Контент патне куҫ

Сархурăн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш Ен гербĕ Чăваш Ен ялавĕ
Герб Ялав
Сархурăн Sarhurăn
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Республика Чăваш Республики
Район Шупашкар районĕ
Ял тăрăхĕ Атайкасси ял тăрăхĕ
Лаптăк км²
Халăх йышĕ 110 (2006)
Йышлăхĕ /км²
Телефон префиксĕ +7 83240
Почта индексĕ 429520
Геогр. широти хх°хх′хх″ Ç/N
Геогр. долготи хх°хх′хх″ Т/E
Вăхăт тăрăхĕ UTC+3, çулла UTC+4
ОКАТО (код) 97244816006

Сархурăн, SarhurănЧăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта пиллĕк урампа (Çырмаен, Симĕс, Вăрман, Сад, Тĕп) пĕр (Çырма) тăкăрлăк. 69 кил çуртĕнче 187 çын тĕпленсе пурăнать. Район центăрне - Кукеç паççулкине çитмешкĕн 17 км. Яла асфальт витнĕ çул çитет.

ХIХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурриччен ялăн ячĕ Элментеркасси пулнă. 1866 çулта Элментеркассинче 50 çемье пурăннă.

1917 çулчен Хусан кĕпернин Чикмĕ уесĕн Мăнал вулăсне кĕнĕ. 1897 çулта Сархурăнта чиркӳн прихут шкулне уçнă (Мăналтан куçарнă).

Шкула ялти пуян çĕр ĕçченĕн çуртĕнче вырнаçтарнă, вĕрентӳ ĕçне йĕркелесе пыма шкул валли уесрен çулсерен 25 тенкĕ уйăрса тăнă. 1902 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче шкула Тимĕр Çырма ялне куçараççĕ.

1904 çулта Сархурăн ялĕнче пĕр комплектлă земски училищине уçнă. Училище валли ялти пуян хăйĕн хваттерне укçалла панă. Вĕрентӳç ĕç вырăнне Гурий Трофимов йышăннă, Турă саккунĕсене ачасене Мăнал пачăшки Арсений Петров вĕрентнĕ.

Паллă ентешсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • "Населенные пункты Чувашской АССР", хыпар кĕнеки, Шупашкар - 1981.