Контент патне куҫ

Токсина Анна Ивановна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анна Токсина
Çуралнă вăхăт 1898, нарăс, 15
Çуралнă вырăн Çавалхĕрри Кăнаш ялĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1985, çу, 24
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш Ен
Патшалăх Раççей империйĕ, РСФСР,
СССР
Профессисем юрăç
Жанрсем халăх юрри, автор юрри

Токсина Анна Ивановна (çуралнă чухнехи хушамат Иванова, 15.2.1898, Хусан кĕпернин Çĕрпӳ уесĕнчи Çавалхĕрри Кăнаш ялĕ (халĕ Çĕрпӳ районĕнче) – 24.5.1985, Шупашкар) — чăваш юрăçи (сопрано), пĕрлĕх ĕçченĕ. Хаçат-журналсенче те ĕçленĕ.

Интернетра çырнинчен[1]:

<Куçару: >

Анна Ивановна Токсина кунçулĕ пирки Иван Ахрат "Пирвайхи чăваш шăпчăкĕ" хайлавĕнче аван çырса кăтартнă[2].

«Эпĕ хамăн пурнăçăма пуçласа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тăван хăлăх юррипе çыхăнтартăм. Çавăнтанпах ăшăмра юрă пурăнать. Пĕччен юрласан – хам валли, халăх умне тухсан – халăх валли», – çапла аса илетчĕ Анна Ивановна Чĕмпĕр шкулĕ хăй пурнăçĕнче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине паллă туса.

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Анна Токсина – ун чухне вăл Иванова хушаматпа çÿренĕ-ха – 1911 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕрет. Кунта пулас юрăçа телей шăпи кĕтсе тăнă. Вăл шкултан тин кăна вĕренсе тухнă Федор Павлов, Степан Максимов, Капитолина Эсливанова мусăкçăсен тарават аллине лекет. Чĕмпĕрти шкула пĕтĕмпех «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пĕтерет вунсаккăрти хĕр. Çамрăк хĕрача-учительница, пĕчĕкçеççĕ чăматанне çĕклесе, Çĕрпÿ хулине пырса çитет, ĕç пирки калаçма инспектор патне кĕрет. Анчах ăна кунта юрăхлă ĕç вырăнĕ тупса параймаççĕ. Çакăн хыççăн вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн Анна Ивановна Самар кĕпĕрнинче Мелекесс таврашĕнчи çурри вырăс, çурри чăваш ялне пырса вырнаçать. Анна пыриччен шкул та пулман ку ялта, хут-кĕнекепе никамах та интересленмен. Çакăнта тăвать вĕренÿри хăйĕн пирвайхи утăмĕсене çамрăк учительница. Кунне-çĕрне шкулта ирттерет. «Çарăмсан хĕрне тухаттăм та кăмăл тăраниччен макăраттăм, – каласа паратчĕ юрăçă вуншар çул иртсен. – Çарăмсанăн тулăх шывĕ, çÿллĕ çыранĕсем Мăн Çавала аса илтеретчĕç. Шухăшăмсемпе, ĕмĕтсемпе Чĕмпĕрелле е Чăваш çĕршывнелле вĕçсе каяттăм...».

Çулталăкранах Анна Ивановна Çĕрпĕве таврăнать. Малалла вĕренес кăмăлĕ çирĕп пулнă май гимназири укĕ çуллăх курса вырнаçать. Унтан вĕренсе тухсан аслă шкулсене кайма çул уçăлать.

Пĕррехинче, 1918 çулхи хĕл кунĕсенче, Çĕрпĕве Хусантан хут килет: тĕрлĕ çĕрте вĕренекен чăваш çамрăкĕсем пухăнмалла имĕш унта. Чи пултаруллисене съезда пыма йыхравлаççĕ. Çĕрпÿри гимназири тантăшĕсемпе пĕрле Анна та çитет Хусана. Кунта вăл кĕтмен-туман çĕртен Степан Максимовпа тĕл пулать. Вăл Чĕмпĕрти çамрăксен делегацине ертсе килнĕ иккен съезда. Хăй вĕрентнĕ хĕрачана курсан мусăкçă чăннипех хĕпĕртесе ÿкет.

Маллала вара, çавăнтах, ак çапла çырнă:

« – Анечка! – тет ăна, пысăк ытамне илсе. – Мĕнле телей эсĕ килни! Манăн сан валли пĕр юрă пур. Эсĕ ăна пĕлетĕн, «Хĕр йĕрри». Рояль партине те çырса хатĕрлерĕм. Шубертăнни пекех янкăр тăрă, ир сывлăшĕ пек уçă. Кама шанса парăп-ши, теттĕм. Акă ĕнтĕ, ылттăнăм, тупăнтăн. Сансăр пуçне ăна никам та йĕрсе-юрласа параяс çук. Мана кунта концерт программи хатĕрлеме хушрĕç-çке. Питĕ хăвăрт тумалла.

Анна Ивановна сцена çине тухсан юррине пуçличченех зал пăлханма тытăнать: «Епле хитре чăваш хĕрĕ! Сасси тата мĕнлерех-ши?» Сасси вара хĕрача сăн-сăпатĕнчен пĕрре те кая пулман. Залра юрă пĕр тикĕссĕн, пĕр çепĕççĕн, çÿлте, сывлăш хумĕсем çинче сарлака çунаттисене сисĕни-сисĕнми хускаткаласа ярăнакан ăмăртайăк евĕр шăранса юхнă:

Ах, аттеçĕм, аннеçĕм,

Эпĕ ларас вырăна

Кушак чĕппи илсе ларт.

Эпĕ çиес çăкăра

Кушак умне касса хур...

Ку ĕнтĕ Анна Токсинан сцена çине ярса пуснă пĕрремĕш утăмĕ пулнă. Ку таранччен пĕччен тухса юрламанччĕ-ха вăл халăх умне...

»

Юлашкинчен:

Кун хыççăн кун иртет. Анна Çĕрпÿри курсран та вĕренсе тухать. Шăпа ăна халĕ Мускав консерваторине илсе çитерет. Лайăх педагог патне лекет вăл кунта. Надежда Васильевна Савина профессор патĕнче пултарулăха туптать. Савина Петербургра чаплă мусăкçă кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ, Полина Виардо патĕнче те вĕреннĕ! Пысăк театрта юрланă. Унăн кун-çулĕ Аннăшăн çăтмахри пек, нимĕнле шухăш-ĕмĕт вылявĕ те вĕçсе çитейми тĕнче хĕрри пек туйăннă.

Çирĕм виççĕмĕш çул. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкара Мускавран телеграмма килет: ял-хуçалăх выставкине юрлакансене, ташлакансене, мусăкçăсене ямалла. Федор Павлович хыпаланса ÿкет. Мĕнле япала ку!? Ик-виçĕ кунтанах тухса каймалла.

Çармăссемпе тутарсем тахçанах хатĕрленеççĕ иккен. Эпир паян тин пĕлетпĕр. Çăпата сырса шăхăрса юлас марччĕ ĕлĕкхилле. Хатĕрленес хăвăртрах!

Анна Токсина та Федор Павлович пухнă коллектива хутшăнать. Хор солистки пулса выставкăри чăваш павильонĕнче, халăхсен туслăх каçĕнче, университетра, мусăк ăслăхĕсен институтĕнче, халăх академийĕнче, Кремльти Свердлов залĕнче тата ытти эстрадăсем çинче юрлать. Концертсем пур çĕрте те ăнăçлă иртеççĕ.

1924 çулта Анна Ивановна Токсина упăшкине Чăваша ĕçлеме янă май Шупашкара таврăнать. Пĕр вăхăт «Канаш» хаçатра, «Ӗç хĕрарăмĕ» журналта ĕçлет. Çав хушăрах Чăваш наци хорĕн солистки пулса хайĕн ăсталăхне ÿстерсе пырать. Çирĕм саккăрмĕш çулта чăваш хорĕ Мускавра уйăх çурă концертсем кăтартать. Анна Токсина пластинка валли тăватă юрă юрласа парать çавăн чухне. Çирĕм тăххăрмĕш çулта – каллех Мускав. Пысăк театрта, Культура паркĕн эстради çинче янăрать унăн сасси. Хăйĕн юратнă профессорĕпе те тĕл пулать Анна Ивановна. «Шел, Анечка, – тет Надежда Васильевна пăшăрханса, – вăхăтсăр пăрахмалла пулчĕ консерваторие. Пуласлăху илĕртÿллĕччĕ, çулу анлăччĕ. Юрĕ ĕнтĕ, сассуна сыхла. Ман сăмахăмсене ан ман. Сасă вăл – черченкĕ инструмент».

Халăх умĕнче чап илнĕ юрăçă 1932 çулта радиора ĕçлеме тытăнать, мусăк редакцине тытса пырать. Çав çулсенче Владимир Кривоносов çырнă «Хаваслăх» мусăклă камит сцена çине тухать. Лисук партине Анна Токсинана юрлаттараççĕ. Чаваш радио çĕнĕ хайлавĕпе пуянланать. Иосиф Люблин «Нарспи» сюжечĕпе радиооратори хатĕрлет, вăл тата Владимир Кривоносов тăрăшнипе Петр Чайковскин «Евгений Онегин» оперинчи уйрăм сценăсем чăваш театрĕн сăн-сăпатне илем кÿреççĕ. Анна Токсинан илĕртÿллĕ сасси вĕсенче те килĕшуллĕ янăрать.

Вăтăр çиччĕмĕш çулта хĕлле Анна Токсина Чăваш хорĕпе Ленинграда каять. Çур уйăха тăсăлаççĕ кунти концертсем. Чăваш тумĕллĕ, сурпанлă-хушпуллă чăваш хĕрарăмĕ çурçĕр çыннисене тыткăна илет, тĕлĕнтерет. Вăл юрланине И. Я. Яковлевăн ывăлĕ Алексей Иванович итлесе савăнать. Вăл пĕтĕм коллектива çĕр выртмаллах хăйĕн хваттерне илсе каять. Тул çутăличченех юрă шăранать чăваш кĕввисене ашшĕ пекех сума сăвакан Алексей Иванович патĕнче...

Уяр çанталăкра аçа çапнă пекех çав çулхине ахăрсамана пуçланса каять. Мăшăрĕпе пĕрлех Анна Ивановна та «халăх тăшманĕ» пулса тăрать. Çирĕм çула яхăн тăван халăхĕ умне кăлармасăр пытарса усраççĕ чăваш мусăк культурин чи çутă çăлтăрне. Хĕрĕхе те çитмен юрăçа аталанса, пиçсе çитнĕ тапхăрта юрă юрлама чараççĕ. Чăваш вокал искусствишĕн нихăçан таврăнми, нимĕнпе сипленми çухату пулнă ку.

Аллă улттăмĕш çулта кăна Анна Ивановнан хăйĕн репертуарĕнчи хăш-пĕр юрăсене пленка çине çырма май килет. Анчах, мĕнех тăвайăн, çын çеç мар, сасă та ватăлать-çке, хайĕн çамрăклăхри сĕткенĕпе илемне çухатать. Ун чухнехи пленкăсем те çапах Анна Ивановна сасси мĕн тери çирĕп, парка та илĕртÿллĕ пулнине туйса илме май параççĕ.

Анна Токсина 1985 çулта сакăрвун саккăра кайсан пиртен уйрăлса кайрĕ. Анчах унăн сумлă ячĕ чăваш мусăк культурине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлĕ.

"Пĕрремĕш профессилле чăваш хĕрарăм-юрăçă" тенĕ пирки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чылай авторсем А.И.Токсина пирки "чăвашран тухнă пĕрремĕш профессилле хĕрарăм-юрăçă" теççĕ. Паллах, лайăх енчен палăртас шутпа ĕнтĕ. Анчах та çапла калани вырăнлах мар пулас. Мĕншĕн-ха? Ма тесессĕн пурăна-киле татах та "маларахри" тупăнма пултарать. Тепĕр енчен, вăл 1920-мĕш çулсенче Чăваш патшалăх хорĕнче ĕçлекен пĕртен-пĕр хĕрарăм-юрăç пулман пуль ĕнтĕ. Ан тив, ыттисем консерваторисенче-мĕнсенче вĕренмен пултăр, анчах та ĕçленĕ вĕт!

Мĕншĕн-ха Мускаври консерваторие пĕтереймесĕрех унтан тухса каять? Сăлтавĕ паллă — качча кайнă май Чăваш Ене таврăнни. Кăштах "чăтнă" пулсан, хайхи "консерваторие пĕтернĕ пĕрремĕш хĕрарăм-чăваш" тенин "мухтавĕ" ăна лекмеллеччĕ, шÿтлерех каласан. Чăннипе вара ку, хальхи куçпа пăхсан, ытлашши нимех те пĕлтермест.

Анна Ивановна капла та питĕ мухтавлă çын, ун çумне татах та мĕн те пулин пусарсах хушса хума кирлĕ мар.

  • Кондратьев, М.Г. Токсина Анна Ивановна — Электронла чăваш энциклопедири статья.
  • Ахрат И. Чăваш шăпчăкĕ // Ахрат И. Çул юхать, юхать… / И. Ахрат. – Шупашкар, 2000. – С. 131-141.
  • Токсина А.И. Халал сăмахĕ : [1978 çулта илнĕ интервью] / А.И. Токсина ; И. Ахрат калаçнă // Хыпар. – 1998. – 18 нарăс.
  • Вишнякова Т. Жизнь, связанная с песней / Т. Вишнякова // Чебоксарские новости. – 1998. – 14 февр.
  • Кондратьев М.Г. Токсина Анна Ивановна / М.Г. Кондратьев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 404.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ «Чувашский соловей» (К 110-летию со дня рождения А.И. Токсиной)(ĕçлемен каçă)
  2. ^ Ахрат, И. Пирвайхи чăваш шăпчăкĕ / Иван Ахрат // Чăваш ен. - 1998. - 21-28, февраль (№ 7) - C. 5.