Контент патне куҫ

Тутарсен этногенезĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Атăл-урал тутарĕсен этногенезĕн ыйтăвĕпе халĕ историксем хастар ĕçлеççĕ. Атăл-урал тутарĕсен этногенезĕ пирки темиçе теори пур. Ăслăлăх литературинче тĕплĕнрех виççĕшне ăнлантарса панă[1]:

  • пăлхар-тутар теорийĕ
  • тутар-монгол теорийĕ
  • тĕрĕк-тутар теорийĕ.

Чылай хушă [2] пăлхар-тутар теорине сумлă шутланă.

Пăлхар-тутар теорийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Теорие XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Н. Н. Фирсов, М. Г. Худяков ĕçĕсенче никĕс хунă, вĕсенче маркс шухăшлавĕпе килĕшӳллĕ халăхсен этногенезне стади тата автохтони енĕпе тĕпченĕ [3]. 1946 çулхи акан 25-26-мĕшĕнче СССР ĂА историпе философин уйрăмĕ СССР ĂА Хусан филиалĕн чĕлхе, литература тата истори иститучĕпе пĕрле ирттернĕ ятарлă ăслăлăх сесси хыççăн пăлхар-тутар теорин шухăшĕсем официаллă статуса куçаççĕ:

Сессия подвела итог многолетней дискуссии по вопросу этногенеза казанских татар. На основе данных лингвистики, археологии, этнографии, антропологии и других смежных дисциплин сессия смогла сделать определенные выводы. Основной вывод состоит в том, что казанские татары, как и всякая народность, есть результат длительного общения и взаимосвязей с другими этническими группами и народами. На формирование их решающее влияние оказали местные племена и тюркоязычные народности (булгары и другие), которые до прихода в край монгольских завоевателей создали государство камских булгар [4].

Сессире А. П. Смирнов («К вопросу о происхождении казанских татар»), Т. А. Трофимов («Этногенез казанских татар среднего Поволжья в свете данных антропологии»), Н. И. Воробьев («Происхождение татар по данным этнографии»), Л. З. Заляй («Происхождение татар Поволжья по материалам языка») доклад тунă.

XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен умĕн тутар халăхĕн пăлхар-тутар этногенез теорине чылай ăсчах — А. П. Смирнов, Х. Г. Гимади, Н. Ф. Калинин, Л. З. Заляй, Г. В. Юсупов, Т. А. Трофимова, А. Х. Халиков, М. З. Закиев, А. Г. Каримуллин, С. Х. Алишев — тарăнлатнă.

Тутар-монгол теорийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тутар-монголсен пулса тухнă этногенезĕ Тухăç Европăна тутар-монгол йăхĕсем куçнине ăнлантарса парать[5]. Кăпчаксемпе хутăшса кайса, Ылтăн Урта тапхăрĕнче ислам тĕнне йышăнса, çак йăхсем тутар этносĕн, унăн культурипе патшалăх никĕсне хываççĕ. Çак теорие тытса пыракансем хусан тутарĕсен кун-çулĕнче Атăлçи Пăлхар тапхăрне шута илесшĕн мар, унăн сĕмне асăнасшăн мар.

Тĕрĕк-тутар теорийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тутарсем пулса тухнин тĕрĕк-тутар концепцине Г. С. Губайдуллин, А. Н. Курат, Н. А. Баскаков, Ш. Ф. Мухамедьяров, Р. Г. Кузеев, М. А. Усманов, Р. Г. Фахрутдинов, А. Г. Мухамадиев, Н. Давлет, Д. М. Исхаков, Ю. Шамильоглу тата ур. ĕçĕсенче кăтартнă[6]



Тапхăр Ылтăн Урта арканнипе (XV ĕм.) вĕçленет.

  • Йĕркеленнĕ тутар ханлăхĕсенче вырăнти хăйĕн ятлă çĕнĕ этнос пĕрлĕхĕсем пуçтарăнма тытăнаççĕ: аçтăрхан, хусан, касим, крым, çĕпĕр, темник тутарĕсем тата ур.
  • XVI ĕмĕрĕн варринчен пуçласа XVIII ĕмĕрчен Вырăс патшалăхĕ йышĕнчи вырăнти этнос ушкăнĕсен чамăртанăвĕн тапхăрне палăртаççĕ. Атăлçие, Уралçуме тата Çĕпĕре Вырăс патшалăхĕ çумне хушсан, тутарсем Хура Атăл çинчен Чулман Атăл тата Самар-Ăренпур йĕрне, Кубаньрен Аçтăрхан тата Ăренпур кĕпернисене куçаççĕ, тĕрлĕ этнотерритори ушкăнĕсен хутшăнăвĕсем аталанса пыраççĕ, çавна пула вĕсен чĕлхе тата культура пĕрпекленет. Пĕрлĕ литература чĕлхи, культура тата тĕн-пĕлӳ уçлăхне пула çак ĕç-пуç çивĕч пырать. Пĕрлĕ конфессиллĕ хăй ăстăнлăхĕ — «мăсăльман» та — çак пулăма пулăшать.
Çак вăхăтра урăх патшалăхсене кĕнĕ вырăнти этноушкăнсен пайĕ (крым тутарĕсем) малашне хăй тĕллĕ аталанаççĕ.
  • XVIII —XX ĕм. пуçламăшĕ, теори майлăскерсем тутар нацин чăмăртанăвĕ теççĕ. Çак ыйту тупсăмне паянкуна тарăннăн тĕпчемен.[7]

Наци аталанăвĕнче çак тапхăрсене уйăраççĕ.

    • XVIII ĕмĕр - XIX ĕмĕрĕн варри — нацин «мăсăльман» тапхăрĕ, ун чухне тĕн пĕрлештерӳ факторĕ пулса тăрать.
    • XIX ĕмĕрĕн варри - 1905 çул — «этнокультура» нацин тапхăрĕ.

1860-мĕш çулсенчи реформăсем иртсен буржуалла аталанусем тапранса каяççĕ, вĕсене пула культура та хăйĕн шайне хăпартать. Литература чĕлхи, пĕлӳ системи, кĕнеке пичетлес тата периодика пичечĕ тутарсен тĕрлĕ этнотерритори тата этнос-сослови тĕп ушкăнĕсен хăй ăстăнĕнче пĕрлĕ тутар наци пулнине çирĕплетет.
XIX ĕм. иккĕмĕш çурринчен хальхи литература тутар чĕлхи йĕркеленме тытăнать, 1910-мĕш çулсен тĕлне вăл пĕтĕмпех кивĕ тутар чĕлхине улăштарать. Тутар нацин пăчăртанăвне Атăл-Урал регионĕнчи тутарсен миграци хастарлăхĕ пулăшать.

    • 1905 - 1920 çç. вĕçнелле — «политика» нацин тапхăрĕ. Чи малтанах 1905—1907 çç. каланă культура-наци автономине хыттăн ыйтаççĕ. Малашне Идель-Урал штатне, Тутар-Пушкăрт СР шухăшсем пулнă, Тутар АССРне туса хунă. 1926 çулхи çырав хыççăн этнос-сослови хăй палăртлăх тĕсĕсем пĕтеççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Татары. -М.: Наука, 2001, С.42-43.
  2. ^ Закиев М.З. Часть вторая, Первая глава. История изучения этногенеза татар // Происхождение тюрков и татар. — М.: Инсан, 2002.
  3. ^ Татары. -М.: Наука, 2001, С.42; Измайлов И. Л. Булгарский средневековый этнос: критика традиционных методик определения // Этнологические исследования в Татарстане. Материалы итоговой конференции Института истории АН РТ, посвященной 10-летию Института. — Выпуск I. — Казань: ИИ АН РТ, 2007, С.5.
  4. ^ Происхождение казанских татар: Материалы сессии Отделения истории и философии Академии Наук СССР, организованной совместно с институтом языка, литературы и истории Казанского филиала Академии Наук СССР, 25-26 апреля 1946 г. в г. Москве. Казань: Татгосиздат, 1948, С.4.
  5. ^ Татары.. — Мускав: Наука, 2001.
  6. ^ Татарская энциклопедия 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Д. М. Исхаков Татарская нация: история и современное развитие. Научная публицистика. — Казань, 2004.