ячĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]