Трофимов Сергей Вячеславович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сергей Трофимов
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Сергей Вячеславович Трофимов
Çуралнă вăхăт Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн Мускав, СССР
Профессисем юрăç, композитор, сăвăç, бард
Жанрсем Вырăс шансонĕ, Блюз-рок
Пĕрĕçлĕх "Ночное такси" студи (1998)
trofim.com

Серге́й Вячесла́вович Трофи́мов (чӳк, 4 1966, Мускав) — раççей юрăçи, мусăкçă, сăвăç.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сергей Трофимов хăй çинчен:

«Шансон маншăн — Вертинский, Галич, Высоцкий, Визбор, Аркадий Северный. Шансон — официаллă мусăк истеблишменчĕпе çыхăнманни»

Сăвăç тата композитор евĕр Сергей Трофимов Светлана Владимирскаяпа, Вахтангом Кикабидзепе, Лаймой Вайкулепе, Лада Дэнспа, Александр Маршалпа, Каролинăпа («Мама, все о’кей» тата «Королева» альбомсем), «Рондо» ушкăнпа (альбом «Грешной души печаль»), Алла Горбачевăпа (альбом «Голос»), «Ласковый май» ушкăнпа, Николай Носковпа, Елена Пануровăпа тата урăх поп-юрăçсемпе ĕçлет.

Сергей Трофимов «Трофима» евĕр курăнма 1994-мĕш çулта пуçлать,ун чухне вăл «Вот и все, сказал мудрец и в воду канул» çырать те Степан Разина кăтартать, вăлах унăн продюсерĕ пулса тăрать. Уйăх хушшинче темиçе юрă («Бьюсь как рыба», «Про рекламу», «В такую тьму», «Василий», «Братва», «Минеты», «Алкаш») ăсталать, каярах вĕсем «Аристократия помойки» албома кĕреççĕ.

1994 çулта Сергей Трофимов Александр Ивановпа «Грешной души печаль» альбома хайлама тытăнаççĕ, ăна вĕсем 1997 çулта кăлараççĕ. Альбом чылай çыннăн кăмăлне каять. «Боже, какой пустяк», «Я постелю тебе под ноги небо», «Ночь», «Ты мой свет (но я тебе не верю)» юрăсем яланлăхах хальхи чи паха рок-композицисен йышне кĕрсе юлаççĕ. Вăл малашне те Александр Ивановпа пĕрле ĕçлет. «Когда вырастут крылья» (2000) альбомĕнче Иванов Трофимов çырнă «Моя неласковая Русь» юррине юрлать.

Вырăс шансон жанрĕнче ĕçлекенсенчен Сергей Трофимова телекуравпа пĕрремĕш кăтарттаççĕ. 1998 çулта вăл «Мусăк рингĕ» программăра Михаил Кругпа ăмăртать.

2004 çулта Сергей Трофимов хăйĕн юлташĕсемпе тата хăйĕн официаллă сайчĕн канашлăвне хутшăнакансемпе пĕрле пĕрремĕш коммерцисĕр (малашне кашни çулах иртекен) «Сергей Трофимов собирает друзей» Фестиваль йĕркелет. Ăна Чулхула облаçĕнчи Навашино хулинче иртет.

Дмитрий Широков, программа директорĕ, «Русского радио-2»:

«Трофим — один из немногих, кто может писать в разных жанрах — и это всегда интересно».

Пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сергей Трофимов — композитор‚ поэт‚ автор-исполнитель‚ мусăкçă тата шоумен. Сергей Трофимов чылай тапхăр нумай раççей юрăçисемпе, мусăкçисемпе аппаланать, проектсене ертсе пырать.

19731983 çç. Гнесинсем ячĕллĕ институчĕ çумĕнчи Мускаври патшалăх арçын ачасен хор капеллинче юрланă.

Мускаври патшалăх культура институтĕнче тата Мускаври патшалăх консерваторинче (теорипе композици кафедри) вĕреннĕ.

1985 ç.: Мускаври XII çамрăксемпе студентсен тĕнче фестивалĕн дипломанчĕ

1986 ç.: Мускаври ресторанра ĕçлет.

1987—1991 çç.: концерт ĕçлевĕнче рок-бард евĕр юрланă, Эроплан ушкăнпа «Такая ранняя весна» альбом çырнă (альбома кăларман)

1991—1993 çç.: чиркӳре хĕсметре (юрлав регенчĕ подьячий)

1992—1993 çç.: Светлана Владимирская юрăçăн альбомĕ

1993 ç.: Мăнкун уявĕнче Мускавра юрланă.

1994 ç.: «Трофим» суя ятпа мусăк ĕç-пуçĕ пуçланнă, ун чухне Сергей «Вот и всё, сказал мудрец и в воду канул» юрăна хайланă

1994 ç.: «Грешной души печаль» альбом, юрлаканĕ Александр Иванов

1995 ç.: Каролина юрăçăн «Мама, всё о’кей» альбомĕ, Светлана Алмазовăн «В десяточку» альбомĕ

1996 ç.: Алла Горбачевăн «Голос» альбомĕ, çав вăхăтрах Сергей пач урăхла мусăк жанрĕнче — поп-мусăкĕнче ĕçлет

1998 ç.: Каролинăн «Королева» иккĕмĕш альбомĕ, соло (анчах авторăн мар) «Вести из колючего далека» альбомĕнче

1999 ç.: соавтор музыки к кинофильму «Ночной перекресток» США. Чӳкĕн 24-мĕшĕнче Михаил Кругпа пĕрле «Мусăк рингне» хутшăнать

2000 ç.: Раççей хулисенче, Мускаври каçхи клубсенче ĕçлет; Горький ячĕллĕ ЭК соло концерчĕ,  Чечен Республикине кайса килет, Раççей ГУИН попечителĕсен канаш ертӳçин çумĕ

2001 ç.: Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, «Шансон года-2001» пĕрремĕш лауреачĕ, «Кивĕ кафе» палăртура.

2005 ç.: Çыравçăсен вăрçă-илемлĕ студийĕ йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри А. В. Суворов генералиссимус ячĕллĕ литература парнин лауреачĕ.

2006 ç.: Кремльти патшалăх керменĕнче 10 пултарулăхне халалланă концерт пуçтарăннă, хутшăнакансем: А.Розенбаум, А.Маршал, М.Распутина, В.Маркин, Т.Овсиенко, Азиза, А.Иванов тата "Рондо", «Отпетые мошенники», «Cool & Jazzy» ушкăнсем).

2009 ç.: ФХХ парнине (Федерацин Хăрушсăрлăх Хĕсмечĕн ĕçĕ-пуçĕ пирки чи паха литературăпа ӳнер ĕçĕсемшĕн) «Кем мы были для Отчизны» композицине кăтартнăшăн.

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Альбомсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1993: Такая ранняя весна (не издан)
  • 1995: Аристократия помойки 1
  • 1996: Аристократия помойки 2
  • 1996: Эх, я бы жил
  • 1998: Аристократия помойки 3: Девальвация
  • 1998: Вести из колючего далека
  • 2000: Я рождаюсь вновь
  • 2000: Война и мир
  • 2001: Аристократия помойки 4
  • 2002: Бард-Авангард
  • 2004: Ветер в голове
  • 2005: Альбом в подарок (кăларман)
  • 2005: Ностальгия
  • 2007: Следующая остановка
  • 2009: Я живу в России
  • 2010: Все не важно

Сборники[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1999: Легенды русского шансона
  • 2000: Избранное
  • 2001: Снегири. Лучшие песни
  • 2003: По самому краю
  • 2003: Я скучаю по тебе (новое и лучшее)
  • 2004: Трофим. МР3-сборник. Часть 1 и 2
  • 2006: 10-летию творческой деятельности посвещается
  • 2009: Коллекционное издание. Лучшие песни. Сергей Трофимов. МР3-сборник

Концертсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2001: За наших дам! (живая серия. кăларăм 6)
  • 2004: Посвящение Петербургу
  • 2006: 10 çул пултарулăх ĕçе халалласа

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллăрах юррисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Блюз-спецназ»,
  • «Боже, какой пустяк»,
  • «Бьюсь как рыба»,
  • «С добрым утром»,
  • «Снегири»,
  • «Эх, дал бы кто взаймы»,
  • «Я скучаю по тебе»,
  • «Весенний блюз»,
  • «Ветер в голове»,
  • «Дальнобойная»,
  • «Красное, черное, ноль»,
  • «Московская песня»,
  • «Мурка»,
  • «Колыбельная для России».
  • «Город Сочи»,
  • «Я живу в России»,
  • «Корпоративная тусовка»,
  • «Город в пробках»,
  • «Не покидай меня»
  • «Аты-баты»
  • «Да здравствует футбол»
  • «Титаник»
  • «Налоговый инспектор»

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]