Турхан Энтри

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Турхан Ентри
Çуралнă чухнехи ят: Васильев Андрей Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1888, çурла, 8
Çуралнă вырăн: Турхан ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1972, çу, 25
Вилнĕ вырăн: Патăрьел ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР
Пăхăнулăх: Flag of the Soviet Union.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи тата сăвăçи
Жанр: калав, сăвă, куçару
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Disambig gray.svg Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Турхан Энтри, Васильев Андрей Васильевич, 1888, çурла, 8, Турханкас ялĕ, Теччĕ уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) — 1972 çулхи çу, 25, Турхан ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш Ен) — чăваш прозăçи, сăвăçи, тăлмачĕ.

Хусанта пурнакан Евгений Андреевич Турханăн (1950 çур.), чăваш журналисчĕн тата çыравçин, ашшĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1888 çулхи çурла уйăхĕн 8 Тетюш уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Турханкас (халĕ Турхан) ялĕнче çуралнă.

Хусанти вĕрентекенсен семинарине, кайран Мускаври пĕрремĕш ытти халăх чĕлхисен педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă. Вĕрентекен, иерей вырăнĕнче ĕçленĕ. Патăрьелти педагогика вĕрентĕшĕнче вĕрентнĕ. Сăвăсене çырма 1904 çулта пуçланă. Сăвăсем, статьясем, сăвăллă юмахсем çырнă. Ж.Б. Мольер, Л.Н. Толстой çырнисене чăваш чĕлхи çине куçарнă. Çавăн пекех вырăс халăх тата революци сăввисене куçарнă.

1972 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьелĕнче вилнĕ.

Evgeniy Turhan (ÿкерĕннĕ вăхăт: 2022-07-14), Энтри Турхан ывăлĕ

Тăхăмĕсем пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ывăлĕ — Турхан Евгений Андреевич, Хусанта пурăнать.

Вероника хĕрĕ Шупашкарта ак çакнашкал кĕнеке кăларнă:

— Турхан, Вероника Андреевна. Под крылом оборотня : повесть / Вероника Турхан. - Чебоксары : Новое Время, 2011. - 147 с. : портр. ; 20 см. - 200 экз.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]