Чуста

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
йĕтĕрпе унанă чуста

Чуста, — шывпа пĕрлешленĕ çăнăх. Ăна кукăль, çăкăр, пицца тата ытти кăмакара пĕçерекен апат-çимĕçре усă кураççĕ.

Чустана çăрнă чухне унта шыв, çăмарта, турăх, çĕпре, тăвар яраççĕ. Çĕпре чустана хăпартма пулăшать. Пылак çимĕçем пĕçернĕ чухне ҹустана сахăр, çу хушаççĕ.

Тĕслĕ чуста[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăвашсем ытларах виçĕ тĕслĕ чуста хураççĕ:

  • квас чусти,
  • çĕпре ярса хăпартнă чуста,
  • тутлă чуста.

Квас чусти[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тепре квас чусти хума яланах квас тĕпĕ хăвараççĕ. Квас хурас умĕн квас тĕпне ăшă шыв ярса çемçетеççĕ, унтан шыв хушса шĕветеççĕ. Çакăн пек хатĕрленĕ квас чĕресне кирлĕ чухлĕ ăшă шыв яраççĕ, алланă ыраш çăнăхĕ хураççĕ те шĕвĕрех чуста çăраççĕ, лайăх хăпарма ăшăрах çĕре лартаççĕ. Хăпарса аннă шĕвĕрех квас чустине тăвар калаттараççĕ, çăнăх ярса лайăх çăраççĕ, çине çăнăх сапаççĕ те тепĕр хут хăпарма лартаççĕ. Квас чустинчен çăкăр, икĕрчĕ, салма яшки те пĕçереççĕ.

Çĕпре ярса хăпартнă чуста[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку чустана ахаль авăртса алланă тулă çăнăхĕнчен е шурă тулă çăнăхĕнчен сăра çĕприпе е пасар çĕприпе хураççĕ. Шыв вырăнне сĕтпе, турăхпа, уйранпа е тăпăрчă шывĕпе те усă кураççĕ. Çăрна чухне чустана шăратнă сив çу е тип çу, чĕрĕ çăмарта, сахăр хăйăрĕ, хăйма та яраççĕ.

Тутлă чуста[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сĕтпе шурă тулă çăнăхĕнчен, унта чĕрĕ çăмарта, сахăр хăйăрĕ, çу е хăйма хушса, пасар çĕприпе хунă чустаран кукăль-çăмах кăпăшка та тутлă пулать.


Хатĕрлесси[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пасар çĕприне е сăра çĕприне лĕп шывра ирĕлтереççĕ, ăна çăнăхпа лăкаса йӳçме лартаççĕ. Çапла туни çĕпрене çĕнетме пулăшать. Чуста чĕресне шыв е сĕт ярса, çĕнетнĕ çĕпрепе хутăштармалла, шурă тулă çăнăхĕнчен шĕвĕрех чуста çăрмалла, ăна хăпарма ăшă çĕре лартмалла. Хăпарса аннă чустан тăвар калаттармалла, чĕрĕ çăмарта, сахăр хăйăрĕ шăратнă çу е хăйма хушмалла, пăтратмалла та, юлашки çăнăха хурса çăрмалла. Лайăх çăрнă чуста савăт-сапа тата алă çумне çыпçăнмасть. Чуста ытлашши хытă пулмалла мар, вăл вăтам çăра е кăшт çĕмçерех пулсан лайăх. Çăрса çитĕрнĕ чуста çине çăнăх сапмалла та хăпарма ăшă çĕре лартмалла. Чуста хăпарса анма пуçласан кукăль-çăмахсем тума та юрать. Пĕр килограмм чуста хатĕрлеме (грампа) çăнăх 650, сахăр 40, 1,5-2 çăмарта, çу 20 е хăйма 50, тăвар 10, çĕпре 20, шыв е сĕт 300 каять.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Тутлă Апат-Çимĕç. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1982.