Анатри Макаç
Анатри Макаç
|
Анатри Макаç, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял. Шупашкартан 37 ҫухрӑмра, Кӳкеҫрен 15 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Чукун-ҫул станцине ҫитме — 35 км.
Ялта икӗ урам: Кӳлӗ урамӗ тата Ҫӗрпӳ урамӗ[1].
Ял ячӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял ятне вырӑс хутсенче Эсемей, Новое Булатово ҫырни тӗл пулать. Чӑвашла ӑна ҫавӑн пекех «Анаткас Макаҫ» тесе палӑртни те тӗл пулать.
Тавралӑхӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял Мӑн Ҫавал хӗрринче вырнаҫнӑ. Ялпа ҫуммӑнах Улатӑркасси ялӗ вырнаҫнӑ.
Ялти ҫырмасем: Тятар ҫырми, Хӗр ҫырми, Пыл хурчӗ ҫырми.
Ял историйӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла Булатово (ку ял ҫухалнӑ, вӑл ӑҫта вырнаҫнине кӑтартакан ҫӑлкуҫсем те ҫук, чӑвашла мӗн ятлӑ пулни те паллӑ мар; Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Мелӗшпе пӑтраштармалла мар) ҫыннисем XVIII ӗмӗрте никӗсленӗ. «Новое Булатово» тесе ҫавӑнпа палӑртнӑ та.
Шупашкар район энциклопедийӗнче ял пуҫланса кайни пирки ҫапла ҫырса кӑтартнӑ:
Пӗр 300 ҫул каялла Мӑн Ҫавалӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче пилӗ ҫурт никӗслесе вырнаҫтарнӑ. Вӗсен хуҫисем Макаҫ, Ватарка, Рыков, Пӑлат тата Пухмис пулнӑ. Ку вырӑна вӗсем Булатово Макаҫ ялӗнчен куҫса килнӗ. Ку вырӑнти ҫыран ҫулсеренех ишӗлсе пынине курнӑ май вӗсем икӗ ҫухрӑм кӑнтӑралла куҫса ларнӑ. 1754 ҫулта кунта тепӗр икӗ кил куҫнӑ: Урай Макаҫри Сенткипе Чалес. 1853 ҫулта ялти килсен шучӗ 17 тарана ҫитнӗ. Пурӑнакан халӑхӑн ытларах пайӗ монахсем пулнӑ, вӗсем ӳсентӑран апачӗпе пулӑ кӑна ҫисе пурӑннӑ. Киремет йывӑҫҫине пуҫ ҫапнӑ (Павлов, Станьял).[2]
Ял халӑхӗ — хресченсем пулнӑ. 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем турпул ӳстернӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, алӗҫӗпе аппаланнӑ, хӑваран сӗтел-пукан ӑсталанӑ, вӑрман каснӑ, пулӑ тытнӑ.
Администраци тӗлӗшпе пӑхӑнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтан Шупашкар уесӗн Шемшер вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене туса хунӑ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрри районне кӗнӗ. 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ял Шупашкар районне пӑхӑнма пуҫланӑ. Районсене туса хурсан ял Анатри Макаҫ ял канашне пӑхӑнма пуҫланӑ. 1928 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче, ҫулталӑк иртсен, Макаҫ ял канашне йӗркеленӗ, вӑл унта пӑхӑнма тытӑннӑ. 1954 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 1959 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗччен ячӗ Анаткас ял канашӗ пулнӑ. Кайран ячӗ Макаҫ ял канашӗ ҫине улшӑннӑ.
1991 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2006 ҫулччен Тутаркасси ял администрацине пӑхӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл 2023 ҫулччен Тутаркасси ял тӑрӑхӗ ятлӑ пулнӑ. 2023 ҫултанпа, администраци пайланӑвӗн реформине ирттернӗ хыҫҫӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗн Тутаркасси территори пайӗнче шутланать.
Хальтерехри саманан историйӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1930 ҫулта «Октябрь» колхоз йӗркеленӗ, унӑн председателӗ пулма Доронин Иван Сергеевича (1907-1941) шанса панӑ. 1937 ҫултан кунта Шупашкарти пахҫа-ҫимӗҫӗн сорт участокӗ ӗҫленӗ. 1951 ҫулта ял «Авангард» колхоз шутне, 1958 ҫулта — «Коммунизм» колхоз шутне, 1964 ҫулта — «Большевик» колхоз шутне кӗнӗ. 1976 ҫулта вӑл колхоз хӑйӗн ятне «25 съезд КПСС» (чӑв. КПСС-ӑн 25-мӗш пухӑвӗ) ҫине улӑштарнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫине хутшӑннӑ ялти 57 ҫын вӑрҫӑра пуҫ хунӑ[3].
Халӑх йышӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чӑвашсемпе вырӑссем пурӑнаҫҫӗ.
Ҫул | Кил | Арҫын | Хӗрарӑм | Пурӗ |
---|---|---|---|---|
1795 | 17 | |||
1897 | 173 | 164 | 337 | |
1926 | 84 | 201 | 228 | 429 |
1939 | 224 | 268 | 492 | |
1979 | 101 | 122 | 223 | |
1989 | 60 | 86 | 146 | |
2002 | 77 | 83 | 160 | |
2010 | 78 | 79 | 157 | |
2012[4] | 240 |
Паллӑ ҫыннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Андрианов Александр Андрианович (1904 ҫулта ҫуралнӑ), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр тата Мухтав орденӗн (3-мӗш степень) кавалерӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ;
- Артемьев Александр Артемьевич (1915–2005), ачасене шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен;
- Васильев Михаил Васильевич (1934 ҫулта ҫуралнӑ), Шупашкарти химипе механика техникумӗн преподавателӗ;
- Доронин Владислав Иванович (1938 ҫулта ҫуралнӑ), подполковник;
- Иванов Никонор Иванович (1921–1941), финсемпе ҫапӑҫса пуҫ хунӑ педагог;
- Иванов Юрий Иванович (1937 ҫулта ҫуралнӑ), медицина ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ, подполковник;
- Осипова Анна Сергеевна (1901.11.18–2001.11.08, Ҫӗнӗ Шупашкар), 100 ҫула ҫитнӗскер[5];
- Федоров Михаил Федорович (1911–1987), ҫар тухтӑрӗ;
- Федорова Валентина Николаевна (1923–1992), фельдшер.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1890 ҫултан пуҫласа ялта земски пуҫламӑш училище ӗҫленӗ.
Хальхи вӑхӑтра ялта лавкка, ял клубӗ, вулавӑш пур. 2018 ҫулта ялта ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗсем хывнӑ.
2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ял халӑхӗ Анатри Макаҫа никӗсленӗренпе 265 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ[6].
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анатри Макаҫа ҫити асфальт ҫул сарнӑ. Яла ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкартан Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокне каякан 109-мӗш автобуспа ҫитме май пур[7].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ https://2gis.ru/cheboksary/geo/7459709653090395
- ^ Энциклопедия Чебоксарского района / Чувашская Республика. Т. 1, 2014. — 505 с. — 282 с. ISBN 978-5-86765-491-7.
- ^ https://obd-memorial.ru/html/info.htm?id=412047750&page=350&p=351
- ^ Численность населения районов Чувашской Республики.
- ^ Ксенофонтов, Герман Николаевич. Долгожители Чувашии : [очерки, статьи] / Герман Ксенофонтов, 2009. - 703 с. — 431 с.
- ^ https://tavanen.ru/%d0%b4%d0%b5%d1%80%d0%b5%d0%b2%d0%bd%d1%8f-%d0%bd%d0%b8%d0%b6%d0%bd%d0%b8%d0%b9-%d0%bc%d0%b0%d0%b3%d0%b0%d0%b7%d1%8c-%d0%be%d1%82%d0%bc%d0%b5%d1%82%d0%b8%d0%bb%d0%b0-265-%d0%bb%d0%b5%d1%82%d0%b8%d0%b5/
- ^ https://wikiroutes.info/novocheboksarsk?routes=51292
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» Анатри Макаҫ хыпарӗсем
- «Тӑван Ен» хаҫат сайтӗнчи хыпарсем
- Cheb.ru сайтри ял сӑнӗсем
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|