Тула пĕремĕкĕ
Курӑнакан калӑплав
- Ку ăнлава Тулă пĕремĕкĕ тенипе пăтраштармалла мар
Ту́ла пĕремĕкĕ — регионăн пичетленĕ пĕремĕкĕсен паллă тĕсĕ.
Яланхилле, тулă пĕремĕкĕ лаптак тăваткал е кĕлетке ĕлкиллĕ. Халĕ тăтăшах ăшне повидлă е тачăлатнă пылак сĕт хураççĕ.
Пĕремĕксене Тулăра XVII ĕмĕртенпе пĕçерни паллă. Пĕрремĕш хут çакăн пирки 1685 çулта кĕнекере кăтартнă.[1] Халĕ тулă пĕремĕкĕсене «Старая Тула» тата «Ясная поляна» комбиначĕсенче хатĕрлеççĕ, çаплах хăшпĕр пĕчĕк йĕркелӳсем те тăваççĕ.
Тулă пĕремĕкĕн музейне Тулăра 1996 çулта уçнă.[2]
«Сельхозпродукты» Тулă лавккин сутă-илӳ залĕнче чи чаплă вырăнта кантăк айĕнче 1000 тенкĕ хут укçи упранать, унпа 2009 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче Раççей президенчĕ Дмитрий Медведев хăйех çакăнта тулă пĕремĕкне туяннă[3].
Рецепт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тулă пĕремĕкне çапла хатĕрлеççĕ:
- Çемçетнĕ ĕне çăвне пыл, çăмарта хушса çăраççĕ.
- Алăланă çăнăха сода ярса пăр шăвĕнче çăрса чуста тăваççĕ.
- Ăшлăхĕ: повидлăна пылакпа çăра та юхайми пуличчен пĕçереççĕ.
- Чустана йăваласа икĕ сийлĕ хураççĕ, варрине пылак çимĕçне хураççĕ.
- Питĕ вĕри духовкăна 1–2 минутлăх лартаççĕ.
- Кăларса сивĕнтереççĕ, тепĕр 5 минут вĕри духовкăра пĕçереççĕ.
- Кăларса каллех сивĕтеççĕ те щеткăпа пылак тиражне сĕреççĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Тулă пĕремĕкĕ 2010 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ УАО КФ «Тульский пряник» 2005 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Пряников сладких…(ĕçлемен каçă) // «Тульские пряники» 04.06.2009 ç.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тула пĕремĕкĕ Викиампарта? |
- Пĕремĕк
- Торунь пĕремĕкĕ
- Вязьма пĕремĕкĕ
- Корень пĕремĕкĕ
- Нюрнберг пĕремĕкĕ
- Пардубица пĕремĕкĕ
- Городец пĕремĕкĕ