Контент патне куҫ

Тренкасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тренкасси
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районШупашкар
Ял тăрăхĕШĕнерпуç
НикĕсленĕXVIII ĕмĕр
Малтанхи ятсемХыркасси, Чăрăшкасси, Явăш
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83535
Почтă индексĕ429240
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 205 873 001

ТренкассиЧăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи ял.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта 103 çын пурăнать (2008) [1]. Икĕ урам. Шĕнерпуç ял тăрăхне кĕрет.

Тренкасси ялне Хыркасси ялĕ çывăхĕнчи Кивçурт Çырми ялĕнчен куçса килнĕ Тренкки (Терентий) ятлă çын пуçласа янă. Ял 18 ĕмĕр вĕçнелле кăна пуçланса кайнă. Унпа юнашар Явăш ятлă çын килсе ларнă. Пурăна киле икĕ ял пĕрлешсе кайнă та хальхи Тренкасси пулса тăнă.

Тренкки (Терентий) – вырăс ячĕ, апла пулсан ял чăвашсене тĕне кĕртсен кăна пуçланса кайма пултарнă.

Авалхи документсенче Тренкасси ялне тĕрлĕ ятсемпе çырса хăварнă, Хыркасси, Чăрăшкасси, Явăш тенисем тĕл пулаççĕ. Анă, тĕслĕхрен, 1859 çулхи халах çырав материалĕсенче Шемшер вулăсĕнче, Йĕршшу çумĕнче, Явăш («Яушева при рч. Рыкше»; 66 хуçалăх, 208 арçын, 228 хĕрарăм) ятлă ял пур, Тренкасси çук; 1897 çулхи перепись материалĕсенче вара Тренкасси (Трень-Касы) пур, Явăш çук. Халăх ахаль халапламасть иккен, халапсенче тĕл пулакан хыпар-хăнара, лайăх шырасан, авалхи документсенче те тупма пулать иккен. Çаксене шута илсен, Тренкасси ял ятне пĕр иккĕленмесĕрех «Трен(кки) ятлă çын никĕсленĕ касă» тесе ăнлантармалла.[2]

Путин килни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2008 çулхи авăн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацин президенчĕ Владимир Путин Тренкасси ялĕнче пулса курчĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]