Контент патне куҫ

Крым тутарĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
крым тутарĕсем, крымсем
qırımtatarlar, qırımlar
къырымтатарлар, къырымлар

И. ГаспринскийН. Челебиджихан
Тăван ячĕ qırımtatarlar, qırımlar
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Пурӗ: 500 000 - 2 000 000[8]
Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ:
250 000

Ӳспекстан Ӳспекстан:
от 10 046 (2000 çулхи çырав)[3]
и 90 000 (оценка, 2000 г.) [4]
до 150 000 чел.[5]
Крым тутарĕсем Турци:
50 000 пуçласа 5 000 000 çити
Румыни Румыни:
24 137 (2002 ç. çырав)[6]
Украина Украина:
4 760 (2001 çулхи çырав)[1]

Крым тутарĕсем Болгари:
1 803 (2001 ç. çырав)[7]
Чĕлхе крым тутар, вырăс, турккă
Тĕн Ислам
Крым тутарĕсен ялавĕ

Кры́м тутарĕсем (крым-тут. qırımtatarlar, къырымтатарлар, ед. ч. qırımtatar, къырымтатар) е кры́мсем[9][10][11] (крым-тут. qırımlar, къырымлар, пĕр. х. qırım, къырым) — историлле Крымра чăмăртаннă халăх. Алтай çемьинчи тĕрĕк ушкăнĕнчи крым тутар чĕлхипе пуплеççĕ. Крым тутарĕсен чылайрахăшĕ — ханафит мазхабĕ йышĕнчи мусульман-суннитсем.

Чылайрахăшĕ Крымра (260 пине яхăн) тата континентри Раççей çумĕнчи районсенче (4 пин, ытларах Краснодар Енĕнче), çаплах Турцире, Румынире (24 пин), Ӳспекстанра (90 пин[4], хаклавсемпе, 10 пинрен 150 пине çити), Украинаре, Болгарире (3 пин) пурăнать. Крым тутарĕсен вырăнти организацисем хыпарланипе, Турцири крым тутарĕсен диаспори çĕршер пин çына çитет, анчах та йышĕ пирки официаллă çирĕплетӳ çук, мĕншĕн тесен Турцире çĕр-шыври нацисен йышĕ пирки пĕлтермеççĕ.

Крым ханлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Крым тутарĕсен XVI—XVII ĕмĕрсенчи кăралĕ

Крым халăхĕ тĕплĕнех Крым Ханлăхĕ тапхăрĕнче чăмăртаннă.

Крым тутарĕсен патшалăхĕ — Крым Ханлăхĕ1441 - 1783 çулсенче тытăнса тăнă. Хăйсен кун-çулĕн чылайрахăш пайĕнче вăл Осман империне пăхăнса тăнă, унăн тăмарĕ шутланнă. Крыма ертсе пыракансем Герай (Гирейсен) ăрачĕ пулнă, ăна пуçарса яраканĕ — пĕрремĕш хан Хаджи I Герай. Крым Ханлăхĕ тапхăрĕнче крым тутарĕсен культури, ӳнерĕ тата литератури мăнаçлăха çитет. Крым тутарĕсен çак чухнехи поэзин классикĕ — Ашик Умер. Çавăн пекех Махмуд Кырымлы тата хан Газы II Герай Бора сăвăçа асăнмалла. Çав вăхăтри паллă архитектура палăкĕ — Бахчисарайри хан керменĕ.


Раççей империнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççей администрацийĕ хĕстернипе, крым тутар çĕр ĕçтешĕсен харпăрлăхне патшалăха туртса илнипе крым тутарĕсем нумаййăн Осман империне эмиграциленĕ. 1790-мĕш тата 1850-мĕш çулсенче эмиграцин иккĕ хумĕ çапнă крым тутарĕсене. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнчи тĕпчевçĕсем — Ф. Лашковпа К. Герман — çырнипе, Крым Ханлăхĕн çурутрав пайĕнче 1770-мĕш çулсен тĕлне 500 пине яхăн çын пурăннă, вĕсенчен 92 % крым тутарĕсем пулнă. Раççейри пĕрремĕш 1793 çулхи халăх çыравĕпе Крымра 127,8 пин çын пурăннă, çав шутра 87,8 % крым тутарĕ. Çакăн пек, 10 çул раççей влаçĕ тытăнса тăрсан Крымра пурăнан халăхăн 3/4 пайĕ çурутравран тухса кайнă. 1850-мĕш çулсенче 300 пине яхăн крым тутарĕ Крыма пăрахса кайнă.[12] Çавсен нĕселĕсем ĕнтĕ Турцири, Болгарири тата Румынири крым тутарĕсен диаспорине кĕреççĕ. Вара Крымăн çеçенхир енĕнче ял хуçалăхĕ пĕтсе ларнă. Çавăн чухнех Крыма крым тутарĕсен чылайрахăш элити пăрахса каять. Çакăнпа пĕрлех метрополии территоринчен Раççей правительстви йыхравланипе куçса килнисем Крыма колонилеме тытăнаççĕ. Раççей аннексийĕччен Крымра пурăннă 1 мильон крым тутарĕ халăхĕн йышĕнчен XIX ĕмĕрĕн вĕçнелле 200 пинрен сахалтарах юлнă, которые составляли около четверти всего крымского населения. 1917 çул тĕлне мĕнпур эмигрант йышĕ 1,8 млн çынна çитнĕ.

Граждан вăрçи тата Крым АССР

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Номан Челебиджихан


Крым нимĕç оккупацинче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1941 çулхи чӳкĕн варринчен пуçласа 1944 çулхи çăвăн 12-мĕшĕччен Крыма нимĕç çарĕсем ярса илнĕ.

Феодосири Муфти-Джами мечетĕ

Крым тутарĕсен литератури

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


XX ĕмĕрти паллă крым тутарĕсен паллă çыравçисем:

Субэтноссем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Апат-çимĕçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Йăла ĕçми — буза.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 Всеукраїнський перепис населення 2001. Русская версия. Результаты. Национальность и родной язык.
  2. ^ 1, 2 тата 3 Пĕтĕм Раççейри 2002 çулхи халăх çыравĕ. Тĕрĕсленĕ 24 Раштав уйӑхӗн 2009.
  3. ^ Этноатлас Узбекистана
  4. ^ 1 тата 2 О миграционном потенциале крымских татар из Узбекистана и др. к 2000 г.
  5. ^ 1989 ç. Халăх çыравĕпе Ӳспекстанра 188 772 крым тутарĕ пурăннă.([1]) Кун чухне, СССР аркансан пĕр енчен, Ӳспекстанри крым тутарĕсен пĕр пайĕ тăван çĕршывне Крыма таврăннине, тепĕр енчен — Ӳспекстанри чылай крым тутарĕ хăйне çыравра «тутар» тесе палăртать. Хаклавсемпе, 2000-мĕш çулсенче Ӳспекстанра 150 пине майлă крым тутарĕ пурăннă. чел.([2]). 1989 ç. Ӳспекстанра тутарсен йышĕ 467 829 çын ([3]) тата 2000 çулта 324 100 яхăн çын шутланнă; тутарсем крым тутарĕсемпе пĕрле 1989 ç. Ӳспекстанра 656 601 çын, 2000 ç. — 334 126 çын пурăннă. Крым тутарĕсем çак шутран хăш пайĕ пулать чăннипе (!), тĕп тĕрĕсси паллă мар. Официаллă 2000 ç. Ӳспекстанра 10 046 крым тутарĕ пулнă ([4])
  6. ^ Румынири 2002 ç. Халăх çыравĕпе наци йышĕ
  7. ^ Болгарири 2001 ç. халăх çыравĕ
  8. ^ 500 пине яыхăн малтанхи СССР республикисенче, Румынире тата Болгарире, темиçе çĕр пин Турцире. Турцире наци шучĕпе статистикăна пичетлемеççĕ, çавна пула тĕп-тĕрĕс хыпар çук.
  9. ^ Тюркские народы Крыма. Караимы. Крымские татары. Крымчаки. Отв. ред. С. Я. Козлов, Л. В. Чижова. Мускав, Наука, 2003.
  10. ^ Озенбашлы Энвер Мемет-оглу. Крымцы. Сборник работ по истории, этнографии и языку крымских татар. Акмесджит, Доля, 1997.
  11. ^ Очерки истории и культуры крымских татар. Под. ред. Э. Чубарова. Симферополь, Крымучпедгиз, 2005.
  12. ^ Я. Е. Водарский, О. И. Елисеева, В. М. Кабузан, Население Крыма в конце XVIII — конце XX веков. (Численность, размещение, этнический состав) Москва, 2003.